Чӑваш Республикинче хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗртӗҫ. Питӗ пӗчӗкскере, 10x7 миллиметр калӑпӑшлӑскере «Ясна» этнографи комплексӗн пултарулӑх лаҫҫинче ӑсталанӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
«Ясна-тур» туризм компанийӗн ертӳҫи Елена Клементьева хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекин эксперчӗсем хакланӑ та ӗнтӗ. Кунта палӑртса хӑварар, Елена Клементьева фирмӑна ертсе пынипе пӗрлех этнокомплекс хӑнисене тата кӑмӑл тӑвакансене пурне те ӗлӗкхи ӑсталӑха алла илме пулӑшать.
Иртнӗ ҫул «Ясна» комплексра хатӗрленӗ сувенирсене Пӗтӗм тӗнчери «Халӑх еткерӗ» конкурса тӑратнӑ, вӗсене жюри пайташӗсем пысӑк хак панӑ, лауреат ятне пама йышӑннӑ.
Шупашкарти наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче ҫак кунсенче Любовь Остерлевина (1930–2008) художник куравӗ ӗҫлет.
Курав кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, вӑл нарӑсӑн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Любовь Георгиевна Алма-Атари театрпа ӳнер училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти пир-авӑр хапрӑкӗнче художник пулса ӗҫленӗ.
«Кӗмӗл ӗмӗр» куравра «Крым», «Вӑтам Ази» ярӑмри ӗҫсем, живопиҫпе графика произведенийӗсем, пуҫри шухӑша васкаса хут ҫине куҫарнисем, гобелен тӗслӗхӗсем вырӑн тупнӑ.
Мероприятие уҫма художниксем, журналистсем, Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем, ӳнере хаклакансем пуҫтарӑннӑ.
Художника аса илсе Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Раиса Терюкалова, Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Раҫҫей художниксен союзӗн пайташӗ Нина Алимасова сӑмах каланӑ.
Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче Чӑваш Енри паллӑ художник, Анатолий Миттов, ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа художниксем, культура ӗҫченӗсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче художникӑн тӑван ялне пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер, Анатолий Миттов 1932 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1971 ҫулта вилнӗ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче сулмаклӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов.
Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Каллиста Иванова Аслӑ Британие хӑйӗн ҫӗнӗ картинине парнеленӗ. Вӑл «Матрешка» ятлӑ. Картинӑна Аслӑ Британин посольствин департаменчӗн директорне Джон Линдфилда панӑ.
Каллиста Иванова «Матрешка» ятлӑ картинӑна ятарласа Аслӑ Британи валли ӳкернӗ. «Матрешка – Англи тата Раҫҫей палли», - тенӗ ӳнерҫӗ.
Каллиста Иванова арт-стильпе ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн методикипе усӑ курать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, картина ӳкермешкӗн вӑхӑт нумай кирлӗ. Халӗ унӑн коллекцийӗнче 50 яхӑн ӗҫ. Ытларахӑшӗ – Раҫҫей тулашӗнче.
Каллиста Ивановӑна тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑнма тӑтӑшах чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла Францири фестивальте хӑйӗн картинисемпе паллаштарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивалӗ кӑҫал «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта 18 сехетре «FUGA» (12+) фильмпа уҫӑлӗ.
«Чӑваша тӗнче кино урлӑ пӗлнӗ», — тесе пуҫларӗ Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ӗнерхи пресс-конференцие.
Олег Михайлович фестивале ирттерме пулӑшакансене чунтан тав тунине чӑвашла калаҫнӑ чух та, вырӑсли ҫине куҫсан та палӑртрӗ. Чӑн та, юлашки ҫулсенче чӑваш киноне ҫул уҫнинче республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн, Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин тӳпи пысӑк. Ҫавна пулах ӗнтӗ РФ Наци ӗҫӗсен агентстви те фестивале ирттерме пулӑшать. Хыснаран кӑҫал 167 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫалхи программӑра документлӑ 9, илемлӗ 7 тата мультипликацилле 2 фильм пулӗҫ. Вӗсене 18 номинацире хаклӗҫ. Тӳресен йышне Светлана Асамата, Леонид Трифонова, Юрий Сергеева, Николай Медведева тата Олег Цыпленкова кӗртнӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.
Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн залӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Алран кайми аки-сухи» концерчӗ иртнӗ. Ӑна сезона 94-мӗш хут уҫнине тата чӑвашсен профессиллӗ музыкине йӗркеленӗ Федор Павловпа Степана Максимов композиторсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӳнер уявне Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев пулнӑ.
Концерт программи «Килмен те курман Шупашкарне» вокалпа хореографи сюитинчен пуҫланнӑ. Федор Павлова тата Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисем, вырӑсла та чӑвашла юрӑсем те пулнӑ репертуарта. Вӗсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ О. Лукова, ансамбль солисчӗсем А. Максимова, И. Николаев, А. Игнатьев тата ыттисем юрланӑ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Дуняк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Китовка ялӗнче ҫуралнӑскер вун ҫиччӗре Шупашкарти музыка училищине «сӗрме купас» класӗпе вӗренме кӗнӗ. Чӑваш Енри паллӑ сӗрме купӑсҫӑ ачаранпах халах инструменчӗсене итлсе ӳснӗ. Килӗнче ҫавӑн пек пулнӑ вӗсен. Тен, ҫавӑнпах пулӗ — тӑмра калама хӑнӑхнӑ. Килӗнчисем юрлама та юратнӑ.
Анатолий Дуняк С. Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче, Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, филармонири оркестрта ӗҫленӗ.
Паллӑ сӗрме купӑсҫӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йӗркелеме те тӳпе хывнӑ.
Анатолий Дуняк 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 94 ҫула кайсан вилнине республикӑн музыка общественноҫӗ пысӑк ҫухату тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |