Политика
«Ҫыхӑнура» (На-связи) интернет-портал суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтӑма вӗҫленӗ. Хӑйне вулакансем хушшинче портал «Республика Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче эсир камшӑн сасӑлама палӑртатӑр?» тесе кӑсӑкланнӑ. Хуравланисенчен чылайӑшӗ Валентин Шурчанова кӑмӑлланине пӗлтернӗ. Ыйтӑма 954 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 40,99 проценчӗ Чӑваш Ене Валентин Шурчанова ертсе пыма шаннине палӑртнӑ. В. Шурчанов Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн кандидачӗ пулнине аса илтеретпӗр. Коммунист хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта Олег Николаев пырать. Ӑна, аса илтерер, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидата тӑратнӑччӗ. О. Николаева Чӑваш Ене ертсе пыма форумрисенчен 20,23 проценчӗ шанать. «Эпӗ сасӑланӑ пулӑттӑм, анчах суйлава каймастӑп» текенсем те тупӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен ун йышшисем — 19,92 проценчӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевшӑн сасӑлама хатӗррисем 11,11 процент тупӑннӑ. Либерал-демократсен партийӗнчен кандидата тӑратнӑ Константин Субботинпа тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожниковшӑн сасӑ парас текенсем — 4,82 (Субботиншӑн) тата 1,57 (Сапожниковшӑн) процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ «Раҫҫей патриочӗсем» партин регионти уйрӑмӗн кандидачӗсене Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне суйланма регистрацилеме хушнӑ. Ҫакна республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗн талӑкра пурнӑҫламалла. Суйлав бюллетенӗсене ҫавна пула Шупашкар хулинче васкавлӑн тепӗр пичетлеме тивӗ. Ҫапла вара Шупашкар хула Пухӑвне суйланма ултӑ парти мар, ҫиччӗн хутшӑнӗҫ. «Раҫҫей партриочӗсене» Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ маларах парти списокне регистрацилеме килӗшмен. Республикӑри Тӗп суйлав комиссийӗ шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хайхисен алӑ пустарнӑ хучӗсене пӑрахӑҫламалли тивӗҫ хисеп виҫерен иртнӗ пулать. Ҫав вӑхӑтрах партин регионти организацийӗн ертӳҫи Владислав Cолдатов кунпа килӗшмен, ҫӗршывӑн Тӗп суйлав комиссине ҫӑхав ҫырса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енре шкул ачисене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑ. Куншӑн вара, саккуна пӑснӑшӑн, явап тыттараҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн штраф тӳлеттереҫҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ведомство акӑ мӗн хыпарлать: 38 ҫулти ҫын хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнакан шкул ачисене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ачасен депутат пулма тӑратнӑ кандидата ырлакан листовкӑсене ҫыпӑҫтармалла пулнӑ. Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ. Пресс-служба материалсене суда ярса пани пирки пӗлтерет. Палӑртса хӑварар: ачасене ытларах чухне йывӑр мар ӗҫе илӗртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агитаци материалӗсене салаттараҫҫӗ, алӑ пуснисене пухтараҫҫӗ, ыйтӑмсем ирттерме хушаҫҫӗ, плакатсем ҫыпӑҫтарттараҫҫӗ… Анчах йӗрке пур. Суйлав кунӗччен 18 ҫул тултарман ачасене суйлав умӗнхи агитацие хутшӑнтарнӑшӑн административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫынсен 1–1,5 пин тенкӗ тӳлемелле, должноҫри ҫынсен — 2–3 пин тенкӗ. Юридици сӑпачӗсен вара 20-30 пин тенкӗ таранах кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗ паян Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче пикет ирттерессине пӗлтернӗ. Пӗр ҫынтан тӑракан акцие парти ирхи 7 сехетре пуҫланӑ. Пикет каҫченех пырӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем пӗр кун выҫӑ тытассине пӗлтернӗ. Акцие Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи асӑннӑ парти пайташӗсем те, Шупашкар Хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнисем те хутшӑнассине пӗлтернӗ. Пикета йӗркелекенсем хӑйсен пуҫарӑвне «административлӑ ресурса» хирӗҫҫипе сӑтавлаҫҫӗ-мӗн. Парти пайташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен волонтерӗсемпе агитаторӗсене машина ҫӑвӗпе сапаҫҫӗ, штендерсене туртса илеҫҫӗ, вӗсене хӗнеҫҫӗ. Пикет ирттерме заявка парсан та администраци ӑна ирттерме ирӗк паман-мӗн. «Чӑваш Ене ертсе пыма кандидат пулса тухнӑ Олег Николаева ялти культура ҫурчӗсене кӗртмеҫҫӗ, суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух ҫутӑ сӳнтерсе лартаҫҫӗ. Ун пек тӗслӗхсем нумай», — тесе ӑнлантарнӑ хӑйсен утӑмне акцие хутшӑнакансенчен пӗри Сергей Муравьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енре паспортпа вӗрле чӑвашла вкладыш пама пуҫласси пирки культура министерстви тӳррӗн хуравлас темен. Ҫапларах пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» тӗнче тетелӗнчи хаҫат. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗнче ҫак сӗнӳпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑччӗ. Хӑйсен сӗнӗвӗнче хастарсем паянхи кун вкладыша тӑван чӗлхепе Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Якутире пани пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗ туса пыма ирӗк пани ҫинчен систернӗччӗ. Культура министерствинчен килнӗ ҫырури хуравра чӑвашла вкладыш тума тытӑниччен малтан укҫа-тенкӗ тата техникӑпа йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен тӑкаксене шутласа кӑлармалли пирки пӗлтернӗ. Ҫак шутлавсене тумасӑр «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тӑратнӑ ыйту ҫине татӑклӑн хуравлама май ҫук тенӗ. Ҫырӑва министр ҫумӗ Иван Иванов алӑ пуснӑ. Хуравпа (pdf) туллин «Ирӗклӗ сӑмах» сайтра паллашма пулать. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх адресӗпе янӑ ҫырура «Ҫыхӑнура» канашлура ҫак темӑна сӳтсе явнӑ ыйтӑма та илсе панӑ — вӑл сайтра сасӑлакансен ытларах пайӗ хирӗҫ иккен. Тӳре-шара татӑклӑ хуравламан пулсан та «Ирӗклӗх» хастарӗсем ку ыйтупа малашне те ӗҫлессе шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Депутатсем тата хула мэрӗ халӑхпа тӗлпулнӑ самант Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутата суйланнӑ Сергей Семенов Ҫӗнӗ Шупашкар хула админситрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков хӑйне кӳрентернӗ тесе Чӑваш Енӗн прокуратурине, Чӑваш Енӗн Шлати ӗҫсен минситерствине, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче Семенов депутат асӑннӑ хулари Советски урамри 8-мӗш, 10-мӗш «а» ҫуртсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ чух Олег Бирюков Сергей Семенова ҫынсен умӗнчех кӳрентернӗ пулать. Депутата тӳре-шара «тӗрӗс ултавҫӑ» тесе хакланӑ-мӗн. Маларах, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Олег Бирюков «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсен Сергей Семеновпа Владимир Михайловӑн общество йышӑну пӳлӗмӗсем пирки кӳрентермелле ҫырса хунӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев блогерсемпе курнӑҫни пирки /news/9841.htmlэпир пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш ЕН Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев та блогерсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсемпе ӗнер курнӑҫнӑ. Олег Алексеевич суйлав умӗнхи кампани епле пынипе паллаштарнӑ, районсемпе хуласем тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен, унта сиксе тухакан чӑрмавсем пикри чарӑнса тӑнӑ. Олег Николаев Чӑваш Ен Правительствине реформӑлас, хӑш-пӗр министерствӑпа ведомствӑна пӗтерес шухӑша палӑртнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидатне блогерсем суйлав умӗнхи стратегие таплӑнуллӑх, креативлӑх кӗртме сӗннӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗпе пӗрле пулса кӗрешессине регион шайӗнче пӑхса тухманнине пӗлтернӗ Олег Николаев. Хӑйӗн кандидатурине вара вӑл илме шухӑшламаннине палӑртнӑ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче 1977-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Владимир Ильич Ульяновӑн депутат пулма май килмест. Хальлӗхе. Каярах, тен, хӑй ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртейӗ те-и вӑл? Пролетариат ертӳҫи ячӗллӗ арҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче депутата суйланма ӗмӗтленнӗ. Хайхи этем асӑннӑ хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн мандачӗ пирки ҫунатланнӑ. Ҫынсене алӑ пустарса суйлав комиссине вӑл, саккун ыйтнӑ пекех, хутсем тӑратнӑ. Депутат мандачӗшӗн кӗрешӗве тухма кандидат евӗр шута илме ӑна 88 ҫын алӑ пусса пани кирлӗ пулнӑ. Алӑ пусса панӑ 96 хутран 52-шӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ. Владимир Ильич Ульянов Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра 1977 ҫулта ҫуралнине, унччен судпа айӑпланманнине тата вӑхӑтлӑха ниҫта та ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тӗп суйлав комиссийӗнче республика пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн кӗрешме тухнӑ кандидатсем тӳлевсӗр эфир вӑхӑтне пайламашкӑн шӑпа янӑ. Унта Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков хутшӑннӑ. Эфир вӑхӑтне кандидатсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 11-мӗшӗччен параҫҫӗ. Вӗсем «Чӑваш Ен» ПТРК, Раҫҫей-1, Раҫҫей-24, Раҫҫей радиовӗ, Наци телерадикомпанийӗн эфирӗсенче тухса калаҫма пултараҫҫӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, эфир вӑхӑтне кандидатсене суйлав умӗнхи агитаци материалӗсене вырнаҫтармашкӑн параҫҫӗ. Вӑхӑтӑн ҫур пайне пӗрлӗхлӗ агитаци материалӗсем валли уйӑраҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, дебатсем, калаҫусем… Кашни кандидат валли 60 минут вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Сӑмах май, Константин Субботин тата Валерий Сапожников кандидатсем шӑпа янӑ ҫӗре килмен. Вӗсемшӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Петр Куприн туртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр ҫынран тӑракан пикет иртни пирки «Правда ПФО» пӗлтерет. Ӑна Алексей Ильин ятлӑ сусӑр йӗркеленӗ. Вӑл коммерци наймӗн мелӗпе ҫурт илме ӗмӗтленет-мӗн. Анчах республикӑри тӳре-шара унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермест тесе ӗнентернӗ вӑл. «Пикета тухма мана тӳре-шарана хваттер пани, эпӗ вара ӑна 15 ҫул илейменни хистерӗ, — ӑнлантарнӑ сусӑр арҫын. Ҫакӑ мана кӑмӑлсӑрлантарать. Ҫитменнине тата Строительство министерствинчен ҫыру килчӗ, унта ҫурт-йӗре черетсӗр илме тӳре-шара хӑйӗн пуҫлӑхӗ сӗннипе кӑна илейрет тесе уҫӑмлӑн ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑ мана кӑмӑлсӑрлантармаллипех кӑмӑлсӑрлантарчӗ те эпӗ пикета «Игнатьев, тӳре-шарана сусӑрсен хваттерӗсене валеҫсе ҫитет» лозунга тухас терӗм», — ӑнлантарнӑ арҫын. Лозунглӑ арҫын 17 сехетченех, тӳре-шара хӑй патӗнчен тухичченех ларма, шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |