Сывлӑх
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплеме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерни тӳрре килчӗ. Паян унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, центрта 90 койка хатӗрленӗ, «таса» тата «таса мар» зонӑсене уйӑрнӑ, пульницӑра ӗҫлекенсене ятарлӑ курсра вӗрентсе кӑларнӑ. Центрта томограф пур, персонала хӳтлӗх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Вӑл вӗсене сахалтан та пӗр уйӑхлӑха ҫитӗ. Кирлӗ эмелсемпе тест-тытӑмсем те пур тесе пӗлтернӗ Олег Николаев. Кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пирӗн республикӑра 1225 койка хатӗрленӗ, вӗсенчен 70% пушӑ мар ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министертви ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем тунянни пирки пӗлтернӗччӗ. Росздравнадзор вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Ҫакӑ Мускаври та Питӗрти пульницӑсенче пушар тухнипе ҫыхӑннӑ. «Концерн Радиоэлектронные технологии» АО туса кӑларнӑ «АВЕНТА-М» аппаратсемпе усӑ курма юраманни пирки управлени ертӳҫи Алла Самойлова хушу алӑ пуснӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсемпе Мускаври тата Питӗрти пульницӑсенче кӑшӑлвируспа чирлисене сипленӗ. Аппаратсене пула унта пушар тухнӑ. Инкекре 6 ҫын вилнӗ. Унашкал 10 аппарата Чӑваш Ене те илсе килнӗ, Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр 20 аппарат илсе килмеле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен хисепӗ паян татах ӳснӗ. Рекорд теме те пулать: пӗр талӑкра 78 ҫыннӑн ку вирус пуррине палӑртнӑ. Халӗ пӗтемпе - 1360 ҫын. Сӑмах май, унччен пӗр талӑкра чи нумаййи 76 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫак талӑкра пульницӑран 32 ҫынна кӑларнӑ, вӗсем сывалнӑ. Ҫапла майпа республикӑра пӗтӗмпе 334 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейре ҫак талӑкра 10028 ҫыннӑн инфекци пуррине тупнӑ. Ку кӑтарту кӑштах чакнӑ теме те пулать: унччен талӑкра 11 пин яхӑн ҫын кӑшӑлвиурспа чирленине пӗлтеретчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() twitter.com сайтри сӑн Чӑваш Енре кашӑлвируса тӑрӗслемелли тестсене кашниех тума пултарать. Анчах тӳлевлӗ. Роспотребнадзор тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, анализа Республикӑри клиника пульницинче (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт). Тест хакӗ – 1200 тенкӗ. Кӑтартӑва 3 кун кӗтмелле. Харпӑр клиникӑсенче антитела пуррипе ҫуккине те тӗрӗслеҫҫӗ. Организмра унашкалли пур тӑк ҫыннӑн ку инфекципе кӗрешме иммунитет аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Правительство ҫуртӗнчи канашлу саманчӗ Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Кун пирки паян республика Правительстви ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хусканӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑлшӗнче республикӑна ют регионсенче ӗҫленӗ ентешӗмӗрсем йышлӑн таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнсах кайман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аякран ӗҫлесе килнисем ик эрне килте питӗрӗнсе ларманнине пирӗнтен чылайӑшӗ асӑрхать пулӗ. Вӗсем урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳреҫҫӗ, лавккана кӗрсе тухаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта пулаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын ав, хӑйӗн мӑшӑрне, икӗ ывӑлне (ҫав шутра пӗри ДЦПпа чирлӗскер иккен) кӑшӑлвирус ертнине паян республика Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура тӗслӗх евӗр асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтри сӑн Республикӑра паян кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртас тӗлӗшпе ҫӗнӗ рекорд лартнӑ. Пӗр талӑкра 76 ҫын инфекциленнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1220 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 255 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 50-шӗ – иртнӗ талӑкра. 8 пациент йывӑр чире парӑнтараймасӑр вилнӗ. Палӑртмалла: паян Раҫҫейре 11656 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 221344 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 39801-шӗ сывалнӑ, 2009 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() amp.akcenty.com.ua сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен ҫыннисене урамра уҫӑлса ҫӳреме тата урама велосипедпа ярӑнма, чупма тухма ирӗк парасшӑн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче паян ирттернӗ канашлура каланӑ. Кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ мерӑсене, Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ылмаштарма юрать. «Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хускану иммунитета вӑйлатма пулӑшать»,– тенӗ Чӑваш Ен ертӳҫи. Хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫапах та пӑрахӑҫламӗҫ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче: суту-илӳ точкисенче, общество транспортӗнче, медиина учрежденийӗсенче – тата ытти ҫавӑн пек ҫӗрте маска тӑхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв.Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсене тупса палӑртнӑ. Чылай ҫынна килтен тухмасӑр ларма хушнӑ-мӗн. Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫуртӗнче те ҫав вируспа чирлисем пур имӗш. Интернат ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе карантинта-мӗн. Асӑннӑ ик хыпара темиҫе кун маларах тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв. Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликри хыпара «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) ушкӑна илсе вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвируспа кӗшерме хушма укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче – 270 миллион тенкӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви хыпарлать. Ку укҫана ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн резерв фондӗнчен уйӑрнӑ. Ку нухратпа кӑшӑлвирус инфекцине сарӑлма парас мар тӗллевпе ирттерекен мероприятисем тӗлӗшпе усӑ курӗҫ. Ку укҫа кӗтмен лару-тӑру сиксе тухсан та кирлӗ пулӗ. Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 1144 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 205-шӗ сывалнӑ, 8 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ. Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне. Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |