Ҫӗмӗрлери ҫурта авариллисен шутне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансен пурӑнмалли урӑх вырӑн сӗннӗ. Анчах пӗр арҫын ниепле те куҫман, ҫавӑнтах кун кунланӑ.
Ҫурта вара ишсе антармаллисен йышне кӗртнӗ. Арҫын хӑйӗн ирӗкӗпе куҫманнине кура суда панӑ. Суд ун майлӑ пулман. Ҫавӑнпа хайхи арҫыннӑн куҫмах тивет. Унпа социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫласа ҫӗннине алӑ пусӗҫ.
Чӑваш Республикинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 674 килсӗр чӗрчун хуҫаланнӑ тӗслӗхе шута илнӗ.
Регион управленийӗн центрне ҫавнашкал хыпарсем ытларах Канашран, Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрри тата Йӗпреҫ районӗсенчен ытларах килнӗ.
Ҫынсем хуҫасӑр йытӑсем иртен-ҫӳрене тапӑнасран питӗ шикленеҫҫӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ку ыйтупа ӗҫлесе ҫитереймеҫҫӗ.
Ҫак ыйтӑва ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер ертсе пынипе иртнӗ ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ.
Хуҫасӑр йытӑсене усракан приютсем тата тепӗр 3-4 та пулин йӗркелесен аван пулмалла тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗмӗрле каччи Максим Мачкасин «Пятница» телеканал кӑтартакан «Битва шефов» телешоуна хутшӑннӑ. Чӑваш Енри повар хутшӑннӑ кӑларӑм эфира чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ.
Константин Ивлев тата Ренат Агзамов шеф-поварсем хӑйсен командисене чи пултаруллисене суйласа илсе тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ.
Максим Мачкасин телекӑларӑма Ҫӗмӗрле тата Белгород хулисен ячӗпе хутшӑннӑ. Максим повара вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫурҫӗре тухса кайнӑ иккен. Унта ӗҫ тупма йывӑртан урам шӑлаканта тӑрӑшнӑ. Белгород хулинче вара вӑл ресторана вырнаҫма пултарнӑ. Халӗ Максим мангал ҫинче какай ӑшалать. Унӑн стейкӗсемпе шашлӑкне ҫынсем юратса ҫиеҫҫӗ.
«Кухньӑра эпӗ питӗ кӑмӑллӑ ҫын. Мана Пупсик теҫҫӗ», — тенӗ Максим.
Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли понтон кӗпере илнӗ. Хальлӗхе унта каҫса ҫӳреме ҫук. Кун пирки Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтерет.
Понтон кӗпер Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Навата ҫыхӑнтарнӑ. Хӗл лариччен ҫав вырӑнтан каҫмалли кӗпер пулмӗ. Юханшыв пӑрпа витӗнсен тин хӗллехи каҫӑ пулӗ.
Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ.
Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ.
Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ.
2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм, йӗкӗреш кӗтекенскер, тухтӑр патне йышӑнӑва кайнӑ. Шӑп ҫав самантра унӑн юн кайма пуҫланӑ. Шурӑ халатлисем ӑна хӑвӑрт пулӑшнӑ, 8 минутранах операци тунӑ.
Ҫут тӗнчене арҫын ачапа хӗрача килнӗ. Хӗр пӗрчи 1500 ытларах грамм тайнӑ, арҫын ача - 1900 грамм.
Ачасем халӗ Президент пепкелӗх центрӗнче. Арҫын ачана реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. Хӗрачана хальлӗхе реанимацире сӑнаҫҫӗ. Арҫын ачапа амӑшӗ курнӑҫнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчин тӑрринчен шыв анать. Унта ӗҫлекенсем витресем лартса ҫумӑр шывне пуҫтараҫҫӗ. Пӳлӗмре нӳрӗ. Ку - 12-мӗш ушкӑнра. Ачасен унта мӗнле ҫӳремелле? Ашшӗ-амӑшӗ ача пахчин тӑррине юсаманшӑн кӑмӑлсӑрланса тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ.
Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ведомство чӑнах та ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: тӑрринчен шыв анать, стенасем йӗпеннипе кӑмпапа сиенленнӗ, мачча тата стена ҫинчи сӑрӑ хӑйпӑннӑ.
Ача пахчи ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнер ача пахчине юсав ӗҫӗсем тума хупнӑ. Шӑпӑрлансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре вырнаҫтарнӑ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулине «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» чарӑнӗ. Ҫак хулана ахальтен суйламан: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унти пӗтӗм предприяти фронт валли ӗҫленӗ.
Пуйӑҫ Ҫӗмӗрлере икӗ кун тӑрӗ. Экспозиципе паллашас тесен малтан поездпобеды.рф сайтра регистрациленмелле.
Курава 6 ҫул тултарман ачасене кӗртмеҫҫӗ. 6-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗпе кӗме май пур. Вӗсемшӗн вырӑн йышӑнса хумалла мар.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музыка диктанчӗ иртӗ. Унта хутшӑнма Раҫҫейӗн 48 регионӗ кӑмӑл тунӑ. Ҫав йыша пирӗн республикӑмӑр та кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршыврисемсӗр пуҫне акцие тӗнчери тата тепӗр 4 ҫӗршывран хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре музыка диктантне Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче, Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Канашри музыка шкулӗнче тата Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ӳнер шкулӗнче ҫырма май килӗ.
Диктанта Пӗтӗм тӗнчери музыка кунне тата Раҫҫей джазӗн 100 ҫулхине халаллӗҫ.
Акцие хутшӑнакансен тӗрлӗ шайри диктант ҫырма тивӗ: ятарлӑ пӗлӳ илмен ҫынсем валли музыка ритмӗ ҫырнинчен пуҫласа кӑткӑс виҫӗ сасӑллӑ композици хатӗрлесси таранах.
Кӑҫалхи диктантӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — джаз енӗ.
Диктанта хутшӑнакансене паянтан, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен, https://musdict.ru сайтра регистрацилеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |