Мускавсем чӑваш ҫӗрулмине юратни пирки ҫӗршывӑн тӗп хулинче тухса тӑракан пысӑк тиражлӑ «Вечерняя Москва» (чӑв. Каҫхи Мускав) хаҫат пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне тӗп хула ҫыннисем Тамбоври ҫуллӑ какая кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн. «Горожане предпочитают тамбовское сало и чувашский картофель» (чӑв. Хула ҫыннисем тамбовсен ҫуллӑ какайне тата чӑваш ҫӗрулмине кӑмӑллаҫҫӗ) статья ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи номерте кун ҫути курнӑ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне хаҫат ахальтен ҫитсе тухман: Мускавра Чӑваш Енри предприятисем апат-ҫимӗҫ куравӗсемпе суту-илӗвне тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унта пыракансем пирӗн республикӑри апат-ҫимӗҫпе паллашаҫҫӗ кӑна мар, туянаҫҫӗ те.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑсем Раҫҫей регионӗсенчи продукцие тӗп хулари пасара ҫул уҫаҫҫӗ. Курав кӑҫал та иртӗ.