Паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче 16 сехетре «Воробьев тӑвӗсене ҫӗн — 2015» олимпиада иртнӗ. Унта хутшӑнакансем ют чӗлхесемпе тата физикӑпа экзамен тытнӑ.
Шкулта вӗренекен 12 ача виҫӗ ют чӗлхепе экзамен тытнӑ. Вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ акӑлчан чӗлхине суйланӑ. Иккӗшӗ хрантсус чӗлхипе тытнӑ. Пӗри ҫеҫ нимӗҫ чӗлхине суйланӑ.
Физикӑпа вара 16 ҫын экзамен тытнӑ. Заданисене пурнӑҫламашкӑн 3 сехет уйӑрнӑ. Шкул ачисен экзаменра шпаргалкӑсемпе, телефонсемпе пачах усӑ курма юраман. Вӗсене тӳрех асӑрхаттарнӑ: йӗркене пӑснине курсанах олимпиадӑна хутшӑнакана экзаменран кӑларса ярӗҫ.
Олимпиада ҫӗнтерӳҫи е призерӗ Мускав патшалӑх университетне е ҫӗршыври ытти аслӑ шкула вӗренме кӗме пултарать. Олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн та укҫа тӳлемелле мар.
Пӗлтӗр олимпиадӑра Чӑваш Ен ачисем физикӑпа тата историпе I степень диплома виҫҫӗн илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та виҫҫӗн тухнӑ. Виҫӗмӗш вырӑна улттӑн йышӑннӑ.