Пӑтӑрмахсем
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар тухнӑ. Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм полимер савӑтсен тата хатӗр продукци складӗнче алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман. Предприятире сиенлӗ япаласен сывлӑшри виҫине тӗрӗсленӗ. Хлор тата углерод оксичӗн виҫи нормӑран иртмен. Эппин, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗ, пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр. Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ. Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Бичурин урамӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын патшалӑх ҫӗрӗпе хуҫаланма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, хула ҫӗрӗпе. Ҫавӑн пирки тӳре-шарана систерекен пулнӑ. Унтан Шупашкар хула администрацийӗн муниципалитет тӗрӗслевӗн тата Территоире планлакан управлени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, урамӑн мӑшӑрлӑ енӗнчи хӑш-пӗр кил хуҫи хайӗн ҫӗр лаптӑкӗнчен тухса кайнӑ. Ют ҫӗрпе усӑ курнӑ ҫынсен тӗлӗшпе хут ҫырнӑ, ӑна Росреестрӑн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем Бичурин урамӗнче пурӑнакан тӑватӑ ҫынна пурӗ 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 2 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ тепӗр ҫынна сӑмахпа асӑрхаттарнӑ. Ҫӗре хӑйсем тӗллӗн ярса илнисен тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район судне те тавӑҫ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта икӗ фармацевт контрафактлӑ спирт сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав хаяр шӗвеке 20 тонна туртса илнӗ. Шупашкарти фармаци компанийӗсенчен пӗрин ӗҫченӗсем пакунлисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Предприятин эмел таврашне курттӑммӑн сутма лицензи пулнӑ-ха. Вӗсем ҫынсене 5 тата 10 литрлӑ канистрпа спирт та сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ахаль ҫынсем пек пулса вӗсенчен 500 литр спирт туяннӑ. Продукци предприятин складӗнче упраннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн икӗ фармацевта тытса чарнӑ. Предприяти складне йӗрке хуралҫисене кӗртесшӗн пулман. Ҫапах та унти 20 тонна спирта туртса илме май килнӗ. Лицензисӗр спирта сутакансен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи котельнӑя сӳнтернӗ самант Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ. Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашри пушарта сиенленнӗ машина Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрарӑмсем те улталаҫҫӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ ҫепӗҫлӗхпе, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа уйрӑлса тӑмалла пек те, анчах вӗсем хушшинче те темле ҫын та пур. Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисем 30 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн офисӗ Улатӑрти «Стрелка» микрорайонти 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хайхискер 2019-2020 ҫулсенче пластик чӳрече лартса пама шантарнӑ. Клиентсенчен укҫа илнӗ те ӗҫне пурнӑҫламан. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 20 ҫынна улталанӑ. Шар курнисенчен пӗр пайӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтман та. Хӗрарӑм-усламҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынсене 350 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшланӑ. Шар курнисем татах пулсан 8(83531)20-2-02 телефон номерӗпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем 58 ҫулти арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйпитти этем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗп пек ҫӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗпчевҫӗсем тӗшмӗртни сая кайман темелле. Арҫынпа пӗрле ӗҫленӗ 58 ҫулти хуралҫа кӗҫех тытса чарнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине вӗсем иккӗшӗ пӗрле каҫхи хуралта тӑнӑ. Арҫынсем тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан коммерци фирминче тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, икӗ хуралҫӑ хирӗҫсе кайнӑ та пӗри теприне тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗлермеллех хӗнесе тӑкнӑ. Тӗпчев малалла пыать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ. Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш район администрацийӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскер тӳлевсӗр ҫӗре укҫалла панӑ. Хӗрарӑм нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр валеҫнӗ чух пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ҫӗр уйӑрнӑ чухне вӑл ҫемьесенчен 10-шар пин тенкӗ илнӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пек ултӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хӗрарӑм район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗнче ертсе пыракан специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл 6 хутчен сӗтев илнӗ. Суд хӗрарӑма 5 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне тытса юлмалла йышӑну кӑларнӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |