Хулара
![]() Катерина Русова тунӑ сӑн Паян Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче темӗнле сумка асӑрханӑ та ҫынсем сисчӗвленнӗ. Ку паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Катерина Русова пӗлтернӗ. Сумкӑна арҫын асӑрханӑ-мӗн. Кун пирки тӳрех хуралҫӑсене пӗлтернӗ, полицейскисене чӗннӗ. Сумкӑра бомба пулма пултарнине шута илсе йӗрке хуралҫисем вокзала хупӑрласа илнӗ. Унта мӗн пулнӑ? Хальлӗхе кун пирки хыпар ҫук-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта троллейбуспа ҫӳремелли билет хакне ӳстерме пултараҫҫӗ. Предприяти ҫапла панкрутран хӑтӑласшӑн. Шупашкарта кунсерен 200 троллейбус ҫӳрет. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ку транспортпа кунсерен 180 пине яхӑн ҫын усӑ курать. Малтан вара ҫын ытларах пулнӑ. Предприяти 2005–2006 ҫулсемччен лайӑх пурӑннӑ. Апла мӗншӗн вӗсем йывӑр лару-тӑрава кӗрсе ӳкнӗ? Унччен маршруткӑсем сахалрах пулнӑ. Кун хыҫҫӑн троллейбусра пассажирсем сахалланма тытӑннӑ. Халӗ те сахалланаҫҫӗ. Транспортсем те кивелнӗ. Юлашки хутчен ӑна 2 ҫул каялла ҫӗнетнӗ. Ун чухне икӗ ҫӗнӗ троллейбус туяннӑ. Предприятин халӗ запчаҫсене улӑштармашкӑн ҫеҫ укҫа ҫитет. Предприяти билет хакне 3 тенкӗ ӳстерме сӗнет. Анчах депутатсем хальлӗхе ку йышӑнупа килӗшмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Вӗршӗнсем» ушкӑн вӗҫевӗ Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ. Хальхинче пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантараҫҫӗ. «Стрижи» ушкӑн республикӑн тӗп хулин кунне уява килессине Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ. Кӑҫалхинче тӑватӑ самолет мар, улттӑн пулӗҫ. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пилотаж ушкӑнне Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗччӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑччӗ. Пилотаж ушкӑнне Шупашкарта ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илнӗччӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталанӑччӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫулталӑкри чи маттур ҫамрӑк вӗрентекенпе воспитателе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Прорыв» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурса 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта 70 ытла ҫамрӑк педагогпа воспитатель хутшӑннӑ. Тӑватӑ уйӑхра вӗсем 7 тапхӑр витӗр тухнӑ. Малтан пултарулӑх ӗҫне ҫырнӑ, унтан видеороликсен конкурсӗ иртнӗ, уроксемпе занятисем ирттернӗ. Финала 23 педагог тухнӑ. Юлашкинчен икӗ ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Вӗсем – Шупашкарти 39-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Кондакова тата тӗп хулари 132-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Наумова. Ҫӗнтерӳҫӗсене пысӑк тортпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарти Калинин район администрацийӗ чӗрӗ чечексем туянасшӑн. Ытларах кӗлчечек кирлӗ вӗсене. Мӗн тума? Пӗлтермен. Администраци чечек туянмашкӑн тендер ирттерессине пӗлтернӗ. Пӗлтерӳре палӑртнӑ тӑрӑх, чиновниксем 500 кӗлчечек, 500 хризантема, 200 гвоздика тата хӑюсем, чечек ҫыххисене илемлетмелли ҫеткӑсем туянасшӑн. Ку тӗллевпе 154950 тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑраҫҫӗ. Заказчикран ҫирӗп ыйтнисем те пур. Продукцие унӑн саккас панӑ хыҫҫӑн 90 минутран илсе ҫитермелле. Чечексен виҫӗ талӑк шанмалла мар. Чечек туянмалли срок — ҫулталӑк вӗҫлениччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчине Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ. Ачасене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани федераци каналӗн журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ. «Чебурашка» ача пахчинче ҫитӗнекен ӑрӑва экологи воспитанийӗ парас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуркунне пахчара шӑнкӑрч вӗллисем ҫакнӑ. Пӗчӗк экологсем минипитомникре лартнӑ чӑрӑшсене те тӑрӑшсах пӑхса тӑраҫҫӗ. Ачасем ҫуркунне тухнӑ пирвайхи ӳсентӑранпа, хурт-кӑпшанкӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ рашчинче те час-часах пулаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинче шӑпӑрлансене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Алькеш микрорайонӗнче ҫамрӑксем сусӑр кӳмине ватнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк кӳмене илнӗ те ярӑннӑ, унтан этажран аялалла ывӑтнӑ. Путсӗрсен хӑтланӑвне пула хӗр парад курма тухайман. Ара, вӑл кӳмепе ҫеҫ ҫӳрет-ҫке-ха. Пике полицие заявлени ҫырнӑ. Ку ӗҫе 17 ҫулти икӗ хӗр тата каччӑ тунӑ. «Манӑн хуйха туяс тесен ҫынсен нивушлӗ сусӑр пулмалла?» — тенӗ Анастасия Иванова кулянса. Настя — 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, путсӗр ҫав ҫамрӑксем халӗ савӑнӑҫлӑн ҫӳреҫҫӗ. Пике вӗсене явап тыттарасшӑн. Палӑртар: сусӑрсен кӳмисем лавккара 11–107 пин тенкӗ тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫамрӑксем хӑйсене явап тыттарасран та хӑрамаҫҫӗ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, «Вилӗмсӗр полк» акцие пур ҫӗрте те: район центрӗсенче те, хуласенче те - ҫӗркелерӗҫ. Малтан эпир пӗлтернӗ пекех, вӑл Шупашкарта та иртрӗ. Сӑмах май аса илтерер, пӗрремӗш хут кун пек Томск хулинче 2012 ҫулта иртнӗ. Унта 6 пин ытла ҫын 2 пин ытла сӑнӳкерчӗк йӑтса утнӑ. Тепӗр ҫулхине акцие Раҫҫейри 120 хулара ирттернӗ. Пӗлтӗр вара акцие 15 ҫӗршыв хутшӑннӑ. «Вилӗмсӗр полка» Шупашкарта 10 пин тухма палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах паян шутласа пӑхнӑ та, ку цифра икӗ хута яхӑн пулнине палӑртнӑ: пурӗ 20 пине яхӑн ҫын хӑйсен вӑрҫӑра вилнӗ тӑванӗсен транспоранчӗсене илсе тухнӑ. Вӑхӑт пулсан Михаил Игнатьев Элтепер те «Вилӗмсӗр полка» тӑрассине, унӑн ывӑлӗ вара тухассине хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Чӑн та, Михаил Васильевич та акцие хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра халӑхпа пӗрле шӑрантарнӑ. Малтанах мероприяти 18 сехетре иртессине пӗлтернӗ. Кайран ӑна 19 сехет ҫине куҫарнӑ. Давид Тухмановӑн тата Владимир Харитоновӑн юррине кашниех шӑрантарма пултарнӑ. Мероприятие солистсем, хорсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вокал студийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем пулнӑ. Кашнинех Раҫҫейӗн хутран тунӑ ялав тыттарнӑ, ун хыҫне юррӑн текстне ҫырнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ кунӗ» флэшмоб Шупашкарта пӗлтӗр пӗрремӗш хут иртнӗ. Ун чухне Республика тӳремне 7 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Ку йӑлана Дон синчи Ростов хулинче пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче Туслӑх аллейине уҫнӑ. Ку мероприятие Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑннӑ. Тӗрӗссипе, Туслӑх аллейине йӗркелес шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. Хӑш йывӑҫсене лартасси пирки ун чухнех калаҫнӑ. Ҫӑка, юман, хурӑн е сирень лартма сӗнекенсем пулнӑ. Кӑҫал аллейӑна уҫнӑ. Ун валли йывӑҫ суйланӑ — ҫӑка. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӑл хула сӑнӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑка аллейи Шупашкарта чылай. Туслӑх аллейинче вара 27 хунав лартнӑ. Мероприятие Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутар Республикинчи ентешлӗхсем те килнӗ. Йывӑҫ лартнӑ ҫӗре Иван Торин ветеран хутшӑннӑ. Вӑл ку ҫӑкасем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисем пирки аса илтернине палӑртнӑ. Йӗркелӳҫӗсем кунашкал акцисем малашне те иртессине шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |