Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнчи пӗвесенчен пӗрне акӑшсем иленнӗ. Пурӗ 10 акӑш. Асӑннӑ тӑрӑхра вӗсем тӗпленни виҫӗ эрне ӗнтӗ.
Акӑшсене вырӑнтисем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Вӗсен илемӗпе киленнипех ҫырлахман, хастар ял ҫыннисем акӑшсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрав ӑсталанӑ. Кун пирки Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер (ӑна ҫак должноҫе иртнӗ уйӑхра суйланӑччӗ) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
«Акӑшсем иленни – лайӑх паллӑ. Ял ҫыннисем вӗсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрава хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама йышӑннӑ. Ку вӑл – тӑван тӑрӑха тата ҫутҫанталӑка чунтан юратни...», – тесе ҫырнӑ Сергей Беккер хӑйӗн аккаунтӗнче.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева пулнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑстана республика ертӳҫи хӑй йыхравланӑ.
Ӑстапа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпарта ҫырнӑ тӑрӑх, тӗлпулӑва Евгения Жачеван ывӑлӗ, Питӗрти Мариински театрти балетӑн концертмейстерӗ Гурий Жачев; Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Культура тата ӳнер институчӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева та хутшӑннӑ.
Евгения Жачева Михаил ИгнатьевЭлтепере Чӑваш тӗррин музейне йӗркеленӗшӗн тав тунӑ-мӗн.
Чӑваш пуканин ӑсти Терентий Дверенин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ.
2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хакланӑ. Ӑста пӗр ӗмӗрхине уявланӑ кун, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗччӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑччӗ.
Нумаях пулмасть Николай Балтаев медальерпа тата граверпа «Idel.Реалии» интернет-хаҫатра Эрсубай Янгаров кӑсӑклӑ интеревью пичетленӗ.
Ӑста Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче халӑх художество пултарулӑхен кафедринче доцент пулса ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Людмила Балтаева — пусма енӗпе ӑста технолог иккен. Балтаевсен аслӑ ывӑлӗ Азамат Чехинче ювелира вӗренет, кӗҫӗнни Аттила – Питӗрте тимӗрҫе. Пӗрле пулса вӗсем сӑвар-пӑлхар тумтирӗпе капӑрлӑхне ӑсталаҫҫӗ.
Николай Балтаев этнос усламӗпе ӗҫлеме ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл мӑшӑрне: «Ку улӑпла ӗҫ», — тесе хӑш чухне калать-мӗн.
Интервью авторӗ интеллигенци Балтаевсен таварӗпе кӑсӑкланнипе кӑсӑкланманни пирки те ыйтнӑ. Туянакансем вӗреннӗ ҫынсен хушшинче сахал иккен. «Интеллигентсенче эпӗ шанчӑка ҫухатнӑ. Вӗсем килте чӑвашла калаҫманпа пӗрех, вӗсен ачисем те чӑвашла пуплемеҫҫӗ. Хӑйсен ачисемпе тата мӑнукӗсемпе чӑвашла сӑмахлакансене шутласа кӑларма пӗр алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫӗ», — тенӗ Николай Балтаев.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнчи Шурновсен карти тӗрлӗ мультфильмри, юмахри сӑнарсемпе капӑрланнӑ. «Йытӑ, кушак, автан, акӑш, дельфин... Кама кӑна «чӗртмен-ши» Шурновсем ҫемйи?», — вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хыпарланӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Ирина Кошкина.
Карта тӑршшӗ — 13 метр. Пӗр тӑваткал метрне тума 900-е яхӑн пӑкӑ тӑкакланнӑ.
Пластмасса кӗленчен пӑккисенчен карта тытас ӗҫе ҫемье пуҫӗпех кӳлӗннӗ. Пӗри хурласа: «Аташатӑн ҫав», — тесе пӗтернӗ пулсан ӗҫӗ те каяс ҫукчӗ. Хӑйне евӗр картана Шурновсен 30 ҫулти хӗрӗ кӑна мар, унӑн йӑмӑкӗ те, ашшӗпе амӑшӗ те, мӑшӑрӗ те кӳлӗннӗ.
Ҫулла вӗсен килӗ ҫумӗнче искусствӑлла пальма ларать. Тӗрӗссипе, хӗлле те хӑй вырӑнӗнчех-ха вӑл. Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем Хӗл мучи лартаҫҫӗ.
Ҫил арманӗ те, шыв арманӗ те ӗлӗк пулсан тӗлӗнтермӗш пулман-ха. Халӗ вара ун пеккисене кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупма хӗнтерех. Таҫта теплерен упранса юлнисем аваллӑх палӑкӗ пек ларсан кӑна.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре вара аваллӑха таврӑнма шут тытнӑ. Унти пӗр алӑ ӑсти ҫил арманӗн копине туса лартнӑ.
Р.Н. Шарыпкина вӑл тӑрӑхрисем пултаруллӑ платник тата столяр тесе хаклаҫҫӗ. Тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманне тракторпа тиесе пынӑ та ялти Культурӑпа кану паркне, ӑна вырӑнтисем Ҫамрӑксен паркӗ ят панӑ, вырнаҫтарнӑ. Ҫил арманне вырӑнти ӑстасем чултан ӑсталанӑ чечек клумби ҫине вырнаҫтарнӑ.
Кивӗ Эйпеҫсем чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ирттерекен кӑҫалхи конкурса хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ҫил арманӗ те кунта хӑйӗн тӳпине кӳрессе шанаҫҫӗ.
Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни.
Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ.
Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ӗлӗкех карҫинкка хатӗрлекен эртел пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн тӗмшерсем юнашар регионсене ҫыхнӑ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ.
Тӗмшерте пурӑнакан Юрий Орлов карҫинккасене ҫынсем валли ҫыхать. Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсем пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Унӑн йӑхӗ ку ӗҫпе аппаланнӑ. Юрий Орлова йывӑҫпа ӗҫлеме питӗ килӗшет. Ҫулла вӑл платникра вӑй хурать, чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен карҫинкка ҫыхать. Ҫапла майпа пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илет.
Паллах, сахал мар тар тӑкмалла. Пӗр карҫинккашӑн 350-450 тенкӗ илет. Анчах ӑна кӗсьене чикес тесен кунӗпе ӗҫлемелле. Унӑн ҫӗмйинче ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗ йӑхран йӑха куҫнӑ. Юрий Орловӑн ачисем те карҫинкка ҫыхма пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем урӑх ҫул суйланӑ. Ӑна арӑмӗ пулӑшать.
Карҫинккасем патне кӳршӗ регионтисем те килӗҫҫӗ-мӗн. Ара, ку ялта 11 ҫемье карҫинкка ҫыхать вӗт. Ӑна хатӗрлемелли хӑвана вӗсем Энӗш хӗрринче хуҫаҫҫӗ.
Карҫинкка ҫыхакансем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, пурӑна-киле ку ӗҫ манӑҫа тухма пултарать-ҫке-ха. Ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва ҫак ӗҫе тӳлевсӗр вӗрентме хатӗр.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан хатӗрсем шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене патентланӑ.
Тӗслӗхрен, вӑл пушмак хывмалли хатӗр ӑсталанӑ. Вячеслав Васильев каланӑ тӑрӑх, ку хатӗр меллӗ, урана, нускине хуратмасть.
Арҫын ҫырла тасатмалли хатӗр те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа усӑ курса шур ҫырлине, хура ҫырлана, кӗтмел ҫырлине, кедр мӑйӑрне ҫӑмӑллӑнах ҫӳп-ҫапран тасатма пулать. Ҫапла майпа алӑ ҫумне ҫыпӑҫнӑ ҫӳп-ҫап ҫырласене вараламасть, урайне тӑкӑнмасть.
Вячеслав Васильев пӗтӗмпе пилӗк хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче ҫырла йӑранӗн хуралҫи, ҫӗнетнӗ мотоблок та пур.
Кун пирки Шупашкарти экологсем тӗп хулари йывӑҫ-тӗм епле чӗрӗлнине хакланӑ тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ.
Тӑван тавралӑх тӑрӑмӗшӗн ҫунакансем кӑҫал ҫуркунне лартнӑ йывӑҫ-тӗм пахалӑхне халех хакланӑ. Ахаль чухне ку ӗҫе тепӗр ҫултан пурнӑҫлакан та, ку хутӗнче вӑрах тӑхтас темен.
Ятарласа вӗрентнӗ специалистсем лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗн 95 ытла проценчӗ чӗрӗлнӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗпе лартма тухнисен 80 проценчӗ вӑй илнӗ. Ку вӑл йывӑҫ-тӗм лартма профессионалсене шанмаллине пӗлтерет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |