Кӳкеҫре хуҫасӑр йытӑсене вӑхӑтлӑх тытмалли пункт пур. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, унтан чирлӗ йытӑсене урама кӑларса яраҫҫӗ имӗш. Кун пирки йытӑсене хӗрхенекен нимеҫӗсем систернӗ-мӗн.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йытӑсене вакцинациленӗ тата стерилизациленӗ хыҫҫӑн хӑшӗсен ҫурӑмӗ ҫинче юхан-суран пулса каять, ҫавна пӑхмасӑрах чӗрчунсене ирӗке кӑларса яраҫҫӗ.
Вырӑнти хастарсем асӑннӑ пунктра пулнӑ, яваплисемпе калаҫнӑ. Вӗсем лару-тӑрӑва тишкерме шантарнӑ.