Вӗренӳ
![]() Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки. Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ. Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ. |
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекен Дмитрий Ильин Байконурта пулнӑ. Унта вӑл «Союз ТМА-14М» карапа вӗҫтерсе янине курнӑ. «Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе», — тенӗ ача унта пулнӑ хыҫҫӑн. Байконура ача Уйӑх тата Марс ҫиелти сийне тӗпчемелли «Космос филерӗ» хатӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн кайма тивӗҫнӗ. Роботшӑн ӑна путевкӑпа хавхалантарнӑ. Дима Ильин каланӑ тӑрӑх, карапа вӗҫтерсе янӑ самантра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, космонавтсен тӑванӗсем, Роскосмосра ӗҫлекенсем пулнӑ. Вӗсем «Гагарин старчӗ» текен старт лапамра пухӑннӑ.Космомс тӗллевӗллӗ «Союз-ФГ» ракетӑна «Союз ТМА-14М» транспорт карапне орбитӑна кӑларма кӑларса янӑ. 528 ҫеккунтран карап ракета-носительтен ӑнӑҫлӑ уйрӑлнӑ. Карап экпиажӗн йышне Александр Самокутяев Роскосмос космонавчӗ ертсе пырать, бортинженерӗсем — Елена Серовапа (Роскосмос) Барри Уилмора (NASA). Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер Раҫҫей правительстви тӗнчерен хупӑнас тӗлӗшпе тепӗр утӑм тунӑ — Future Leaders Exchange (FLEX) калӑпӑшлӑ вӗренӳ программинчен тухнӑ иккен. Вӑл программӑпа килӗшӳллӗн Раҫҫей шкул ачисем АПШ-ра тӳлевсӗр вӗреннӗ, пурӑннӑ. Правительство ҫак утӑма программӑна хутшӑннӑ пӗр ача АПШ-ра юлни пирки, «АПШ влаҫӗ ачана опекӑна илни» пирки тунӑ пулать. FLEX программӑна АПШ Конгресӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ, унпа усӑ курса СССР-а кӗнӗ патшалӑх ачисем АПШ пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарнӑ, америка ачисен те хӑнасен пурнӑҫне лайӑхран ӑнланма май пулнӑ. Программӑна 8–10 класра вӗренекен ачасем хутшӑнайнӑ. Вӗсен ятарлӑ экзамен тытмалла пулнӑ, ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫулталӑк хушши АПШ-ри «вӑтам пурлӑхлӑ» ҫемьере пурӑнма тата шкула ҫӳреме пултарнӑ. Программӑна пурӗ 22 пин ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 8 пинӗ — Раҫҫейрен. FLEX программӑна хутшӑнас тесе Чӑваш Ен шкул ачисем те тӑрӑшса пӑхнӑ. Экзаменсем 4-мӗш лицейра иртнӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫӗнтерсе АПШ-ра вӗренсе-пурӑнса та курнӑ пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элӗкри ӳркенмен ачасем Хӑй вӑхӑтӗнче «Тимур тата унӑн команди» текен ушкӑнсем пурччӗ. Ку вӑл А. Гайдарӑн ҫавӑн ятлӑ повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ пулӑмччӗ. Ачасем ватӑсене пулӑшатчӗҫ, унта-кунта общество ӗҫӗпе аппаланатчӗҫ. Халь те пур-ха ун пеккисем. Анчах урӑхларах хурӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ту пулин пур ҫӗрте те мар. Элӗкре вара ҫапла ырӑ ӗҫпе аппаланакансем пур. Унти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче «Ӑмӑрткайӑк чӗпписем» патриот клубӗ йӗркеленӗ. Ӑна Сергей Иванов ертсе пырать. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ачасем «Пулӑшу алли» акцие хастар хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем ватӑсем патне ҫитнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем вӗсене пахча, пӳрт-ҫуртра тирпейлесе пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле. Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать. Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ. Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ. Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ачасем — терминал умӗнче Канашри 3-мӗш шкулта ачасем апатланмӑшра ӗлӗкхи пек черетре тӑмаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ парса янӑ укҫана кӗсьерен кӑлармаҫҫӗ. Вӗренекенсем апатшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ — терминала пуҫ пӳрнипе перӗнеҫҫӗ ҫеҫ. Кунашкал идентификаци тытӑмӗпе республикӑри виҫӗ шкул усӑ курать. Кашни ачан апатланмашкӑн хӑйӗн счечӗ пур. Унта мӗн чухлӗ укҫа юлни ашшӗ-амӑшӗн телефонӗ ҫине кунсерен килет. Укҫа счет ҫинчен пуҫ пӳрнипе перӗнсен илӗнет. Апат ҫиес тесен ачан терминал патне кӑна пымалла. Ыттисем ачан счечӗпе усӑ кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӳрнен йӗрӗсем шкулӑн даннӑйсен базинче упранаҫҫӗ. Терминал панӑ чекпа ача апат валеҫекен ҫӗре пырать. Елена Алексеева вӗренекен каланӑ тӑрӑх, вӗсене терминал урлӑ вӑл е ку апата суйлама питӗ килӗшет. Ку интереслӗ-мӗн. Укҫана вара ҫумра йӑтса ҫӳремелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Павел Шаповалов тунӑ сӑн Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче. Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш. Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Комсомольски районӗнчи 1-мӗш шкул вӗрнтекенӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна вӗренекенсенчен ытлашши ҫирӗп ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм 2012–2014 ҫулсенче ачасене ӳт-пӳ тата психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Тӗслӗхрен, вӑл пӗр ачана пӗтӗм класс умӗнче ҫӑварне скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Лешӗ дисциплинӑна пӑснӑ-мӗн. Тӑватӑ ачан ҫамки ҫине «2» паллӑ час-часах ӳкернӗ. Кусем киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫламан-мӗн. Пӗррехинче 2-мӗш класс ачисене ҫав хӗрарӑм урок вӑхӑтӗнче тӑрса ҫыртарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ачасене кун пирки аслисене каласа кӑтартма чарнӑ. Лешсем хӑранипе итленӗ. Анчах аслисем кун пирки пӗлсен прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Митингра Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине йышӑнма хистесе митинг иртнӗ. Мероприятие 20 яхан ҫын хутшӑннӑ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре пулнӑ. Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Партия Великое отечество» йӗркеленӗ. Унӑн хастарӗсем РФ вӗренӳ министрне Дмитрий Ливанова Владимир Путин президентӑн Хушӑвне пурнӑҫлама, шкул ачисем валли историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине кӑларма ыйтса митинга тухнӑ. Митигн аслисене кӑна мар, Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. 2-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Алексей Свеклов пӗрлӗхлӗ кӗнеке кирлине палӑртнӑ. Вӑл хальхи учебниксем тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртнӗ пулӑмсене туллин ҫутатманнине каланӑ. Истори вӗрентекенӗ те ку е вӑл пулӑма туллин ҫырса кӑтартманнине палӑртать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |