Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи полици уйрӑмне такам пӑшалтан пени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем тӳрех вырӑна тухнӑ.
Унта ҫитсен акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: 51 ҫулти арҫын сунар пашалӗнчен тӑватӑ хутчен пенӗ. Хайхискер урӑ пулман, эрех ӗҫсе хӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа кураксене хӑратнӑ. Лешсем чӑх йӑвинчен ҫӑмарта вӑрланӑ-мӗн.
Йӗркене пӑснӑ арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне вара, ИЖ-16 маркӑллӑскере, 1947 ҫулта туса кӑларнӑскере, туртса илнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Куншӑн пӑшала, патронсене туртса илсе 50-100 пин тенкӗлӑх штрафлама е пӑшал илме, ӑна упрама виҫӗ ҫуллӑха чарма пултараҫҫӗ.