Вӗренӳ
![]() Паян Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле социалла проект тӑвас ӑсталӑхпа паллашрӗҫ. Вӗренӗве Шупашкарти «Эткер» пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пухӑннисемпе «Эткер» центр директорӗ Панченко Наталия Леонидовна тата кунти методист Волкова Вера Александровна ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Семинар теми вара «Пӗтӗм Раҫҫейри «Я — гражданин России» акцин республика этапӗ валли социаллӑ проект йӗркелеме вӗренесси» пулчӗ. Шкул ачисем темиҫе ушкӑна пайланса проект теми суйласа тупрӗҫ. Наталия Леонидовна социаллӑ проект йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ, кашни утӑмне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ. «Проект» сӑмах мӗн пӗлтерет, пӗрремӗш утӑм, иккӗмӗш... Проект ӗҫӗсенче тӗл пулакан йӑнӑшсем, проект тӗллевне тӗрӗс палӑртасси. Юлашкинчен кашни команда пухӑннисене хӑйсем хатӗрленӗ проектсемпе паллаштарчӗ: проект пӗлтерӗшӗ, суйласа илнӗ тема пирки информаци тупасси, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн туни, юлашкинчен мӗн патне ҫитсе тухни — пӗтӗмлетӳ. Проектсенче ачасем ҫулсене тӗрӗс-тӗкел тытасси, шкул умӗнчи ҫула йӗркене кӗртесси, ҫутҫанталӑка варалас мар тесен мӗн тумалла, вулавӑшсенчи кӗнеке фондне пуянлатасси темӑсене проектланӑ. |
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер. Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑра юлашки ҫулсенче «Ҫулталӑк аспиранчӗ» ирттересси йӑланӑ кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна йӗркелекенсем аспирантсен ӑслӑлӑх тӗпчевне ирттересси, професси шайне ӳстересси тата ӑслӑлӑх ӗҫ-хӗлне хавхалантарасси теҫҫӗ-мӗн. Кун ҫумне тата Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа вӗренӳ тата экономика вӑй-хӑватне аталантарасси таранах кӗртнӗ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш Республикин Ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалисчӗсен канашӗ йӗркелет. Унта хутшӑнас тесен е аспирантурӑра вӗренмелле, аспирантурӑна кӑҫал вӗренсе пӗтернисене те айккинелле пӑрса хӑвармӗҫ. Тупӑшӑва тухма естественнӑй, гуманитари, педагогика тата техника енӗпе ӑс пухакансен юрать. Документсене чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса 25-мӗшӗччен Вӗренӳ министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӗлпулура. Галина Зотовӑн сӑнӗ 2013 ҫул — Ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Шуськин Е.М., Трофимов О.В., Гусельщиков А.К. газ участок мастерӗсем тата «Моргаушмежрайгаз» АУО «Чӑвашсетьгаз» газ участокӗн ертӳҫи Орлов В.Г. районти шкулсене ятарлӑ графикпа ҫитсе «Газ тата экологи» темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Графикпа килӗшӳллӗн Валерий Гурьевич Орлов паян Штанашри тӗп шкулта шкул ачисемпе тӗл пулчӗ. Валерий Гурьевич пухӑннисене газ историйӗпе паллаштарчӗ. Пӗрремӗш хут газпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче (США) 1859-мӗш ҫулта усӑ курма пуҫланӑ иккен. Районти 70 ялтан 63-шӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ, ҫичӗ яла газ баллонӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ачасене газ баллонӗ ӑшне газ еплерех тултарни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. Районта 10012 хваттерпе ҫуртран 6672-ӗшӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ витӗр Раҫҫейри чи вӑрӑм, 4 500 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровод иртет, вӑл Тури Ҫӗрпӳкасси, Хӑмаркка, Шулю хӗррипе вырнаҫнӑ, унтан Сӑр урлӑ каять. Валерий Орлов ачасене газпа усӑ курнӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗ, ҫутҫанталӑка упрама чӗнсе каларӗ: «Пӗр йывӑҫран сире валли темиҫе кӗнеке ҫеҫ тухать, ҫавӑнпа та кашни ачан кивӗ хут пуҫтарма тӑрӑшмалла, ҫапла майпа кашниех йывӑҫсен кун-ҫулне тӑсма пулӑшӗ». |
Вӗренӳ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем паян Штанашри шкула уҫӑ урок итлеме пуҫтарӑнчӗҫ. Штанаш шкулӗ районтан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те районти пур шкулти вӗрентекен те урок итлеме кӑмӑл тунӑ. Пухӑннисем умӗнче Питӗркассинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Валентиновна Жукова, чӑваш чӗлхи секци ертӳҫи «Современные подходы к преподаванию традиционных уроков чувашского языка и литературы в условиях введения ФГОС» (чӑв. ФГОС кӗртнӗ май чӑваш чӗлхипе литературине традицилле уроксенче вӗрентмелли хальхи мелсем) темӑпа калаҫу ирттерчӗ, вӗрентекенсен умӗнче тӑракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Штанаш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Майоров Сергей Борисович пухӑннисене 5-мӗш класс ачисемпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ. Туслӑ класра 5 вӗренекен ҫеҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ачасем класӗпех виҫӗ хутчен пӗчӗк хайлавсемпе «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ, район хаҫатне те ҫырнӑ. Урок теми «Алфавит ҫӗршывӗнче» (Вӑйӑ-ӑмӑрту) пулчӗ. Сергей Борисович вӗренекенсене алфавит пирки, фонетика, орфографи пирки аса илтерчӗ. |
Вӗренӳ
![]() Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информаци тӑрӑх унта халӗ ачасем вӗреннипе вӗренменнине ӑнланса илме йывӑр. Ӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхсан, вӑл хупӑннӑ шкул мар-ши тесе те шухӑшлас килет. Е, тен, ҫук та пуль — икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт ӗҫлекенскерех-тӗр. Вӗренекенӗсем сахал пирки аххӑртнех шӑпӑрлансем валли вырӑн туса парасшӑн пулӗ… Юрӗ, апла-и, капла-и, пуҫа ытлашши ватар мар… Паян унта юсав ӗҫне пуҫарса янӑ. Шкула ҫӗнетсе 92 вырӑнлӑх ача пахчи уҫмалла тӑвасшӑн. Ҫак ӗҫ валли 45 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулать. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулне вырӑнти влаҫсем сутас шухӑш тытнӑ иккен. Паян унта 100 ытла ача ӑс пухать-мӗн. Унта пӗлӳ илес кӑмӑллисем татах пур иккен, анчах вырӑн ҫитменнине кура мӗн пуррипе ҫырлахма тивет. Шкула мэри йӳнӗ хакпа такама тара парасшӑн имӗш. Ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрне пӗр тенкӗпе хаклаҫҫӗ пулать. Ҫапла утӑм патне ҫитнине хула влаҫӗсем ҫурт киввипе, вӑл ишӗлме тытӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Ӗпхӗвӗн арххӳтӗлевӗ» юхӑмӑн ертӳҫи Владимир Захаров апла пӗтӗмлетнипе килӗшмест. «Ҫурт ҫирӗпех ларать, васкавлӑ юсав кирлӗ мар ӑна», — ӗнентерет иккен вӑл. Владимир Захаров шучӗпе ҫурта илем кӳме юсани те ҫителӗклӗ. Вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов вара шкул ҫуртне сутлӑха кӑларасси пирки хальлӗхе вӗсене официаллӑ майпа никам та систерменнине палӑртнӑ. Анчах шкула такамсем вӗҫӗмех пырса пӑхаҫҫӗ, сӑн ӳкерсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Ҫурта тул енчен илем кӗртмеллипе, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Иван Тарасов килӗшет. Кун валли укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗр пуянсем те пур-мӗн: нефть комапнийӗсенчен пӗри «кӗмӗлпе» пулӑшма шантарать иккен. Шкул ҫурчӗн историне илсен, ӑна 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкул ҫулне ҫитменнисене ача пахчинче вырӑн туса парассипе пирӗн республика Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне кӗнӗ. Ҫакӑн пирки ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев регионсен ертӳҫисемпе видеоконференци ирттернӗ вӑхӑтра РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов палӑртса хӑварнӑ. Ҫак енӗпе маттур вунӑ субъект шутӗнче ҫавӑн пекех — Чӗмпӗр, Амур, Тула, Сахалин, Тверь, Тамбов, Самар облаҫӗсем, Карачаево-Черкеск тата Удмурт республикисем. Вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, пирӗн республика та вӗсен йышӗнче. Ача пахчисем тума кӑҫал федераци хыснинчен 50 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗле» часрах ача пахчине ҫавӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне илсен, Чӑваш Енре виҫӗ ҫултан аслӑрах 302 ача черетре тӑнӑ. Анчах куншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар тесе шухӑшлать республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, мӗншӗн тесен вӑл хальхи вӑхӑтра пухӑннӑскер кӑна. 2015 ҫулта вара республика ҫулталӑк ҫурӑран аслисем валли те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче кашни тӗпренчӗке вырӑнпа тивӗҫтерме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта илемлӗ вулакансен «Янӑравлӑ сӑмах» районти конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелекен конкурса хальхинче паллӑ сӑвӑҫсене — Итали поэчӗ Франческо Петрарко ҫуралнӑранпа 710 ҫул ҫитнине, вырӑс поэчӗсен Николай Асеевӑн 125 ҫулхине, Юлия Друнинапа Эдурад Асадовӑн 90 ҫулхисене халалланӑ. Конкурса тӗрлӗ шкулта ӑс пухакан 102 ача хутшӑннӑ. Вӗсен илемлӗ вулавне классем тӑрӑх пайласа хакланӑ. 4–6-мӗш классенче вӗренекенсенчен Первомайскинчи вӑтам шкулти Екатерина Шурякова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 7–9-мӗш классем хушшинче Аслӑ Чементи Кристина Иванова тата Шӑнкӑртамри Асия Валитова ҫӗнтернӗ. 10–11-мӗш классенчен Первомайскинчи Александра Романова тата Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Оксана Салмина пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |