Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Праски Витти Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 20.06.2018 14:18 | 735 хут пӑхнӑ
Персона

Паллӑ ӳнерҫӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, профессор Праски Витти (Виталий Петров) Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна сумлӑ премие тата хисеплӗ ята «Несӗлсем патне таврӑнни» ятпа хатӗрленӗ ӳнер ӗҫӗсен ярӑмӗшӗн панӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.

Праски Виттисӗр пуҫне премие тепӗр иккӗн тивӗҫнӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доцентне Герольд Плечова ӑна Иван Яковлевӑн пултарулӑхне тишкерсе наука ӗҫӗсем ҫырнӑшӑн панӑ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Александр Афанасьева вара — электромеханика енӗпе сумлӑ монографи ҫырнӑшӑн.

#ӑслӑлӑх, #ӳнер, #ҫитӗнӳсем, #премисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Гуманитари институчӗ Алексей Кокель пирки ҫырнӑ кӗнекене сӳтсе явма йыхравлать
2017, 06, 08
Литературӑпа ӳнерте пултаруллисен преми илес шанчӑк пур
2017, 10, 01
«Каҫал» ансамбль ертӳҫи премие тивӗҫнӗ
2017, 10, 16
«Раҫҫей тӗрӗкӗсем» фестиваль наци премине тивӗҫнӗ
2017, 10, 30
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Чӑваш Ен геральдики» курав уҫӑлнӑ
2018, 06, 18

Комментари:

Шупашкартан // 2903.88.4948
2018-06-21 16:52
Праски 2-мĕш хут илчĕ ĕнтĕ Патшалăх премине, Кипеч мучине вара - миçемĕш хут ĕнтĕ - каллех шиш?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org