Политика
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ лайӑхланать. Ҫапла кӑтартса панӑ «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ ирттернӗ тӗпчев. Танлашӑма вӑл кӑрлач–ака уйӑхӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ун валли уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ материалсемпе те, патшалӑх органӗсенчисемпе те. Хальхи танлашӑмра Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен хушшинче 30-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Унчченхинчен ҫакӑ 2 пункт лайӑхланнине пӗлтерет. Танлашӑма 3 ушкӑна пайланӑ иккен. Игнатьев иккӗмӗшне лекнӗ. Унта 26–60-мӗш вырӑн йышӑнаканнисем кӗреҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илсен, Михаил Васильевич улттӑмӗш вырӑнта тӑрать. Малта пыракан кӗпӗранттӑрсен хушшинче Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова, Белгород облаҫӗн пуҫлӑхне Евгений Савченкӑна тата Тӗмен облаҫне ертсе пыракан Владимир Якушева асӑннӑ. Чи кайри — Карели пуҫлӑхӗ Александр Худилайнен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ. — Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ. РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ. Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Анатолий Аксаков Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем — Анатолий Аксаковпа Алена Аршинова — Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ тата публикӑллӑ политиксем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывра кӑҫалхи нарӑс–ака уйӑхӗсенче ирттернӗ танлашӑм тӑрӑх чи паллӑ 100 политик йышне кӗнӗ. Танлашӑма Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ ирттернӗ. Списока тӑватӑ ушкӑна пайланӑ: «Малта пыракансем», «Ҫӳле хӑпаракансем», «Тӑнӑҫ вырӑнтисем», «Анса пыракансем». Анатолий Аксаков 15 вырӑн йышӑнса «Ҫӳле хӑпаракансен» йышне лекнӗ. Унчченхи танлашӑмринчен вӑл пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарнӑ. Алена Аршинова ҫамрӑк пулин те ятлӑ-сумлӑ теме юрать. Вӑл «Тӑнӑҫ вырӑнтисен» йышне кӗнӗ. 100 политик хушшинче Аршинова 51-мӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Любовь Дмитриева Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна кайнӑ. Хула пуҫлӑхӗ ку ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ иккен. Ку пукана хӗрарӑм-пуҫлӑх пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Любовь Дмитриева ҫырса панӑ заявление иртнӗ эрнекун иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче, ӑна черетсӗр пухнӑ, ырланӑ. Дмитриева ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пӑрахӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫласси администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗн, Елена Туличеван хулпуҫҫи ҫине тиенӗ. Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс валли комисси йӗркелес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Йышра сакӑр ҫын пулӗ. ...Юлашки ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулинче пуҫлӑхсем час-часах ылмашнине унтисем майӗпен хӑнӑхса та пыраҫҫӗ-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Республикӑра «Тӗрӗс суйлавшӑн» комитет йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ общество кӗнӗ: «Правопорядок» общество фончӗ, «Боевое братство» ветерансен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн Чӑвашри уйрӑмӗ, Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, Пенсионерсен регионти уйрӑмӗ тата ыттисем те. Ҫак кунсенче 10 ытла общество организацийӗ комитетӑн пӗрремӗш пухӑвне ирттернӗ. Комитетӑн тӗп тӗллевӗ — политикӑри хура технологисемпе кӗрешесси. Хальлӗхе суйлавччен вӑхӑт пур-ха, анчах почта ещӗкӗсене регионти паллӑ политиксене хурлакан хаҫатсем ҫӗр-ҫӗр килеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем те кун пеккинчен юлмаҫҫӗ-мӗн. Паллах, ҫакӑ ахаль ҫынсене япӑх витӗм кӳрет. Комитет лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма тӑрӑшӗ. Общество организацийӗсем кандидатсем мӗнлерех ӗҫленине, вӗсем мӗнле информаци ҫырнине тӗрӗслесех тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Краснодар крайӗнче Ткачев кӗпӗрнаттӑр должноҫӗнчен кайса Федоров министрӑн пуканне йышӑнасси пирки пӗлтернӗПолитика
РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн. Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн. Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра. Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Александр Ткачев Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар. Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ). Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Чӑваш Енре вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме пултараҫҫӗ. Ун пек тусан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗнпур халӑхпа суйламӗҫ. Вӗсене вырӑнти депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынсенчен «халӑх тарҫисем» палӑртас шухӑшлисем те пур. Е тата, калӑпӑр, район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ пек. Комиссипе. Района ертсе пырас кӑмӑллӑ ҫынсен кандидатурине комисси пӑхса тухса кӑмӑла каяканнине (юрӗ, пултаруллӑраххине тейӗпӗр) суйлать-ҫке. Комиссипе суйлас йӗркене влаҫӑн вертикальне ҫирӗплетес шухӑшпа та ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене епле майпа палӑртсан аванраххине сӳтсе явма иртнӗ шӑматкун Шупашкарта «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Ҫапах та ку ыйтӑва регион шайӗнчи саккунпа татса памалла. Ыйтӑва ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухса йышӑну тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева отставкӑна яни пирки «Правда ПФО» хаҫат пӗлтерет. Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта кӑтартнӑ кун – ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ. Документ алӑ пуснӑ кун вӑя кӗрет. Министра мӗншӗн отставкӑна яни пирки пӗлтермен. Паян Михаил Игнатьев тепӗр хушӑва та алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пуканне вӑхӑтлӑха Евгений Юшин йышӑннӑ. Вӑл унччен Иван Исаевӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: Иван Исаева вӑрмансене саккунсӑр майпа каснӑшӑн айӑпланӑ. Тӑкак 300 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре Шупашкар хула пухӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» депутатсене парти политканашӗ мар, халӑх уҫӑ мелпе сасӑласа суйлӗ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Кӑҫал кӗркунне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен мандатне йышӑнмашкӑн 180-ӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сасӑ нумайрах пухаканнисем суйлава хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе пӗр мандатлӑ округра 21 кандидат тӑратӗҫ, парти списокӗнче — 63-ӗн. Умӗнхи суйлав халӑх хӑнӑхнӑ яланхи вырӑнсенчех иртӗ. Суйлава килнисене бюллетень парӗҫ. Праймериз уҫӑ формӑпа иртӗ. Шупашкарта пурӑнакан кашни ҫын ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче дискусси иртекен ятарлӑ лапамсене пыма пултарӗ. Унта кирек мӗнле ыйту та параҫҫӗ. Ҫапла майпа чи лайӑххисене суйлӗҫ. Кашни кандидатурӑна пӑхса тухӗҫ, суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Ку — уҫӑ процедура. Ҫапла палӑртать Леонид Черкесов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |