Республикӑра
![]() Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ӗпхӳре тӗрлӗ регионти поварсем ӑмӑртнӑ. Унта кулинари тата сервис енӗпе регионсен хушшинчи канашлу иртнӗ. Пирӗн ентешсем те унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пӗр ресторанри шеф-повар кулинари тупӑшӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерни поварсене нумай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ассоциаци хӑй те республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелет, унта ҫамрӑк специалистсене хутшӑнтарма тӑрӑшать. Ассоциаци чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Поварсем Потугалире, Германире иртнӗ ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ. Халӗ Чӑваш Енри кулинарсемпе кондитерсем Суздале кайма хатӗрленеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче унта Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари чемпионатне каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ иртет. Унта ҫӗнтернӗ поварсем Мускава тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртма кайӗҫ. Тӗп парне вара – Францире вӗренесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ 2018 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӑхса тухма палӑртнӑ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӳлеве 6,08 тенкӗрен 6,30 тенке (1 тӑваткал метршӑн) хӑпартма сӗннӗ. Капла пӑхсан хак нумаях ӳсмест пек: 22 пус ҫеҫ. Ҫапах пысӑк хваттершӗн кашни уйӑхра тӳлес пулсан ку, ахӑртнех, сисӗнет. Тӗслӗхрен, 40 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн уйӑхне 243,2 тенкӗ мар, 252 тенкӗ тӳлеме тивӗ. 70 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн вара 441 тенкӗ кӑларса хумалла (унччен 425,6 тенкӗ пулнӑ). Аса илтерер: Раҫҫейре тӗплӗ юсавшӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пухма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑра ку укҫана пухас кӑтарту 78 процентпа танлашнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 2,4 миллиард тенкӗ шутласа панӑ, вӗсенчен 1,9 миллиард тенкине пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес вырсарникун, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Раҫҫейре стратегиллӗ ракета ҫарӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Артиллерипе ракета ҫарӗнче хӗсметри хӑйсен салтак тивӗҫне пурнӑҫланисене Патӑрьел районӗнче уява йыхравлаҫҫӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн вӗсем ирхине 10 сехетре Патӑрьелӗнчи «Арбат» лапамри монумент умӗнче тӗлпулӗҫ. Ракетчиксемпе артиллеристсен ячӗпе монумента, сӑмах май, иртнӗ уйӑхра ҫеҫ уҫнӑ. Монумент умӗнчи хаваслӑ курнӑҫу хыҫҫӑн та уяв малалла тӑсӑлӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Логиновпа Иван Индряков Совет Союзӗн Паттӑрӗсене тата ҫак районта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш ракетчиксене — Алексей Захаров, Иван Коннов тата Степан Плисов халалласа пӗлтӗр конференци ирттернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ, каярах «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ коммерцилле мар организаци йӗркеленӗ Юрий Кручинина Раҫҫейӗн Юстици министерстви «За содействие» (чӑв. Пулӑшнӑшӑн) ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ юрист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Раҫҫей юстицийӗшӗн ӗҫлетӗп! Правӑна сыхлакан ҫак орган адвокат ӗҫне ыттисенчен ытларах пӗлет тата хисеплет», — тесе ҫырнӑ Юрий Кручинин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен судран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем полици тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр пулнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Колистратов ҪҪХПИ ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарччӑр тесе икӗ ҫул ӑшталаннӑ. Лешӗ унӑн икӗ шӑлне ҫапса кӑларнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ пуҫарма пӗрмай хирӗҫленӗ. Арҫын хӑй стена ҫумне ҫапӑнса шӑлӗсене катса пӑрахнӑ имӗш. Пулӑшу ыйтнӑ тепӗр ҫын пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Сергей Ивановӑн ӗҫне халӗ мӑшӑрӗ Лариса хутшӑнать. 2006 ҫулта йӗрке хуралҫисем арҫынна саккунсӑр майпа тытса чарнӑ, ӑна хӗненӗ, РОВДра 5 сехет тытнӑ. Иванов кун хыҫҫӑн прокуратурӑран, Следстви комитетӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах яланах пуҫиле ӗҫ пуҫарма хирӗҫленӗ. Европӑри ҫынсен прависене хӳтӗлекен суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей правительствин Владимир Колистратова – 7 пин евро, Лариса Ивановӑна 6 пин евро тӳлемелле. Палӑртмалла: судра вӗсен прависене Алексей Глухов хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ашшӗ судра явап тытнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын экстремизм сӗмӗллӗ преступленишӗн суд сакки ҫине лекнӗ. Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: 2016-2017 ҫулсенче хайхискер хӑйӗн компьютерӗпе тата телефонӗпе усӑ курса халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страници ҫинче тӗрлӗ наци ҫыннисене, тӗрлӗ тӗне ӗненекенсене хирӗҫме хӗтӗртекен аудио- тата видеофайлсем вырнаҫтарнӑ. Ҫак арҫын ҫул ҫитмен пилӗк ачана ҫитӗнтерет. Судья ҫакна шута илсе приговора ҫемҫетнӗ. Ҫапла майпа нумай ачаллӑ ашшӗн патшалӑха 350 сехет ӗҫлесе татма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, «Ҫулталӑкри ҫемьене» чысланӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. 22 ҫул пӗрле пурӑнакан Татьянӑпа Александр хӑйсен виҫӗ ачине тата 6 тӑлӑха ӳстереҫҫӗ. «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Устиновсем ҫӗнтернӗ. «Спортпа туслӑ ҫемье» - Канаш районӗнчи Павловсем. «Туслӑ ҫемье» номинацире Етӗрне районӗнчи Тимонинсем мала тухнӑ. «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Анисимовсем ҫӗнтернӗ. «Ӗҫчен ҫемье» - Улатӑр районӗнчи Ершовсем. Аса илтерер: ахӑртнех, ҫитес ҫул Чаваш Енре Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫуттакӑларуҫӑ ҫуралнӑранпа ун чухне 170 ҫул ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑр ҫын Патӑрьел районӗнчи юристран хваттер илмешкӗн пулӑшма ыйтнӑ. Анчах лешӗ ӑна улталанӑ, унӑн укҫи-тенкине хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Полици ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма хирӗҫленӗ. Прокуратура «сӑмсине чиксен» ҫеҫ ӗҫ пуҫарма килӗшнӗ. Иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн укҫа-тенкӗ тивӗҫнӗ. Вӑл юристран пулӑшу ый тнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, юрист сусӑр валли Патӑрьелте икӗ хут йӳнӗрех хваттер тупнӑ та ҫавна туянма ӳкӗтленӗ. Юлнӑ укҫа-тенке вара хӑйне партарнӑ. Халӗ ҫав пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Балти флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, «Чебоксары» ят панӑ хурал карапне Шупашкара илсе килме укҫа ҫукки кансӗрлет. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ят панӑ тральщика Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернех пулӗ. Демилитаризаци хыҫҫӑн ӑна муниципалитет харпӑрлӑхне парасси ҫинче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хӑй вӑхӑтӗнче хушу кӑларнӑ. Хӑй пуҫне пырса ҫапнипе мар, Шупашкар хулине ертсе пыракансем ыйтнипе. Карапа Балтийск тинӗсӗнчен Шупашкара турттарса килме 20 миллион тенкӗ кирлӗ иккен. Анчах вӑл «кӗмӗле» хула хыснинче килес ҫул валли те пӑхса хӑварман. Ку хыпара Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин Александр Белов журналиста пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх кӗтеҫҫӗ. Уйрӑмах – ашшӗ-амӑшӗн хӳттисер юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсене савӑнӑҫ парнелес килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче вӗсене хӑвӑр ҫемьене вӑхӑтлӑха та пулин илӗр. Ача ҫурчӗсенче, интернатсенче, реабилитаци центрӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем ҫемье ӑшшине туясшӑн. Вӗсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене вӑхӑтлӑха илме май пур. Тӑлӑха ҫемьене илес тесен хӑш-пӗр документ хатӗрлемелле. Паспорт копийӗ, судпа айӑпланманнине ӗнентерекен справка (ӑна шалти ӗҫсен органӗсем параҫҫӗ), инфекци чирӗсем, наркомани, токсикомани, алкоголизм, психика чирӗсем ҫуккине ӗнентерекен 164/у-96 форматлӑ справка (ӑна сиплевпе профилактика учрежденийӗнче илмелле) кирлӗ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |