|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 548 ҫул тултарать. Шупашкар хула администрацийӗ хальхинче те ӑна сумлӑн ирттерме ӗмӗтленет. Ытти ҫул хула кунне Раҫҫейри артистсем киленекенччӗ, кӑҫал та вӗсене чӗнесшӗн. Анчах хальхинче хулари тӳре-шара хӑш артиста чӗнессине хӑй тӗллӗн татса памӗ. Ҫынсен кӑмӑлне пӗлес тесе унтисем ыйтӑм ирттерме йышӑннӑ. Сасӑлас шухӑшлисен http://www.gcheb.cap.ru/vote.aspx?id=1044 каҫӑпа иртмелле. Хальлӗхе 4,5 пин ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем вали «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсене, Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой артистсене сӗннӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленет. Анита Цой пуринчен сахал сасӑ (2 процент) пухнӑ, «На-на» тата Стас Пьеха — 3 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Рейда тухмашкӑн сӑлтавӗ те пулнӑ. Аптекӑсенче фанфурик сутни пирки ҫынсенчен ҫӑхав нумай килнӗ. Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе йӗркеленӗ. Ун чухне хулари ҫичӗ аптекӑна тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче чӑнах та фанфурик сутнине тупса палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи «Будь здоров», И.Яковлев проспектӗнчи «Твоя аптека», Эгер бульварӗнчи «СФК», Хусанкай урамӗнчи аптека пунктӗнче, Декабристсен урамӗнчи «Твоя аптека» аптекӑсенче «90 процентлӑ асептолин» сутнӑ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче аптекӑсенче вӑхӑтлӑха фанфурик сутма чарнӑ. Каярахпа ку чарӑва икӗ хутчен тӑснӑ. Унтанпа спиртлӑ шӗвеке сутма ирӗк паман-ха. Анчах хӑш-пӗр аптека ҫакна шута илмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарти вулавӑшсен стенисене паллӑ ҫыравҫӑсен тата поэчӗсен портречӗсемпе илемлетӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, "ART-Libraries" проекта пурнӑҫламашкӑн грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн, ҫынсем вулавӑшсемпе кӑсӑкланччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Паллӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсен портречӗсене стена ҫине графитти стилӗпе ӳкерӗҫ. Эппин, хулари вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнӗ. Тен, ку ҫамрӑксене вулавӑш тӗнчипе ҫывӑхлатма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнче вырнаҫнӑ вулавӑша арҫын ачана питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран шкул ачи пӑлханма пуҫланӑ. Ара, пулӑшу ыйтмасан вулавӑшра ирчченех ларма тивӗ-ҫке-ха. 9 ҫулти арҫын ачан чӳречене уҫса пулӑшу ыйтма тытӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна илтсе полици чӗннӗ. 25–30 минутран йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, унтан вулавӑш ӗҫченӗсем килнӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл вулавӑшра туалета кайнӑ. Унтан тухсан никам та ҫуккине курнӑ, вулавӑш хупӑннине ӑнланнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Гусева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ача хӑй пытаннӑ. Вӗсем алӑка питӗрес умӗн пур пӳлӗме те тӗрӗсленӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ача вулавӑша кӗнеке илме мар, туалета кӗме пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ. Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫӳллӗ хутран хӗр ӳкнӗ. Юрать, 18 ҫулти пике вилмеллех аманман. Ҫакскер селфи тума шухӑшланӑ та балкона тухнӑ. Ку Граждан урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пике 5-мӗш хутран ӳксе асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу тата полици килнӗ. Йывӑр суранланнӑ хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна сиплеҫҫӗ. МЧС асӑрханулӑх пирки аса илтерет: ҫӳллӗ хутран селфи тума юрамасть. Кадр туса пурнӑҫпа сывпуллашасси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарта икӗ хутлӑ экскурси автобусӗсем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «City Sightseeing Moscow» компани президенчӗпе Сергей Лаврентьевпа, «City Sightseeing Kazan» ертӳҫипе Музаффара Собержановпа калаҫнӑ. Хӑнасем хулапа паллашнӑ. Экскурси хыҫҫӑн вӗсем хула лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Проекта тӗрӗс йӗркелесен Шупашкар Атӑл ҫинчи туризм центрӗ пулассине пӗлтернӗ. Икӗ хутлӑ автубуссем ярсан экскурси маршручӗ 1 сехете яхӑн тӑсӑлассине пӗлтереҫҫӗ. Билет хакне пӗр талӑк ҫухатмӗ. Пӗр сӑмахпа, туристсем пӗр чарӑнура тухса хулапа паллашма, кайран каллех автобуса ларма пултараҫҫӗ. Автобуса 55 ҫын вырнаҫӗ. Сусӑрсем валли ятарлӑ вырӑнсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ҫывӑх вӑхӑтра Алтай пакшисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хула кунӗ тата парк 60 ҫул тултарнӑ вӑхӑтра ярӗҫ. Алтай пакшисене Хусанти питомникран илсе килӗҫ. Пакша-телеутка питӗ ҫӑра тирлӗ. Ку пакша хитре, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмест, илемлӗ тата ырӑ чунлӑ. Пакша Лакрей вӑрманне мӗн йӗркеленӗренпех унти элем шутланнӑ. Малтанласа вӑл йышлӑ пулнӑ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн шучӗ сахалланса юлнӑ. Пакша ҫӗнӗ вырӑна тата ҫынсене хӑнӑхтӑр тесе ку чӗрчун валли ятарлӑ пӳртсем тата валашкасем йӗркелесшӗн. Ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар апат парасран мӗнпе тӑрантармаллине вӗрентсе ҫырса ҫапӗҫ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Лакрей вӑрманӗнче вай-фай ҫыхӑну йӗркелессине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан тӑрӑхра «Ҫӗнӗ хула» микрорайон ҫӗкленнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех. Республика кунӗ тӗлӗнче унта «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ. «Ҫӗнӗ хула» ҫывӑх вӑхӑтра тата сарӑлӗ. Унта 8 пин ытла ҫын пурӑнмалӑх нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума пуҫлӗҫ. 32 ҫурт ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ. Атӑл юханшывӗ ҫывӑххине шута илсе ҫыран еннелли вырӑнта ҫуртсене ҫӳллех тумассине шантараҫҫӗ. Кун пирки ӗнер халӑхпа итлев ирттернӗ чух та асӑнса хӑварнӑ. 27,2 гектар ҫинчи ҫӗнӗ микрорайон та общество инфраструктурине туллин аталантарма шантараҫҫӗ: 320 пепкелӗх ача сачӗ, 1000 ачалӑх шкул тума шухӑшласа хунӑ. Пысӑк хуласенче тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсене лартас ыйту сиксе тухнине шута илсе парковкӑсем тата гаражсем тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
