Раҫҫейре
Чӑваш Енри ачасем Раҫҫей халӑх артисчӗсемпе Эдгард тата Аскольд Запашныйсемпе тӗл пулнӑ. Онлайн-курнӑҫӑва Шалти ӗҫсен министерствин Йӗркене пӑсакан ҫул ҫитмен ачасене вӑхӑтлӑх хупса усрамалли центрӗн воспитанникӗсем хутшӑннӑ. Тӗл пулӑва #MыВместе (чӑв. #ЭпирПӗрле) пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттернӗ май тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Няня online» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Дессировщиксем «Среди хищников» (чӑв. Тискер чӗрчунсем хушшинче) номер репетицине Мускаври пысӑк цирк арени ҫинче кӑтартнӑ. Ачасем дрессировщиксен ӗҫӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Онлайн-мелпе вӗсем артистсене ыйтусем пама пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
rock-cafe.info сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ эпидеми пур тытӑма та пырса тивнӗ. Фильм ӳкерес ӗҫ те ӑна пула чарӑнса ларнӑ. Уйрӑмах ку енӗпе Мускавра йывӑр. Ҫавна май РФ Культура министерстви тӗрлӗ вариант пӑхса тухать. Ку тапхӑрта кино мӗнле ӳкермелле? Хӑш-пӗр регион ӳкерӳ ушкӑнӗсене хӑйсем патӗнче йышӑнма хатӗр. Ҫав йышра – Чӑваш Ен те. Паянхи кун тӗлне Адыгея Республики, Иркутск тата Новгород облаҫӗсем. Чӑваш Ен Мускаври пултарулӑх ушкӑнӗсене йышӑнма хатӗр. Мускавра ӳкерӳ ӗҫне пуҫарман-ха. Культура министрӗ Ольга Любимова Мускав мэрӗ патне ҫак ӗҫе пуҫӑнма ирӗк ыйтса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Komandirovka.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ. Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
news2.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмерӗ. Вӑл каярах, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫак кун салют та вӗҫтерӗҫ. Кун пирки РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ кун Раҫҫейре ӗҫлеттермӗҫ, кантарӗҫ. Ӗҫ укҫи вара ҫаплипех сыхланса юлмалла. Парад ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Ӑна Мускаври Хӗрлӗ лапамра, Раҫҫейри ытти хулара ирттерӗҫ, унта ҫар техники хутшӑнӗ. 22 сехетре Мускавра тата ытти хулара артиллери салючӗ пулӗ. Аса илтерер, ҫак кун Чӑваш Еншӗн тепӗр уявпа та паллӑ: ун чухне Республика кунне паллӑ тӑватпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) хурал карапӗ ҫинчи ялава вӑхӑтлӑха антарнӑ. Ӑна Шупашкара илсе килме ҫыран хӗррине куҫарнӑ. Халӗ вӑл Калининград облаҫӗнчи Балтийск хули ҫывӑхӗнче ларать. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ӗнер хыпарланӑ. Карапа кӑштах юсӗҫ те унтан ӑна Шупашкара илсе килӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухмалла. Шупашкара 20 кунран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫитессе шанаҫҫӗ. «Шупашкар» карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ. «Карап ҫинче тепӗр ҫулталӑкран музей уҫса экскурсисем ирттерме палӑртатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Lifeonphoto.com сайтри сӑн Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртет. РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу кун пирки канашлура пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» та пулӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. Ҫак кун Тинӗс ҫар флочӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Владимир Путин президент Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парада ирттерме хатӗрленме хушнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшне ахальтен суйламан-мӗн. 1945 ҫулта ҫак кун Хӗрлӗ лапампа Мускав ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда тата Сталинграда хӳтӗленӗ, Европӑна ирӗке кӑларнӑ салтаксем парада тухнӑ. Анчах Владимир Путин кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине каланӑ, Шойгуна кун пирки тӗплӗн шутлама хушнӑ. Парадра куракансем пулӗҫ-и е ҫук-и - хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ӗнер Мускава Италирен тӑватӑ ентешӗмӗр — Чӑваш Ен ҫыннисем — килсе ҫитнӗ. Вӗсене тата самолетри ытти пассажира ятарлӑ рейспа таврӑнма пулӑшнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Раҫсейрен ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Ӗнерхи рейсра 2 ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсене самолет Мускаври «Шереметьево» аэропорта ҫитернӗ. Паянхи куна ют ҫӗршывсенче Чӑваш Енри тата тепӗр 260 ҫын тӑрса юлнӑ. Вӗсен шутӗнче 33 ача пур. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ятарлӑ авиарейссемпе пирӗн республикӑри 78 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 20-шне – Индирен, 15-шне – Таиландран, 9-шне – АПШран, 5-шне – Узбекистанран, 5-шне — Испанирен, 4-шар ҫынна – Италии, Германирен, Турцирен, Индонезирен, 2-шер ҫынна – Грецирен, Кипртан, рӗрер ҫынна – Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cbr.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн Чӑваш Енӗмӗр хӑйӗ сумлӑ юбилейне уявлама хатӗрленет. Чи кӑмӑлли — ҫак датӑна Раҫҫей банкӗ те шута илни. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалласа паян 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларнӑ. Тимӗр укҫан пиччӗн енне Раҫҫей гербне ӳкерсе хунӑ, Питӗрти укҫа картишӗн тавар паллине тата хаклӑ металӑн виҫине, ӑна кӑҫал кӑларнине ҫырса хунӑ. Кӗмӗл укҫан тӳнтер енне Чӑваш Республикин гербне тата хулпуҫҫи ҫине кӗвентепе витре ҫакнӑ наци тумӗллӗ чӑваш хӗрне ӳкернӗ. Вӑл йывӑҫ ҫумӗнче тӑрать. Пике хыҫӗнче юханшыв, хальхи вӑхӑтри хула курӑнать. Аялта ҫурма ҫаврака ҫине «Чӑваш Республики» тесе вырӑсла ҫырнӑ, сулахай енне икӗ йӗркепе «100 ҫул» тесе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Сӑнӳкерчӗкре – Андрей Григорьев. Асамат Шурӑмпуҫ архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ. Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ. Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ. Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. |
Раҫҫейре
Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ. Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать. Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |