Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ литературӑри тата ӳнерти ӗҫсемшӗн патшалӑх премийӗ парассипе тимлекен комисси кӑҫалхи ҫулшӑн ӗҫсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлать.
Комисси конкурса художество енчен пысӑк пахалӑхлӑ поэзи, проза, драма ӗҫӗсене, литературӑпа искусствоведенири пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсене, искусствӑпа архитектурӑри, халӑхӑн художество тата прикладной пултарулӑхри хайлавсене йышӑнассине пӗлтерет.
Конкурс материалӗсем 5 ҫултан кая мар хатӗрленисем пулмалла. Конкурсчен ҫур ҫултан хальтерех ҫырнисене те йышӑнмӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (8352) 64-20-68.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, ҫапах та ыттисенчен уйрӑлса тӑракан сезона уҫрӗ. Артисчӗсем те ытти чухнехиллех выляҫҫӗ-ха, спектакле лартаканнисем те яланхиллех тӑрӑшнӑ-ха. Тӗп расналӑхӗ — А. Островский пьеси тӑрӑх Хусанта лартнӑ «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» спектакльтен театр летопиҫне пуҫарнӑ культура тата ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн асамлӑ чаршавне хальхинче ҫӗрмӗш сезон уҫни. Хальхинче куракана «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакль кӑтартрӗҫ.
Театра килекенсене ҫак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗҫ.
Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе ҫитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн артисчӗсене хисеплӗ ят панине ӗнентерекен паллӑсене пачӗ. Аса илтерер, Сергей Иванова маларахах Чӑваш халӑх артисчӗ ята пама йышӑннӑччӗ, Аркадий Андреева — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
«Чӑваш эстрада юррисенчен тӗлӗнсе каятӑп: хӑш юрра кӑна ямастӑн — пӗр тӗрлӗ тӑнкӑр-тӑнкӑр кӗвӗ... Пӗр ҫыракан пурин валли те кӗвӗсем шаплатарать кӑна. Ҫакӑн пек кӗвӗсем 90-мӗш ҫулсенченех пыраҫҫӗ... Юрлаканнисем лайӑх юрлаҫҫӗ, сассисем те пур - лӗпӗр- лӗпӗр мусӑкки пӗтерет... Ҫавӑнпа чӑваш эстрадин аталанӑвӗ ҫук», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский.
Микулай Павловский шухӑшне аталантарса теприсем сӑвӑ пахалӑхне те, юрлас ӑсталӑха та хурлассӑн туйӑнать. Мӗнех, кашнин хӑйӗн шухӑшӗ тейӗпӗр те лӑпланӑпӑр.
Шупашкарта «Матильда» фильм проката тухнине хирӗҫлесе пикет ирттерме палӑртса хунӑ. Хула администрацийӗ апла тума ирӗ панӑ. Хастарсем Сосновка поселокне пуҫтарӑнӗҫ.
Алексей Учитель режиссер лартнӑ «Матильда» фильм православи тӗнне, нравственноҫа хирӗҫ, суя тесе хурлаҫҫӗ иккен хастарсем.
Фильма хурлакансен пикета Сосновкӑра авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗҫ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, православи тӗнне ӗненекенсем хирӗҫ-тӑру акцине хула варринче ирттерме ыйтнӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ. Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурӑнма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӑл тепӗр кун та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Телятова асра тытнине палӑртса каҫ иртнӗ.
Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче телеоператор 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ.
Вулавӑшӑн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче иртнӗ асӑну каҫне наци культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗсем (малтан тӑрӑшнисем тата хальхи вӑхӑтрисем), вӗренекенсем, журналистсем хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкҫӑ, композитор тата телеертӳҫӗ Александр Осипов уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Вячеслав Телятов телеоператор пурнӑҫӗ, унӑн Чӑваш Республикин культуринчи пӗлтерӗшӗ, утса тухнӑ кун-ҫул каҫалӑкӗ ҫинчен вӑл питех те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри театрсенчен пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫак кунсенче хӑйӗн чаршавне уҫать. Виҫӗмкун Вырӑс драма театрӗнче сезон уҫӑлнӑ, ӗнер — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.
Оперӑпа балет театрӗ куракана тӑван халӑхӑмӑр оперине — Федор Павловӑн «Шыварманьне» — кӗтсе илнӗ. Ӑна театрӑн ҫӗнӗ художество ертӳҫи Сергей Кисс хӑй дирижер пулса ертсе пынӑ. Вӑл Шупашкрати театрта кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» пьесӑпа уҫӗ.
«Умра ман — ҫул ҫӳрев уйӑхӗ», — тесе пӗлтерчӗ ҫак кунсенче ҫак вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ, драматург, кӑсӑклӑ телекӑларӑмсем хатӗрлекен журналист Марина Карягина.
Чӑн та, ҫаплах пулӗ вӑл уншӑн. Ытларикун, авӑн уйӑхӗнче, Марина Мускава иртекен Раҫҫейри халӑхсен литература фестивальне тухса кайӗ. Унта чӑваш литератури ҫинчен каласа парӗ, сӑвӑ вулӗ, кӗнекесем хӑтлӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ӗпхӗае ҫул тытӗ. Унӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх спектакльне Ӗпхӳре, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен театр фестивалӗнче, кӑтартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава Валерий Яковлев тӗп режиссер лартнӑ виҫӗ спектакльпе: «Константин Иванов», «Куккуклӑ сехет» тата «Пихампар чунӗ манра» — каять. Гастроле культура учрежденийӗ чӑваш театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Марина Карягинӑна пьеса авторӗ пек тата тележурналист евӗр сюжет ӳкерме илсе каяҫҫӗ.
Пур енлӗ пултаруллӑ калем ӑсти унтанах ют ҫӗршыври кинофестивале кайӗ — вӑл ӳкернӗ документлӑ фильма акӑлчанла куҫарнӑ. Тӗплӗнрех кун пирки каярах пӗлтерӗпӗр.
Шупашкарта 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ Валерий Пономарев художник вилнӗ. Кун пирки Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри страницӑра паян пӗлтернӗ.
Живописец-художник Раҫҫейӗн художниксен пӗрлешӗвӗнче 1991-мӗш ҫултанпа тӑнӑ. Хӑй те вӑл ӳнер ҫыннисен ҫемйинче, ашшӗ гравер-художник пулнӑ, ҫуралнӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ художествӑпа промышленность училищинче вӗреннӗ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче (ун чухне институт шутланнӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ, тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Раҫҫей художество фончӗн Чӑваш Енри пултарулӑхпа производство комбинатӗнче художника кӳлӗннӗ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв. Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Кииай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |