«Кино фончӗ» пулӑшнипе Ҫӗмӗрле хулинче «Восход» культура ҫуртӗнче кинозал уҫӑлнӑ. Кун валли 9 миллион тенкӗ субсиди уйӑрнӑ. Республика хыснинчен тепӗр 2 миллион тенкӗ панӑ. Ку – кинозал пӳлӗмне хатӗрлеме.
Ҫак укҫапа нумай функциллӗ конференц-заллӑ пӗчӗк кинозала хӑтлӑлатнӑ. Пӗчӗк кинозал пӗр самантра конференц-зал пулса тӑма пултарать. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, унта ӗҫлӗ, вӗренӳ тата культура мероприятийӗсем йӗркелеме май пур.
Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑкӑр ачипе Ҫӗмӗрлерен Шупашкара кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче унӑн машинин урапи шӑтнӑ. Ӑна ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Путруле тухсан инспекторсем Элӗк районӗнче, «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, ҫул хӗрринче ларакан «Грантӑна» асӑрханӑ, унӑн урапи шӑтнӑ.
Полици лейтенанчӗ Александр Рыбаков тата полицин кӗҫӗн лейтенанчӗ Александр Краснов хӗрарӑма урапа улӑштарма пулӑшнӑ. Ӗҫне пӗтерсен вӗсем ӑна телейлӗ ҫул сунса ӑсатнӑ.
Паян Сӑр юханшывӗ урлӑ хӗлле каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарать.
Сӑр урлӑ ҫак кӗперпе каҫмашкӑн тӳлевлӗ: 150-200 тенкӗ. Хакӗ машина йывӑрӑшӗнчен килет. Унта 3 тоннӑран ытларах тайман транспорта кӗртеҫҫӗ. Пассажирсен пулмалла мар.
Палӑртмалла: машинӑсем тата ҫуран ҫӳрекенсем валли хатӗрленӗ кӗпер 150 метр тӑршшӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан пӗр ҫамрӑк энергетика предприятийӗн Хакас Республикинчи филиалне тапӑннӑ.
18 ҫулти яш компьютерти информацие хӳтӗлекен хатӗрсене ятарлӑ программӑпа усӑ курса тапӑннӑ.
Сиенлӗ компьютер программипе айкашнӑ каччӑ тӗлӗшпе Ҫӗмӗрлери прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 273-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, каччӑ унччен те ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Унччен ӑна пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Хальхинче яша тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха хӑтарма йышӑннӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах.
Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере.
Ҫӗмӗрлере икӗ хӗрарӑм сусӑр ачасене савӑнтарса ҫӳренӗ. Вӗсем Наташӑпа Галина кинемейсем.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемейсем сусӑр ачасене юмах кӑтартнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.
Вӗсем пӗчӗкскерсене хӑйсем ҫыхнӑ нускисене, шӑккалат парнеленӗ.
"Кирек мӗнле ҫын та тимлӗх уйӑрма пултарать. Сусӑрсем ҫынпа сахалрах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан сусӑрсене те кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ", - ҫапла палӑртнӑ тивӗҫлӗ канури кинемейсем.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсем ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмӗнче пулӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канашӑн ӗнерхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Ачалӑх вунӑҫуллӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Опекӑпа попечительство органӗсене 2024 ҫулччен пӗр органа пӑхӑнмалла тӑвасси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 15 ҫулта пирӗн республикӑра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ икӗ хутчен чакнӑ. Паян ун пек ачасен йышӗ 2,4 пинпе танлашать. Тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьене илесси те икӗ хута яхӑн ӳснӗ.
Паян пирӗн республикӑра тӑлӑх ачасен пилӗк организацийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ (Пӑрачкаври ача ҫурчӗ, Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрӗсем) Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, «Малютка» ача ҫурчӗ — Сывлӑх сыхлав министерствине, Кӳкеҫри ӑсран аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗ — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине. Вӗсене ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмне куҫарасшӑн.
Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ.
РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ.
Чӑваш Енри муниципалитетсен ертӳҫисен ӗҫне соцсетьсем тӑрӑх хаклама тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Этеперӗ Олег Николаев ҫак эрнере ирттернӗ канашлура асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртмалла: влаҫ органӗсен тӗнче тетелӗнче хастар пулмалли пирки федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑх тата вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 270-мӗш номерлӗ саккуна улшӑну кӗртрӗҫ.
Пирӗн республикӑра тӳре-шаран соцсетьсенчи хастарлӑхне кашни квартал вӗҫленмессерен хак парӗҫ.
Паянхи куна илсен муниципалитетсен мӗнпур ертӳҫин аккаунтсем пур. Вӗсем пуҫлӑхсене халӑхпа тӳрӗ диалог йӗркелеме тата аудиторипе ҫывӑх пулма пулӑшаҫҫӗ.
Хула ертӳҫисенчен Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев, Улатӑрти Денис Трифонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Пулатов, Шупашкарти Денис Спирин; районсенчен Тӑвайӗнчи Владимир Михайлов, Ҫӗрпӳри Сергей Беккер, Вӑрнарти Андрей Тихонов уйрӑмах хастар.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн преподавателӗсем, ӗҫченӗсем тата студенчӗсем районсемпе хуласенче пултаруллӑ ачасене шыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗрпӳ хулисене, Ҫӗрпӳ районне, Патӑрьеле ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗн коллективӗпе, акӑ, культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ йыш ачасем валли ятарлӑ музыка программи хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ачасене культура учрежденийӗ, унта епле специальноҫсене алла илме май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |