Вӗренӳ
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври аслӑ шкулсен ректорӗсемпе тӗлпулнӑ. Съездра уйрӑмах историе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ректорсен канашӗ Президента шкултан вӗренсе тухакансене историпе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тыттарма сӗннӗ. Ӑна вырӑс чӗлхипе математика пек тӗп экзаменсен йышне кӗрттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей К» канал пӗлтерет. — Кашни ҫын историе пӗлме, хӑйӗн ҫӗрне юратма тивӗҫ, — тенӗ Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий. Съездра ҫӗршыври аслӑ пӗлӳ тытӑмне аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Президент ҫак пӗлӳ шайне тиркекен те пуррине палӑртнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансен диплом кӑна мар, пӗлӳ, ӗҫлеме пӗлни те пулмаллине каланӑ. Кунпа вара кашни аслӑ шкулах мухтанма пултараймасть-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Тантӑш» хаҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналсен корреспонденчӗсем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене хаҫат тата журналсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсене хаҫат-журналти туслӑха малашне те тӑсма чӗнчӗҫ. Шкулти вӗренекенсем хаҫата час -часах хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ, вӗсем хаҫат страницисенче кун ҫути курсан савӑнаҫҫӗ. «Паянхи номерте те Коля Ивановпа Филипп Афанасьевӑн халапӗсем пичетленнӗ», — савӑнтарчӗ ачасене Лариса Петрова, вӗсене асӑнмалӑх хаҫат парнине — «Тантӑш, Тетте, Самант», — тесе ҫырнӑ ручка парнелесе. Нина Царыгина «Тетте» журнал пирки, Илья Клочков — «Самант» пирки каласа кӑтартрӗҫ. Илья Клочков фото ӑсти пухӑннисене фотоаппаратпа туслашма чӗнсе каларӗ. Кашни ачах парнеллӗ пулчӗ, «Тантӑш» хаҫатпа журналсем, хаҫат хастарӗсем — асӑнмалӑх парне-ручка. Хама илес пулсан эпӗ яланах «Тантӑш» хаҫата та, «Тетте» тата «Самант» журналсене те яланах ҫырӑнса илетӗп, мӗншӗн тесен шкулта ӗҫлекен кашни вӗрентекенӗн шкул ачисене куллен пулӑшса пыракан хаҫат-журнала ҫырӑнса илмеллех тесе шутлатӑп. |
Вӗренӳ
![]() Республикӑри шкулсенчен пӗринчи чӑваш чӗлхи урокӗ Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пӗп-пӗрин опычӗпе паллашма пуҫтарӑннӑ. Щак кунсенче вӗсем пултарулӑх ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ. Тӗлпулура чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Галина Хлебникова тухса калаҫнӑ. 17 ҫул шкулта ӗҫлекенскер вӗҫӗмех ҫӳллӗ шайра иккен. Галина Фирсовна пирки ӗҫтешӗсем сӑмахпа каламаллине тата ҫыру ӗҫшне лайӑх йӗркеленӗ теҫҫӗ. Чӗлхепе кӑсӑклантарма пултараканскер вӗрентӳ тата воспитани тивӗҫне харӑсах пурнӑҫлама ӑс ҫитерет иккен. Класс тулашӗнчи ӗҫсене те вӑл ирттерме ӗлкӗретӗ Пуян дидактика лабораторийӗ пухнӑ. Шкулти музея та ертсе пырать хастар вӗрентекен. Галина Фирсовна ертсе пынипе вӗрентекенсем ял топонимикине ӑша хываҫҫӗ, фольклор пухаҫҫӗ, тӗпчев проекчӗсемпе аппаланаҫҫӗ. Ӗҫтешӗсене Галина Хлебникова «Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-сӑвви» кӗнекипе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑларнӑ. Унта шкул ачисем тӗрлӗ ҫулта пухнӑ фольклор кӗнӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине те итленӗ. Унта тӑххӑрмӗш классем Валентин Урташ сӑвӑҫӑн «Калаймарӑм» сӑввине тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 1-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакансене епле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Форма тӑхӑннӑ ҫынсем хисеплӗ тесе ӗнентернӗ вӗсем ачасене. 1-мӗш шкул Михаил Силантаев ячӗпе хисепленсе тӑнине аса илнӗ май пяан та халӑх асӗнче пулнине палӑртнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Васильевич ҫав ялта ҫуралса ҫав шкула пӗтернӗ. Ачасене аслисем ун пек паттӑрсен ятне ямалла мар тесе хӑйсене те вӗсем пек пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Иртнӗ эрнекун, юпан 17-мӗшӗнче, Шупашкарти 24-мӗш шкул — вӑл Чапаев скверне хирӗҫ вырнаҫнӑ — хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Меропритие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист (вӑл ҫак шкултан 1968 ҫулта вӗренсе тухнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх мероприяти пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑр Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗнче иртнӗ. Шкула юбилей ячӗпе саламлама тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнчен Алла Самойловӑна, Дмитрий Евсеев, Валерий Филимонов Максим Ладилов депутатсене, Вӗренӳ министерствинчен ҫитнӗ Вячеслав Бычкова тата ыттисене палӑртма пулать. Мероприятире ачасемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр педагога Хисеп хучӗсемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Юбилей каҫӗ сумлӑ каҫхи апатпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (7) |
Вӗренӳ
![]() Нӗркеҫри вӑтам шкулта Ҫамрӑксен ӗҫ бригадисен республикӑри фестивалӗн финалне 15 районти 19 бригада хутшӑннӑ. Уйрӑммӑн палӑртсан, патӑрьелсем, шупашкар районӗсем, вӑрнарсем, канашсем, куславккасем, комсомольскисем, красноармейскисем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, вӑрмарсем, пӑрачкавсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗӗмрлесем, елчӗксем, тӑвайсем тата Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи ачасем мероприятие лекнӗ. Комсомольски районӗнчен Нӗркеҫри вӑтам шкулти «БЭГИС» бригада хутшӑннӑ. Йышра 11-мӗш класс ачисем, Григорий Плеткин, Павел Кузнецов, Карина Петрова, Екатерина Тишова, Кристина Вишнева, София Индюкова, Елена Герасимова, Дарина Харитонова тата 9-мӗшӗнче вӗренекен Алексей Петров пулнӑ. Каҫал ачисем финалта «Пултарулӑх кӑтартӑвӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, «Курав стендӗнче» — пӗрремӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ыранхи ҫинчен паянах шухӑшлаҫҫӗ тесе каламалла-тӑр тӗрмере ларакан хӑш-пӗр ҫын пирки. Юсанмалли 5-мӗш колонире, ав, айӑплава ирттерекенсене вӗрентсе те кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсенчен пӗри аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом алла илнӗ. Тӗрмере ларакан хӗрарӑм юрист пулса тӑнӑ. 2013 ҫултанпа колонире, сӑмах май, айӑпланнӑ 18 ҫын алла пӗлӳ илет иккен. Вӗсенчен пӗри Хальхи вӑхӑтри гуманитари академийӗнче вӗреннӗ. куҫӑн меслетпе мар паллах, дистанцилле майпа. Экзаменне те вӑл ҫапла майпа тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ. Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫамрӑк амӑшӗсене вӗренме кӗме хатӗрленӳ курсне йыхравлать. Кун пек йышӑнӑва аслӑ шкул хӑй тӗллӗн пуҫарман. Ҫамрӑк амӑшӗсене аслӑ шкулсене вӗренме кӗме пулӑшас тӗллеве Раҫҫей Правительстви лартать иккен. Хатӗрленӳ курсне ҫӳрекен укҫа тӳлесе кӗсьене ҫӳхетме тивмӗ. Анчах хӑш-пӗр условие шута илӗҫ, амӑшӗсен 23 ҫултан аслӑрах пулмалла мар, пӗр е ытларах ача ӳстермелле, РФ гражданӗ пулмалла, вӑтам пӗлӳллӗ, анчах аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла мар. Хатӗрленӳ курсене вырсарникунсерен ҫӳремелле. Вӗренекенсене уйӑхсерен 2 пиншер тенкӗ стипенди тӳлӗҫ. Вӗренмелли тапхӑрсем: юпа–ҫу уйӑхӗсем. Заняти 4 сехете тӑсӑлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем, 58-18-40 (хушма номер 2850), 48-78-94 е 8-903-345-78-94. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. «Ҫав вӑхӑтрах вӗсене вырӑс чӗлхине ӑша хывтарассишӗн хушма занятисем ирттереҫҫӗ», — тесе ҫырать асӑннӑ пичет кӑларӑмӗ. Ку хыпара интернет-хаҫат Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх вулакан патне ҫитерет. Шупашкар хулин сайтне хӑйӗн ятне кӑтартмасӑр ҫырса янӑ ҫын тин ҫеҫ чӑвашла вӗренме пуҫланӑ Украина ачисем чӑваш чӗлхине епле тытӗҫ тесе кӑскӑланнӑ иккен. Администраци ҫавсене чӑваш чӗлхипе паллӑ лартмасси пирки хуравланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Украина таркайӗсен ачисене вырӑс чӗлхине вӗрентме хушма занятисем ирттерессине «пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ»-мӗн. «Таркайсен ачисем вырӑсла япӑх мар калаҫаҫҫӗ пулин те вӗсен теори пайне педагогсем якатмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ», — асӑнса хӑварнӑ иккен мэрин хуравӗнче. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри шкулсенче Украина таркайӗсен 199 ачи вӗренет иккенӖ ҫав шутран 25-шӗ — пӗрремӗш класса каяканнисем. Маларах асӑнн интрнет-кӑларӑмӗ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхин статусӗ пирки пӑшӑрханса палӑртать. Сӑмаха ҫирӗплетме Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ иртес умӗн Шупашкарти тӗп урамсене чӑвашла ҫырса хунисенчен тасатнине аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |