Пӑтӑрмахсем
diplomik-msk.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури суя дипломлӑ ҫынна явап тыттарнине хыпарланӑ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 41 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплас тенӗ. Арҫын Чӑваш Республикин учрежденийӗсенчен пӗрне вырнаҫас тенӗ. Ҫавӑнта ӗҫлекен ҫыннӑн аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май арҫын ӗҫе вырнаҫма таҫта такамран туяннӑ суя дипломпа республикӑн Спорт министерствине кайнӑ. Суя дипломлӑ ҫын ӗҫне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пушар пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫулӑм мӗнрен тухма пултарнине тӗпчет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран пулнӑ. Пушар «ДОСАФФ» сад юлташлӑхӗнче 23 сехетре пулнӑ. Пӗр участокри йывӑр ҫурт, дача, ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен икӗ арҫын виллине тупнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин пушарӑн чӑн сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗрисем банк офисӗнчен тухакан ҫыннӑн укҫине туртса илнӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Шар курнӑ арҫын йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлтах кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ. Перекет банкӗн Ленин проспектӗнчи 28-мӗш ҫуртӗнчи офисӗнчен (вӑл «Мир Луксор» кинотеатра хирӗҫ вырнаҫнӑ) тухакан арҫыннӑн 42 пин тенкине хӗрарӑмпа арҫын туртса илнӗ те сиккипе тарнӑ. Арҫын хыҫран хӑваланӑ-ха, анчах лешсем 44-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта кӗрсе ларса Николаев чарӑнӑвӗ енне кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине иртен-ҫӳрен 3-мӗш автоҫул ҫывӑхӗнче тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑхӑт нумай та иртен – ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ. Ӗнер пур ҫӗрте те тенӗ пекех шӑматкунлӑхсем иртнӗ. Ахӑртнех, ҫав ҫырмара та ҫынсем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫунтарнӑ. Юрать-ха, пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман, ҫулӑм ҫуртсем ҫине те куҫман. Асӑрханӑр: юлашки вӑхӑтра типӗ курӑк ҫунтарнӑран темиҫе ялта ҫуртсем ҫунса кайнӑ, инкексенче ҫынсем те вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ria-glas.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи суд Комсомольски районӗнчи 22 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ. Каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатас тенӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче ӑнланманлӑх хуҫаланнӑ. Хирӗҫӳ ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе 19 хутчен чикнипе вӗҫленнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫ енне, тата тӗрӗсрех каласан, 17 сехет тӗлӗнче, Шупашкара хӗвеланӑҫ енчен кӗнӗ тӗлте инкек пулса иртнӗ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Порше-Кайен» автомобиль водителӗ пӑрӑннӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫулӑн ҫав енӗпе 58 ҫулти водитель тытса пыракан «Рено-Дастер» автомобиль пынӑ . Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Порше-Кайен» автомобильти виҫӗ ҫынна – икӗ арҫынпа хӗрарӑма — пульницӑна илсе кайнӑ. Асӑннӑ машина водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн административлӑ майпа пӗлтӗр 24 хутчен явап тыттарнӑ. Машинӑри ҫынсенчен пӗри те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ivteleradio.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма мӑшкаллама тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫавӑн пекех вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне килнӗ. Лешӗ ун чухне ҫывӑрнӑ. Хайхискер ӑна мӑшкӑллама шухӑшланӑ, минтер илнӗ те пичӗ ҫине хурса пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫын хӗрарӑма ар ҫыхӑнӑвне кӗртме хӑтланнӑ, анчах усал шухӑшне пурнӑҫлайман. Ҫав вӑхӑтра киле хӗрарӑмӑн хӗре таврӑннӑ, вӑл полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӑтӑрмах вырӑнӗнчи сӑн Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем 7 хутри балкон ҫинче ҫакӑнса тӑракан арҫынна пулӑшнӑ. Пӑтӑрмах Пролетари урамӗнче пулса иртнӗ. Арҫынна ҫӑлнӑ хыҫҫӑн медицина пулӑшӑвӗн бригадине панӑ. Арҫын балкон ҫинче ҫакӑнса тӑни ҫинчен тата вӑл персе анма пултарасси пирки пӗлсенех ҫӑлавҫӑсем унталла ҫул тытнӑ. Чӑваш республикин шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма А. Данилов, А. Шатаев, В. Давыдов ҫӑлавҫӑсем кайнӑ. Арҫынна пулӑшма пушар пусми кӑна мар, альпинист хатӗрӗсем те кирлӗ пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑшу ҫитнӗ хыҫҫӑн та арҫын анма васкаман — ӑна ӳкӗтлеме тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ. Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ. Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |