Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле

Республикӑра
мирный-саха.рф сайтри сӑн
мирный-саха.рф сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын ют ҫыннӑн банк картти ҫинчен укҫа вӑрлама тӑнӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче арҫын «Мускав – Шупашкар» пуйӑспа пынӑ, ҫавӑнта манса хӑварнӑ енчӗке тупнӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта икӗ банк картти тата паспорт.

Киле ҫитсен арҫын хӑйӗн телефонӗ ҫине банк сарӑмне лартнӑ та ют ҫын счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн патне куҫарма хӑтланнӑ. Анчах унта укҫи пулман.

Кун хыҫҫӑн та чарӑнман-ха вӑл. Лавккана кайса таваршӑн тӳлеме тӑнӑ – каллех ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ ку. Кун хыҫҫӑн икӗ карттӑна та ҫӳп-ҫап витрине вӑркӑнтарнӑ.

Полицейскисем килсен вӑл йӑлтах каласа кӑтарнӑ, карттӑсене ӑҫта пӑрахнине пӗлтернӗ. Айӑпне йышӑннине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрле округӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ.

Инкек ӗнер кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ каччӑ понтон кӗпер патӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Анчах пӗри вӑйлӑ шыв юххине пула вӑйран кайнӑ та путнӑ.

Ӑна иртен-ҫӳрен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑна ҫитсен реанимаци тунӑ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, кайран пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти тухтӑрсене пулӑшма Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем килнӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫамрӑка ҫӑлма май килмен.

Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра тӑватӑ ача путса вилнӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра каллех санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн заместителӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Паян санитари вертолечӗ пӗрремӗш пациента Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ.

Арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен ыратма пуҫласан, сывлӑш пӳлӗнме, чӗре таппи япӑхланма тытӑнсан хӑйсен тӑрӑхӗнчи тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вырӑнти тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ, кардиодиспансерти специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ те пациента Шупашкара илсе кайма йышӑну тунӑ.

Арҫынна вертолетпа кӗске вӑхӑтрах стационара илсе ҫитернӗ. Унта специалистсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, сиплеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрлере туса кӑларакан трансформатора Мускава ӑсатма тытӑнӗҫ.

«Проектэлектротехника» предприяти шӑратса изоляциленӗ типӗ трансформаторсем туса кӑларассипе ҫине тӑрать. Нумаях пулмасть предприяти ӗҫӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Ӑна 16МВА хӑватлӑ трансформатора кӑтартнӑ.

Заводра пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл кӑткӑс технологи агрегачӗ, вӑл шанчӑклӑ ӗҫлет-мӗн. Ку трансформатора ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи инфраструктура валли туса кӑлараҫҫӗ, кӗҫех ӑна Мускава ӑсатӗҫ. Чӑваш Енре унччен апла хӑватлӑ трансформаторсем кӑларман иккен.

Сӑмах май каласан, «Проектэлектротехника» ҫавӑн пек пысӑк шайри технологи оборудованийӗ туса кӑларма пултаракан Раҫҫейри виҫӗ предприяти шутне кӗнӗ.

 

Республикӑра
nobl.ru сайтри сӑн
nobl.ru сайтри сӑн

Халӗ Чулхула облаҫне хӑвӑртрах ҫитме пулать – Сӑр урлӑ понтон кӗпере уҫнӑ.

Чулхула правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мамешево – Нават – Ҫӗмӗрле – Чӑваш Ен чикки» автоҫул ҫинче кӗпер урлӑ машинӑсен яма тытӑннӑ. Вӑл кӳршӗ регионти Пильна районне Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулипе ҫыхӑнтарать.

Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр. Чулхула облаҫне тавран каяс тӑк 120 ҫухрӑм парӑнтармалла. Кӗпер урлӑ вара – 50 ҫухрӑм кӑна.

Палӑртса хӑварар: понтон кӗпере 2024 ҫулта подрядчик юсанӑ.

 

Республикӑра
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Кӗҫех Чӑваш Ене каллех «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.

Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Палӑртса хӑварар: ку пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлав министерстви шӑл ыратнӑран пуйӑсран анса юлнӑ пассажира пулӑшни пирки хӑпартланса пӗлтернӗ.

Мускавран Хусана кайма тухнӑ 024М-мӗш номерлӗ пуйӑсра ларса пыракан арҫыннӑн шӑл хытӑ ыратма тапранса кайнӑ. Александр малтан эмел ӗҫнӗ-ха, ыратни малтанласа лӑпланнӑ, анчах коронка айӗнчи шӑл кӑштахран чӑтма ҫук канӑҫсӑрлантарма тапранса кайнӑ.

Арҫын кун пек пулсан Хусана ҫитсе пӗтеймессине ӑнланса илнӗ те ҫул ҫинче стоматолог патне ӑҫта кӗрсе тухма май пуррипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Ҫӗмӗрлере анса юлнӑ. Республикӑн стоматологийӗн поликлиники уҫӑлнӑ ҫӗре вӑл пульница патне ҫитсе те тӑнӑ.

Любовь Грядинская стоматолог коронка айӗнче шӑла юсаса пломба лартса янӑ.

9 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрле витӗр Хусана каякан 130Х-мӗш номерлӗ пуйӑс ҫине ӗлкӗрнӗ, кӑнтӑрла иртни пӗрре ҫурӑна вӑл Хусана ҫитнӗ те.

 

Пӑтӑрмахсем
В городе Че сӑнӳкерчӗкӗ
В городе Че сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре вӑрманҫӑ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне Ҫӗмӗрлери лесничествӑн участокӗн пуҫлӑхӗ лекнӗ. Анчах ӑна вӑрман сутса пуйнӑ тесе мар, лаша сутнӑ чух улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

59 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче хӑйсен лесничестви ҫинче шутланса тӑракан тӑватӑ лашана сутса янӑ. Чӗлхесӗр янавар ватӑлнӑ, унпа усӑ курмасть тесе ҫакӑн пек йышӑннӑ. Тӑватӑ лашана 125 пин тенкӗпе сутса янӑ.

Анчах... суту-илу хучӗ ҫинче хака 40 пин тенкӗ йӳнетсе кӑтартнӑ.

Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан участок начальникӗ айӑпа йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствине тӑкак кӳнӗ сиене саплаштарма йӗрке хуралҫисем тивӗҫлӗ мера йышӑннӑ та ӗнтӗ.

Пуҫиле ӗҫ ҫӑпах та судра вӗҫленӗ.

 

Культура
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле хулинче 60 ҫулти хӗрарӑма суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗтернӗ. Хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хайхискер хӑй паллакан арҫын патӗнче хӑналаннӑ. Вӗсем иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ, унтан вӑрҫӑнса кайнӑ. Урса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илсе пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Шар курнӑ арҫын кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Сӑмах май каласан, хӗрарӑм унччен те ҫынсемпе хирӗҫме, вӑрҫӑнма юратнӑ, уншӑн ӑна темиҫе хутчен те пуҫиле майпа явап тыттарнӑ иккен. Халӗ, ав, ватлӑхра та пулин лӑпланса пурӑнас вырӑнне кирпӗч шутлама кайма тивӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Даёшь, молодёжь!» сериалта ӳкерӗннӗ Раҫҫей актерӗ Михаил Башкатов Чӑваш Енри шкул ачисемпе тӗл пулнӑ.

Чылай ҫамрӑка килӗшекен паллӑ актер Михаил Башкатов Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкула ҫитнӗ. Кайран вӑл Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулнӑ.

Михаил ачасемпе литература ҫинчен калаҫнӑ, хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑллани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пӗчӗк вӑрттӑнлӑха та уҫнӑ: унӑн сценӑна юратасси театр студине ҫӳренинчен мар, кӑсӑклӑ литература урокӗсенчен пуҫланнӑ иккен. Михаил Башкатов ачасене ыйтӑвӗсене пӗр суймасӑр хуравланӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл шӳтлесе илме те манман.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 78
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 27

1841
185
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
136
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
103
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
89
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть