Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикинче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11-мӗш тата 9-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ. Кӑҫал республикӑра 11-мӗш класран 6,6 пин яш-хӗр вӗренсе тухӗ, 9-мӗшӗнчен — 11,8 пин. Шкулсенчи уяв вӑхӑтӗнче Шупашкарти пур шкулта та йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Йӑлтах — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Юлашки шӑнкӑрав мероприятине яланхи пекех вӗрентекенсем, вӗренекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, патшалӑхпа общество управленийӗн органӗсен ҫыннисем, организайисем хутшӑнӗҫ. Уяв яш-хӗре савӑнӑҫ кӳрет паллах. Хӑшӗ-пӗрисем Атӑл леш енне те кайма палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӗсен лӑпланса ларма вӑхӑт пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланӗҫ. Чи малтан географи тата вырӑс литературин предмечӗсемпе ППЭ тытӗҫ. Экзамен тапхӑрӗ 19 куна тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри шкулсенчен пӗринче 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ. Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ. Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑйӑ-конкурс элемӗ Ака уйӑхӗн 15–30-мӗшӗсенче (ӑна, хутшӑнакансем ыйтнипе, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсма тиврӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ-картинӑсен галереййи йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ. Ӑна Культура ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пурӗ 70 ытла ача ыйтса ҫырни ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Ачасен ӗҫӗсенчи тӗп ҫитменлӗхсем ҫаксем: факт тата орфографи йӑнӑшӗсем, хуравсене вырӑсла ҫырни (ку вара вӑйӑ конкурс йӗркипе килӗшсе тӑмасть). Кунсӑр пуҫне пӗр пек тата йӗкӗреш хуравсем те пурччӗ (вӑйӑ конкурс ушкӑнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Каҫалсем вӑййа хатӗр Ҫамрӑксен Тӑван ҫӗршыва юратас, чӑн-чӑн гражданин пулма пулӑшас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелекен «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер уҫнӑ. Ӑна районта 46-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫалхине Комсомольски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Вӑййа уҫма райадминистраци пуҫлӑхӗ М.Р. Афанасьев, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.А. Максимов хутшӑннӑ. Мероприятие ытти ҫулхиллех пуҫланӑ: малтан ушкӑнсем пӗтӗмӗшле тӑрса тухнӑ, республика тата ҫӗршыв ялавӗсене хӑпартнӑ. Халӗ ачасен хӑйсен ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма тивӗ. Чи пултаруллисем каярах республикӑра иртекен ҫавӑн пек вӑйӑра район чысне хӳтӗлӗҫ. Сӑнсем (61) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Поэзи ҫӑлтӑрне» хутшӑннисем Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти информаципе культура центрӗнче районти шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче «Поэзи ҫӑлтӑрӗсем — 2014» фестиваль иртнӗ. Ӑна поэзие юратакан, ӑнланакан, чунпа туякан пултаруллӑ ҫамрӑксене, вӗрентекенсене тупса палӑртас тата хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкул, вырӑнти информаципе культура центрӗ тата «Елчӗк ен» хаҫатӑн «Шӑнкӑрав» кӑларӑм. пӗрле ирттерме шут тытнӑ. Илемлӗ вулакансен фестивальне 70-е яхӑн ачапа вӗрентекен хутшӑннӑ. Хутшӑнакансене ҫулне тӑватӑ ушкӑна пайланӑ. Номинацисенчен вара ҫаксем пулнӑ: «Чӑваш поэчӗсем чӑвашлӑх темипе ҫырнӑ сӑвӑсене илемлӗ вуласси», «Чӑвашла ҫырнӑ автор хайлавӗ», «Чӑваш юрри». Конкурса Чӑваш Тӑрӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан пурӗ улттӑн хутшӑннине пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Алина Краснова, Алина Галкина тата Светлана Фомкина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкултан вӗренсе тухакансем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне хатӗрленнӗ чухне тӗнче тетелӗнче тӗрӗслев материалӗсене (КИМсене) шырани вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмӗнчи надзорӗн федераци служби Федерацин тетсировани центрӗн сайтӗнче кӑҫалхи ППЭн КИМӗсен варианчӗсене вырнаҫтарни паллӑ пулнӑ. Вӗсем — кӑҫал вӑхӑтран маларах ППЭ тытаканнисем усӑ курнисем. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, КИМсене шкул ачисене социаллӑ сайтсенчи тата ытти сайтри ултавран хӳтӗлес тӗллевпе вырнаҫтарнӑ. Кӑҫалхи КИМсем — пӗлтерхи ППЭри экзамен материалӗсем те. Халӗ шкултан вӗренсе тухакансен КИМсемпе тӳлевсӗр паллашма, экзамена тӗплӗн хатӗрленме май пур. Роспотребнадзор экзамен тытма хатӗрленекенсенесене официаллӑ ресурссемпе усӑ курма сӗнет: www.ege.edu.ru, www.fipi.ru/view/sections/141/docs. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнче ача-пӑча программисене чи лайӑх ерсте пыракана палӑртассипе конкурс иртнӗ. Ӑна тапхӑрпа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пӗрлешӗвӗсем хутшӑннӑ. Ку вӑл конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнтӗ. Хальхинче «Ертсе пыракан шкулӗ» (педагогӗ А.В. Антонова), «Флористика» (педагогӗ Л.А. Раськина), «Тӗлӗнтермӗш киҫтӗк» (педагогӗ И.А. Филиппова) пӗрлешӳсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ. Кружок ачисен кӗске сӑмахҫаврӑнӑшне хӑвӑрт калассипе, хитре калаҫассипе, фантази кӑтартассипе, юратнӑ уявсемпе паллаштарассипе «ала витӗр» тухма тивнӗ. Ача-пӑчан шоу-программисен чи лайӑх ертӳҫи ята Ирина Захарова, вӑйӑ программисене ертсе пырассипе Ризиля Шрша, чи лайӑх калаҫнипе Айдар Камалетдинов ҫӗнтернӗ. Анастасия Пизенова «Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи Вера Барко «Алӑкран кӑларса ярсан чӳречерен килсе кӗрет, — теҫҫӗ иккен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Вера Барко пирки учительсем. Ачаранпах спортпа туслӑскер биатлона, акватлона, шывра ишессине, чупасси-сикессине кӑмӑллать тесе хыпарлать «Чӑваш хӗрарӑмӗ». «Зарницӑсене» Вера 7-мӗш класран тытӑнса пӗр сиктерми хутшӑнать-мӗн. Шел те, унӑн амӑшӗ ҫамрӑклах ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Ун чух виҫҫӗре пулнӑ хӗр пӗрчӗк ҫывӑх ҫыннине лайӑх астумасть те иккен. Кайран ашшӗ те чирлесе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Халӗ Вера куккӑшӗпе инкӗшӗ патӗнче пурӑнать. Хӗр 11-мӗш класс хыҫҫӑн Вологдӑри ҫар училищине каяс ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Ҫар психологӗ пуласшӑн-мӗн. Сӑмах май, хӗрсене ҫӗршыври ултӑ училищӗре йышӑнаҫҫӗ иккен: Сарӑту облаҫӗнчи Вольск ҫар училищинче, Питӗрти транспорт тата тыл академийӗнче, Пензӑри артиллерипе инженери институтӗнче, Ростоври ракета ҫарӗсен ҫар институтӗнче тата Новочеркасскри аслӑ ҫар училищинче. Ҫулсерен Раҫҫей ҫар училищисене 20–30 хӗре ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ иккен. Конкурс калама ҫук пысӑк-мӗн — пӗр вырӑна 40 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ачасем хушшинче «Ура! Каникул!» чемпионат ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ӑмӑртун проектне Чӑваш наци телекуравӗ тата ачасен «Куча мала!» ТВ-студи йӗркелӗ. Тупӑшӑва Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халаллӗҫ. Мероприятие хутшӑнас кӑмӑллисене Андриян Николаев ячӗллӗ парка портфельпе пыма, ӑна пуринчен те инҫерех ывӑтма сӗнеҫҫӗ. Чи инҫе перекене хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ. Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртура ачасене ӳсӗмне кура темиҫе ушкӑна уйӑрӗҫ. Чемпионат пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх «Акилбапсер» программа валли сюжет ӳкерӗҫ. «Бухты-барахты» программӑн пӗр кӑларӑмӗ те ҫак тупӑшу пирки пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Рустем Галич тӗлпулура Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсем ӳнер сӑмахӗн актерӗпе, вырӑс классикин поэзийӗпе прозине вулаканӗпе Рустем Галичпа тӗл пулнӑ. Вӑл Хусанта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Нью-Йоркра пурӑнать. Унта Рустем Галич ӳнер вулавӗн жанрне сарать. Актер хӑйӗн жанрӗ валли ҫӗнӗ формӑсем шырать, вӗсене терӗслет. Ӑна вӑл симфонипе, классикӑпа, эстрада кӗввипе, ташӑпа, органпа, хор юррипе, живопиҫпе пӗрлештерет. Пултарулӑхне кура Рустем Галича Раҫҫейре те, Европӑра та, Америкӑра та пӗлеҫҫӗ. Актер Шупашкара ӳнер вулавӗ енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерме, студентсене сцена вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарма килнӗ. Рустем Галичпа тӗл пулма Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка учлищин, культура училищин студенчӗсем пухӑннӑ. Актерпа курнӑҫма К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем те пынӑ. Ӑсталӑх класӗ практика тренингне ҫаврӑннӑ. Малтанах сывлав гимнастикине, калаҫу хӑнахтарӑвӗсене тунӑ. Унтан пластика тренингӗсем, пултарулӑх этючӗсем патне куҫнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем пысӑк опыт пухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |