Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Литературӑна аталантарассине Юхма Мишшипе сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 10.12.2015 17:14 | 1109 хут пӑхнӑ
Политика

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑвашсен паллӑ ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тата Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.

Ӗҫлӗ калаҫӑва ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ: ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Алла Салаева вице-премьер, Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Казакова хутшӑннӑ.

Пухӑннисем чӑваш литературине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет.

«Чӑваш Республикинче наци чӗлхипе культурине комплекслӑ аталантарас тӗлӗшпе патшалӑх политики тӗллев лартнӑ, хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен тарӑн та паха культурине упраса хӑварассишӗн тата ӑна анлӑрах сарассишӗн ӗҫлет. Чӗлхепе культура — пирӗн тупра тата пуянлӑх. Литература ҫулталӑкӗнче регионти культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ. Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкне халалласа сахал мар пысӑк мероприяти йӗркеленӗ, пӗтӗмпех вӗсем халӑхӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тухӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ, чӑваш чӗлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлӑ ӗҫлеме сӗннӗ. Юхма Мишши вара Элтепере литература ӑстисене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн чӗререн тав тунӑ.

#ЧНК, #политика, #Элтепер, #культура, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем