Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Василий Алексеевич

Андреев Василий Алексеевич — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 1960 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилтре ҫуралнӑ. 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

1977 ҫулта Канаш районӗнчи Шуркасси вӑтам шкулне пӗтернӗ. 1982 ҫулта Ленинград патшалӑх университечӗнчи хӗвел тухӑҫ чӗлхисен факултечӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1987 ҫулта Мускаври Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче «Чӑваш чӗлхинчи вӗҫлев категорийӗ» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.

Ӑслӑлӑхра чӑваш тата тӗрӗк чӗлхисен морфологи пайрӑмӗсене танлаштарупа, истори меслечӗпе тӗпченипе палӑрса тӑнӑ.

Ӗҫӗсем

  • Турккӑ чӗлхин графики, фонетики тата орфографийӗ. Меслет кӑтартӑвӗсем. Ш., 1987;
  • Основной падеж в системе склонения чувашского языка. Ч., 1986;
  • Хальхи турккӑ чӗлхи: грамматика парадигмисемпе формисем. Ш., 1992;
  • Чӑваш чӗлхи. Ш., 1998; Чӑваш чӗлхине халалланӑ тӗпчев. Ш., 1998.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-25 12:29:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6752 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем