Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн
Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн

Шупашкарти 23 ҫулти «Лада Гранта» автомобиль водителӗ светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ҫутӑлнӑ хыҫҫӑн ҫул урлӑ чупса каҫма хӑтланнӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Кун пирки Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ пӗлтерет.

Видеокадрсене сӑнасан, арҫын светофорӑн симӗс ҫуттинче ҫул урлӑ каҫма ӗлкӗрейменни палӑрать, машшинсем тапранманнине кура вӑл ҫул урлӑ чупса каҫма шутланӑ пулас.

Пӑтӑрмах ӗнер, 16:33-ре, Калинин урамӗнчи 66-мӗш ҫуртсем патӗнче пулса иртнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫуран ҫӳрекен ҫынна васкавлӑ пулӑшу карети илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CV0PRUeqFmY/
 

Пӑтӑрмахсем
112 сӑнӳкерчӗкӗ
112 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан вӗҫсе кайнӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолёт Чӗмпӗрте инкеке лекнӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, «Diamond DA42 M» маркӑллӑ самолёт Чӗмпӗрти аэродрома ирӗксӗртен анса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шассине сиенленӗ, анчах ҫынсем шар курман. Ку хыпара РФ Следстви комитечӗн Транспорт ҫинчи следстви управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.

Самолёт вӗренӳпе тренировка вӗҫевне тухнӑ. Вӑл Шупашкарти аэропортран хускалса кайнӑ. Салонта инструкторпа курсант пулнӑ. Самолёт хуҫи — Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ют ҫын карттипе усӑ курнӑ. Ҫыннӑн банк карттипе вӑл апат-ҫимӗҫ лавккисенче 10 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ.

Банк карттине 44 ҫулти хӗрарӑм ҫухатнӑ. Шупашкарта пурӑнакан ҫав ҫын картта ҫинчен 10 пине яхӑн тенкӗ ҫӗтни пирки смс-ҫыру килсе йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Лавккара ют ҫын карттипе апат-ҫимӗҫ туяннӑ ватӑ хӗрарӑм видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна шыранине пӗлтерсе массӑллӑ информаци хыпарӗсенче хыпарланӑ. Амӑшне йӗрке хуралҫисем шыранине ватӑ ҫынна хӗрӗ пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, ҫын карттипе усӑ курнишӗн питех те ӳкӗннине, парӑма ҫывӑх вӑхӑтра татассине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Шупашкар райнӗн тӗп пульницинче (вӑл Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) прививка тумасӑр сертификат параҫҫӗ тесе комментари ҫыракан тупӑннӑ.

Пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов Чӑваш Ен Элтеперӗн аккаунтӗнче ҫырнӑ хыпар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку сӑмаха хальлӗхе ҫирӗплетсе паман.

Асӑннӑ хыпара тӗрӗслессине республикӑн вице-премьерӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хӑй ҫине илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпара правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта машина ҫухалнӑ. Ӑна шырани пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

Автомобиле ирхи 4 сехет тӗлӗнче такам хускатса кайнӑ. Машина Эгер бульварӗнчи 4-мӗш ҫурт тӗлӗнче ларнӑ. «Дэу Нексия» маркӑллӑ автомобиль хӗрлӗ тӗслӗ. Унӑн патшалӑх регистрацийӗн номерӗ — Е 803 ТЕ 21 RUS.

Автомобиле юлашки хутчен Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ирхи 4 сехет те 13 минутра асӑрханӑ.

Транспорт ӑҫтине пӗлекенсене 24-09-73, 24-32-62 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @mhschuvashii страницӑри сӑнӳкерчӗк
Инстаграмри @mhschuvashii страницӑри сӑнӳкерчӗк

Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Голубой огонек» (чӑв. Кӑвак ҫулӑм) пахча юлташлӑхӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Инкек вырӑнӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1 386 пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 60 ҫын суранланнӑ, 133 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Пурлӑх тӑкакӗ 24 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CVxXNEhK89w/
 

Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @gibdd121 пабликран илнӗ скриншот
Инстаграмри @gibdd121 пабликран илнӗ скриншот

Паян, чӳк уйӑхн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнче ҫул ҫинчи инкекре виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 20 минутра «Аниш» — Вӑтакас Татмӑш — Пукӑртан — Ҫӗнӗ Шуртан ҫулӑн 4-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.

«Алмера» автомобиль водитель ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ. Инкекре машина водителӗ (35 ҫулти арҫын), салонта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ пулӑшу пырса ҫитичченех вилсе кайнӑ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

Инкек пирки патшалӑхӑн автоинспекцйӗн Инстаграмри страницинчи хыпара вуланисем машина ытла хӑвӑрт кайнӑ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: w.instagram.com/p/CVuUAAagp0G/
 

Пӑтӑрмахсем
oren.mk.ru сайтри сӑн
oren.mk.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче шӑматкун 60 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫак тискер ӗҫе 34 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 60-ти пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑм хӑнана пынӑ. Икӗ арҫын ӑна кӗвӗҫнипе ҫапӑҫса кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ.

34 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75349
 

Пӑтӑрмахсем
saratov.sledcom.ru  сайтри сӑн
saratov.sledcom.ru сайтри сӑн

Волгоград облаҫӗнче Чӑваш Енри икӗ строитель вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Котлубань поселокӗнче организацири пӗр ӗҫчен пӳрте кӗнӗ те виҫӗ арҫын сывламасӑр выртнине курнӑ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енрен, тепри – Иркутск облаҫӗнчен. Арҫынсем унта ӗҫлеме килнӗ, пурӑнма ҫурт тара илнӗ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ. Ахӑртнех, газ оборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75346
 

Пӑтӑрмахсем
gkchs.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
gkchs.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ.

Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ.

Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, [168], 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, ...422
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 10

1903
122
Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть