Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта кӑҫал та «Ҫӗрулми — 2016» курав иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 3–4-мӗшӗсенче, пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, курава тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата производство предприятийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприяти «Контур» суту-илӳ комплексӗнче иртӗ.
Куравра ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ, унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен ҫынсене ӑна килех леҫсе парӗҫ.
Унта ачасен ӳкерчӗкӗсемпе тата алӗҫӗсемпе курав йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт программи пуян пулӗ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗ тӗлне «Ҫӗрулми — 2016» курава 18 регионти 58 организаци хутшӑнма заявка панӑ. Беларуҫран та килӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.
Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.
Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.
Мускавсем чӑваш ҫӗрулмине юратни пирки ҫӗршывӑн тӗп хулинче тухса тӑракан пысӑк тиражлӑ «Вечерняя Москва» (чӑв. Каҫхи Мускав) хаҫат пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне тӗп хула ҫыннисем Тамбоври ҫуллӑ какая кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. «Горожане предпочитают тамбовское сало и чувашский картофель» (чӑв. Хула ҫыннисем тамбовсен ҫуллӑ какайне тата чӑваш ҫӗрулмине кӑмӑллаҫҫӗ) статья ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи номерте кун ҫути курнӑ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне хаҫат ахальтен ҫитсе тухман: Мускавра Чӑваш Енри предприятисем апат-ҫимӗҫ куравӗсемпе суту-илӗвне тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унта пыракансем пирӗн республикӑри апат-ҫимӗҫпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, туянаҫҫӗ те.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑсем Раҫҫей регионӗсенчи продукцие тӗп хулари пасара ҫул уҫаҫҫӗ. Курав кӑҫал та иртӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.
36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.
Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.
Паян Красноармейски районӗнче «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартма тухнӑ. Ку ӗҫе унта чи малтан «Таябинка» агрофирма пуҫӑннӑ. Акционерсен тулли мар обществи шутланакан ҫак предприяти ҫӗрулмин «Гала» сортне элита туяннӑ. Ӑна вӑл аякри ҫӗре кайсах илсе килнӗ. Ӑна агрофирма Тӗмен облаҫӗнчи «КРиММ» агрофирмӑра туяннӑ.
Чаплӑ сортлӑскере тӑпрана чиксе хуриччен тӗрлӗ чир-чӗртен тата сӑтӑрҫӑран хими тата биологилле препаратсемпе сиенсӗрлетеҫҫӗ.
Тӑпрана хатӗрлеме тата лартма хуҫалӑх пӗрер агрегата явӑҫтарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗрулми ларта тата тепӗр агрегата явӑҫтарӗҫ.
«Таябникӑра» «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пурӗ 250 гектар йышӑнӗ. Ун валли вӑрлӑх ҫителӗклине маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Унччен асӑннӑ сортсӑр пуҫне элита тата суперэлита шутланакан вӑрлӑха пурӗ 120 тонна туяннӑ.
Сӑнсем (7)
Чӑваш Енре кӑҫал 565 пин гектар ҫинче акса-лартма палӑртнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл 1,1 процент нумайрах. Маларах асӑннӑ лаптӑкран 49,7 процентне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 6,4 процентне — ҫӗрулми, 0,8 процентне — пахча-ҫимӗҫ, 2 процентне — техника культури, 41 процентне — выльӑх апачӗллӗх культура. Ку цифрӑсене республикӑн правительствин ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов асӑнса хӑварнӑ.
Тытман упа тирне сӳме каламаҫҫӗ те, анчах малашлӑха пӑхакансем малашлӑх плансене халех палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗнче мӗн чухлӗ тӗш тырӑпа ҫӗрулми туса илме ӗмӗтленнине те пӗлтернӗ ял хуҫалӑх министрӗ. Тӗш тырра пӗлтӗрхинчен 4,6 процент нумайрах тӗшӗлесе 580 пин тонна пухса кӗртесшӗн, ҫӗрулмине — 17,3 процент нумайрах пухса 681 пин тоннӑна ҫитересшӗн.
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ. Раҫҫейри 15 регион, Беларуҫ хӑйсен сорчӗсемпе, вӗсене мӗнле ҫитӗнтернипе тата упранипе паллаштараҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ку курава селекционерсем пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Виҫӗ куна тӑсӑлӑкан куравра элита вӑрӑсем туянма, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма пулать.
Раҫҫейри чылай ҫын ҫӗрулмине иккӗмӗш ҫӑкӑр вырӑнне хурать. Илья Шиварев фермершӑн вара вӑл — пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн ҫемйи ҫӗрулми кӑмӑллать. Вӑл куравра ав икӗ урапа ҫӗрулми сутнӑ. Кунта ҫын нумай хӗвӗшет-ҫке-ха.
Фестиваль тахҫанах регионсен шайӗнчи пулса тӑнӑ. Йӗркелӳҫӗсем пурӑна-киле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пулса тӑрасса та иккӗленмеҫҫӗ. Кунта фермерсем пӗр пӗринпе тӗл пулса ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ. Кунта нимӗнле санкци те хӑрушӑ мар.
Темиҫе компани хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Куравра ҫӗрулми упрамалли хальхи йышши вырӑн пирки те калаҫнӑ. Республикӑшӑн ку пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна 25 тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫакан темиҫе склад тунӑ.
Куравра ҫынсем апат-ҫимӗҫ сентрисенчен мар, вӑрлӑх сутнӑ ҫӗртен татӑлма пӗлмен.
Ҫапла пӗтӗмлетме май килет Чӑвашстат сӑнаса пынине ӗненсен. Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра купӑстасӑр пуҫне хуратул кӗрпи те вӑйлӑ хакланнӑ. Ӑна пӗлтӗр унчченхинчен 152 процент хаклӑрахпа туянма тивнӗ, купӑста хакӗ 150 процент хӑпарса кайнӑ. Сисӗмлӗ хакланнӑ ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче — сахӑр песукӗ (79%), панулми (52%), шӑл сухан (42%), шӑнтнӑ пулӑ (36%), рис, чӑх какайӗ, помидор (33-шер процент), сысна какайӗ (32%), ҫӑнӑх (26%), вир кӗрпипе кишӗр (25-шер процент), ҫӗрулми (21%), тӗтӗмлетнӗ тата ҫурма тӗтӗмлетнӗ кӑлпасси (19%), сӗт тата хӑйма хакӗ 16 тата 15 процент ӳснӗ, вермишель (16%), ҫӑмартапа макарон (14-шар процент).
Ҫапла вара Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ вӑтамран 10,9 процент хакланнӑ.
Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хушнипе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ апат-ҫимӗҫ хакне тӗрӗслет иккен. Хушӑва пурнӑҫлассине вӑл Чӑваш Енрен тытӑннӑ.
Маларах асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра апат-ҫимӗҫ эмбарги туса хунӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫӗрулми вӑтамран 0,2 процент хакланнӑ пулать, пирӗн республикӑра вара — 29 процент. Купӑстана 20 процент хаклӑрахпа туянма тивет, Чӑваш Енре унӑн хакӗ 100 проценчӗпех ӳссе кайнӑ имӗш. Дмитрий Медведев премьер-министр Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух кӗпӗрнатторсемпе тата монополипе кӗрешекенсемпе пӗрле хаксене тӗрӗслеме хушнӑ-мӗн. Медведев Чӑваш Енри хаксем мӗншӗн ҫавӑн пеккипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ пулать.
Медведев хушнине пурнӑҫласа ӗнер Николай Федоров министр пирӗн республикӑри хаксене тӗрӗсленӗ.

Кун пирки Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Уявӗ юпан 31-мӗшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен калас тӑк, асӑннӑ культура пирки паян татса памалли ыйтусене хускатнӑ май чарӑнса тӑнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра кредит та илнӗ, ҫӗрулмие упрама хранилище те тунӑ. Паян ҫак культура аван хакпа сутӑнать. Пысӑк хуҫалӑхсен, Игнатьев шучӗпе, ҫӗрулмипе ҫине тӑрсарах ӗҫлемелле, ҫулталӑкра 1 миллион тонна туса илме ӑнтӑлмалла.
Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫ укҫи шайне ӳстермеллине те палӑртнӑ. «Паян мӗнпур ял хуҫалӑх продукцийӗ тивӗҫлӗ хакпа сутӑнать, пӗчӗк ӗҫ укҫи отрасль аталанӑвне такӑнтарать», — тесе шухӑшлать иккен Элтепер.
Кирек епле уяври пекех пысӑк шайри наградӑсемпе те чысланӑ. «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооперативри Владимир Анисимов электрогазосварщик, Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов, Патӑрьел районӗнчи «Малалла» эртелти Николай Филиппов тракторист тивӗҫнӗ.
