Хулара
![]() Миҫе хутчен асӑрхаттараҫҫӗ ӗнтӗ: чӳрече уҫӑ чухне е москитлӑ сетка карсан пӗчӗк ачана пӗччен ан хӑварӑр! Шупашкарта шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Юрать, суранланнӑ ҫеҫ вӑл. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пульница илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хваттерне кӗреймест-мӗн. Алӑка шалтан питӗрнӗ, унта вара ача пӗчченех. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Анчах хваттерте никам та пулман. 5 ҫулти арҫын ачан 3-мӗш хутран чӳречерен ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Маунтинбайк центрне уҫма пухӑннисем Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ. Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ. Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр аптекӑпа меморандум алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, аптекӑсем «фанфурик» сутмаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарта «фанфурик» сутакан банкомат лартнӑ. Настойка ӗҫме юратакан хаваслӑ ушкӑн ун умне пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Темӗнле предприниматель ҫак банкомата Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт умне лартнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене те питӗ тӗлӗнтернӗ. «Про Город» журналисчӗ кун пирки систериччен вӗсем кун пирки пачах пӗлмен. Малтанах эрех ӗҫме юратакан ҫынсем банкоматпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнкарман. Укҫа яма хӑнӑхнӑ халӗ, хаваспах «фанфурик» туянаҫҫӗ. Укҫана ятарлӑ шӑтӑка ярсан кӗленче аялалла ӳкет. Министерство ку пулӑма айккинче хӑварманнине пӗлтернӗ. Чи малтанах вӗсен ҫакӑ интереслӗ: усламҫӑ автомата стена ҫине вырнаҫтармашкӑн мӗнле ирӗк илнӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Уйӑх ҫинчи хӗр Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫӗрти ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине унтан иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Улӑмран ӑсталанӑ скульптурӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Пӗр уйӑх каялла ҫав монумент ҫухалчӗ. «Палӑка хулана илем кӳрекенсем хурланӑ-тӑр», — тесе шухӑшласа иртнӗччӗ ӑна пуҫтарнине курсан. Халӗ ҫав палӑк хӑй вырӑнне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Унчченхипе танлаштарсан улӑм кӳлепе малтанхинчен хитререх те, ҫӳллӗрех те. Ҫавна курах вӑл сумлӑрахх та курӑнать. «Тата 1,5 метр ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ик енчен тата скульптурӑсем пулаҫҫӗ, халь вӗсене тӑватап», — тесе ҫырнӑ ӗҫӗн авторӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Андрей Молоков скульптор, Чӑваш Республикинчи художниксен союзӗн пайташӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ ҫапла вара 6 метра яхӑн. Уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енче унӑн каччи, Асан, пулӗ; тепӗр енче — Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗ. Андрей Молоков скульптора пӗлекен Аҫтахар Плотников каланӑ тӑрӑх, ҫав ӑста — Шупашкарти Филармони ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ улӑм лашасен авторӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Китай делегацийӗ Шупашкара килнӗ. Чӑваш Енпе Аньхой туслӑ ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Хӑнасем ача пахчинче пулса курнӑ. Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче вӗсене шӑпӑрлансем хаваспах кӗтсе илнӗ. Вӗсене чӑвашла тата вырӑсла калаҫса кӗтнӗ. Унтан аякран килнӗ хӑнасене чӑваш наци символне ӳкернӗ сувенир парнеленӗ. Ачасем ӑна хӑйсемпех хатӗрленӗ. Китай ҫыннисем ача пахчин мастерскойӗнче пулса курнӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра вӗсене тӑвар шахтине, бассейн, гидромассаж тата сауна кӑтартнӑ. Ачасем ӑҫта тӗрленине, алӗҫӗпе хӑш пӳлӗмре аппаланнине те кӑтартнӑ. Юлашкинчен шӑпӑрлансем хӑнасене «Уяв» кӑтартнӑ, вӗсене уяв картине чӗннӗ. Китай ҫыннисем наци йӑли-йӗркипе хаваспах паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм тӑванне вӑрттӑн пытарнӑ та уншӑн пенси илсе пурӑннӑ. Шупашкарта пурӑнаканскер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2013 ҫулта ҫак хӗрарӑм тӑванӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Лешӗ 1922 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн вара ҫакӑ паллӑ: ватӑ хӗрарӑм ниҫта та ҫухалман, вӑл 2004 ҫултах вилнӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тата унӑн тӑванӗн хӗрӗ кинемее вӑрттӑн пытарнӑ, кун пирки патшалӑх органне пӗлтермен. Ҫапла уншӑн вӗсем темиҫе ҫул пенси илсе пурӑннӑ. Пӗтӗмпе — 1 миллион тенке яхӑн. Унтан хваттерне приватизацилеме шухӑшланӑ. Кун валли вара тӑванӗ хыпарсӑр ҫухални пирки официаллӑ майпа ҫирӗплетни кирлӗ пулнӑ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Вӑт паттӑр ку. Денис Кириллов путакан ачасене курсан ҫухалса кайман — пулӑшма чупнӑ. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр пляж ҫумӗнче арҫын путакан икӗ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ. Денис унта ҫемйипе канма юратать. Ҫав кун вӑл шывра вылякан икӗ ачана асӑрханӑ. Денис вӗсене асӑрхаттарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара пӗри шыв айне кайнӑ, тепри те путма тытӑннӑ. Денис иккӗмӗш ачана тупас тесе виҫӗ хутчен чӑмнӑ. Ҫыран хӗррине кӑларсан вӑл вӗсен уринчен тытса силленӗ, ҫапла майпа ҫӑлнӑ. Ыттисем пулӑшма шутламан та. Арӑмӗ ҫеҫ пынӑ ун патне. «Тавтапуҫ», — тенӗ те ачасем чупса кайнӑ. Вӗсене шыв хумӗ илсе кайнӑ-мӗн. Пӗри тепринчен тытӑнса ҫыран хӗррине тухма хӑтланнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Аня Исаева Шупашкарта икӗ хӗр ҫухалнӑ. Иккӗшӗ те — пӗр вӑхӑтра. Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Анна Исаева тусӗпе Яна Шпачекпа уҫӑлма тухнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем иккӗшне те шырама пикеннӗ. Анна Исаева — 17 ҫулта. Яна — 16-ра. Вӗсем шкулта пӗрле вӗренеҫҫӗ, туслӑ ҫӳреҫҫӗ. Хӗрсем киле килмен, телефонпа шӑнкӑравласан тытмаҫҫӗ, халӑх тетелӗнче ҫырусене хуравламаҫҫӗ. Тӑванӗсем ним тума пӗлменрен полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Аня хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхине ҫухалнӑ. Урама ҫеҫ тухнӑ вӑл. Пӗррехинче Аня пӗр кунлӑха ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл тусӗсемпе пулнӑ. Ҫак хӗрсене курнӑ ҫынсене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков хушнипе хулара апат-ҫимӗҫпе пресса илсе ҫӳрекен автолавккасем хута ярасшӑн. Проекта хатӗрленӗ ӗнтӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал лавкка 15 вырӑнта пулӗ. Автолавккара сӗт юр-варӗ, пулӑ, аш-какай, ҫӑкӑр таврашӗ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, мороженӑй, пичет кӑларӑмӗсене сутӗҫ. Ку енӗпе ӗҫлес кӑмӑллӑ юридици сӑпачӗсен тата усламҫӑсен кун пирки вырӑнти хӑйтытӑмлӑха пӗлтермелле. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал лавккасем Раҫҫейри пысӑк хуласенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарта ҫур миллион ҫын пурӑнать. Вӗсен те алӑ айӗнче вырнаҫнӑ продукцие туянас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Советская Чувашия» хаҫат редакторне лекнӗ ҫыру Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Пичет ҫуртӗнче темиҫе хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ. Пӳлӗмсене тара илсе ӗҫлесе пурӑнакан ытти организаци те унта йышлӑ. Ҫавсенчен пӗри — «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ. Пичет ҫурчӗн хуҫи — «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗ. Паян «СЧ» хаҫат редакторӗ Владимир Васильев тӗлӗнсе каймалла ҫыру илнӗ. Ӑна Шупашкар хулинчи Ленин район администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӑн специалист-эксперчӗ А.В. Яковлев алӑ пуснӑ. Унта утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, кӑнтӑрлахи 13 сехетчен, Пичет ҫуртне юсама сӗннӗ. Унччен ӗлкӗреймесен административлӑ майпа явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ. «Ҫыру ман алла пилӗк минут каялла лекрӗ. Ӗҫе эпӗ халех, 13 сехетрен пуҫӑнсан, вӑхӑт 5 кун юлать», — тӑрӑхласарах шӑрҫаланӑ хаҫат редакторӗ Владимир Васильев Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Ку ҫырӑва ҫӗртмен 28-мӗшӗнче янӑ пулнӑ. Шупашкартан янӑ Шупашкара ҫур уйӑхра ҫитни пӗр япала тейӗпӗр. Анчах Пичет ҫурчӗн хуҫи кам пулнине пӗлмесӗр ҫыракан тӳре-шара тӑрӑшӑвне тата епле хакламалла-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |