Политика
![]() Сергей Вязовский. Борис Филатов сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев харӑсах темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗсем те — тӳре-шаран ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑскерсем. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартнӑ. Михаил Васильевич ку кандидатура пирки административлӑ ӗҫре опыт пур тесе палӑртнӑ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пынӑ Владимир Димитриев кӑҫалхи ҫулла ӗҫрен кайнӑччӗ. Пултарайманран мар, урӑх ҫӗре куҫнӑран. Владимир Димитриев хальхи вӑхӑтра Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Унччен ку должноҫре вӑл вӑхӑтлӑх шутланнӑ, нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова суд йышӑнӑвӗпе ӗҫрен кӑларнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |