Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.
36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.
Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.