Етӗрне районӗн тӗп пульници тинех ковид-режимран тухнӑ. Вӑл ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫ-вӗҫ 2 ҫул ҫитмеллеччӗ. Унта 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пуҫланӑ.
Ҫак икӗ ҫулта Етӗрнери ковид-госпитальте 4 пине яхӑн ҫын сипленнӗ. Чирлекенсем сахалланнине кура ӑна ахаль режимпах ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Халӗ унта виҫӗ хутӗнче те дезинфекци тунӑ.
Паянхи кун пульница пациентсене унчченхи пекех йышӑнать, чирлисене планпа килӗшӳллӗн сипленме вырттараҫҫӗ. Анчах, паллах, пульницӑна выртиччен пациентсем кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ параҫҫӗ.