Пӑтӑрмахсем
![]() /chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын савнин упӑшкине вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Аксарин ялӗнче пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑка РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. 2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӳсӗрскер хӑйӗнпе арлӑ ҫыхӑнура пурӑннӑ хӗрарӑм патне пырса кӗнӗ. Анчах савнин килӗнче упӑшки пулнӑ. Кӗвӗҫнипе ҫамрӑк арҫын арҫынпа хирӗҫме тытӑнса кайнӑ. Ӑна вӑл пуҫӗнчен чышкӑпа 13 хутран кая мар ҫапнӑ. Суранланнӑ арҫын кӑштахран пульницӑра вилсе кайнӑ. Ҫынна вӗлернӗ арҫынна суд 8 ҫул та 30 кунлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |