Политика
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин тытӑмне черетлӗ хутчен улшӑну кӗртме шухӑшланӑ. Кун пирки калакан Указа Элтепер виҫӗм кун алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи Указра Михаил Игнатьев Элтепер правительство тытӑмне Министрсен Кабинечӗн председателӗн икӗ ҫумне кӗртесси пирки пӑхса хӑварнӑччӗ, анчах вӗсем министр пулаймастчӗҫ. Халӗ вара Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ тата министрсен, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи икӗ ятлӑ пулайрассине палӑртса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне правительство пуҫлӑхне пулӑшса пыракансен йышне те ылмаштарма пултараҫҫӗ. Виҫӗм кунхи Указ хайхи портфельлисен йышне ӳстерме май парать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунине эпир ҫулла пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен. Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫарттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн. Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр журналистка апелляци искӗпе тухнӑ. анчах Лондонри аппеляци сучӗ ӑна йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ. Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнни пирки асӑннӑ май унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнине хыпарланӑччӗ. Чӑн та, унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Наци телекуравӗпе радиокомпанийӗнчен Надежда Яковлева корреспондентпа Андрей Шоклев оператор тата pg21.ru сайт редакторӗ Роман Павлов кайнӑ. Чӑваш Енри журналистсене ыйту партарттарнӑ-ши е ҫук-ши — кӑна хальлӗхе калама пултараймастпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ун патне пыракансенчен кашниех тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ. Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене ЧР Элтеперӗн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийӗн пайташӗпе Ч.Л. Зентаипе тӗл пулнӑ. Республикӑн влаҫ орагӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «пӗр-пӗринпе малашлӑхра килӗшсе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Михаил Игнатьев республика территорийӗнче вырнаҫнӑ ВТБ банк ӗҫӗпе кӑмӑллине пӗлтернӗ ҫав хыпарта. «ВТБ банк питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сире коммерци организацийӗсем шанаҫҫӗ, пуласлӑхра бизнесменсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме эсир витӗм кӳрессине те ӗненетӗп», — тесе каланӑ Элтепер. Банкӑн правлени ертӳҫине Андрей Костина «Ҫӗнӗ хула» проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн ырласа тав тунӑ-мӗн. Чаба Зентаи хӑйӗн сӑмахӗнче регионсене кредит уйӑрса парассипе активлӑ ӗҫлесси пирки каланӑ. «Ытларах ял хуҫалӑх пайӗнче ӗҫлекенсене витӗм кӳме шутлатпӑр. Ку енӗпе эпир ҫине тӑрсах ӗҫлеме тӗллев лартнӑ», — тесе пӗлтернӗ хӑйсен планӗсем пирки ВТБ банк правленийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ. Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ. РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене. Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ. «Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗпе Николай Федоровпа, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑх корпорацийӗн сӑнав канашӗн ертӳҫипе Сергей Степашинпа тата Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн пайташӗсемпе тӗлпулнӑ. М. Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та курнӑҫӑва хутшӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Атӑл леш енне ҫутҫанталӑк газне кӗртессине, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине, ҫурт-йӗр фончӗн ыйтӑвӗсем пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пысӑка хакланӑшӑн хӑнасене тав туни пирки влаҫ органӗсен официаллӑ пӗлтерет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫак кунсенче ЧР строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Алӑ пуснӑ документпа килӗшӳллӗн, ку должноҫа 40 ҫулти Сергей Безруков йышӑннӑ. Вӑл унччен те министр ҫумӗ пулнӑ-ха. Халӗ вара — пӗрремӗш. Сӑмах май, ведомство ертӳҫин виҫӗ ҫум. Иртнӗ эрнере ЧР строительство министрӗн тепӗр ҫумне те палӑртнӑ. Ӑна 29 ҫулти Максим Иванов йышӑннӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Шупашкарти управляющи компанийӗсенче ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче ведомствӑра министр ҫумне 46-ри Александр Герасимов должноҫран хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енре политикӑри тӗп документа хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, кӗҫех Михаил Игнатьев Элтеперӗн Патшалӑх Канашне Ҫыру ямалла-ҫке-ха. Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре республикӑра пурӑнакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӗн кӗртмелле унта? Мӗн сӗнмелле? Кусем пирки пӗлтерме юрать. Ҫырура 2016 ҫул валли тӗллевсене палӑртӗҫ. Элтепер экономика ҫинче нумай чарӑнса тӑрасшӑн. Экономикӑна ӳстерес тесен мӗн тумалла? Ҫынсен пурнӑҫне мӗнле лайӑхлатмалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене палӑртӗҫ. Ҫыру валли сӗнӳ пур-и? Вӗсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт.«Ҫыру хатӗрленӗ ҫӗре» тесе палӑртмалла. Е электронлӑ почтӑпа ямалла: pres5@cap.ru. Телефонпа шӑнкӑравласа калама та юрать: (8352) 64-20-30 (хуш. 2084), 64-20-30 (хуш. 2085). Михаил Игнатьев Ҫырӑва 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вулама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |