Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ.
Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ те ҫынсене ейӳ аптӑратма пуҫларӗ. Республикӑри хӑш-пӗр ял-хулара шыв сарӑлнӑ.
Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче урамӗпех ейӳ сарӑлнине видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнче пурӑнакансен те подъездран тухсанах ишме тивет. Урицкий урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патне те шыв ҫитнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем вырӑнта ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулин администрацине Эдуард Васильев ертсе пыма тытӑннӑ. Эдуард Михайлович кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Эдуард Васильев 1980 ҫулта Муркаш районӗнчи Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине вӑл уголовлӑ исполнительнӑй тытӑмра пуҫӑннӑ, уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗнче те, суту-илӳ сферинче те тӑрӑшнӑ.
2011 ҫулта Эдурад Васильев Мускаври управлени институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫа алла илнӗ.
2016-2017 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗнче общественноҫпа ҫыхӑну тытакан спецалистра ӗҫленӗ, 2018 ҫултанпа Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан тата муниципалитет органӗсенче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ.
Ҫӗмӗрлере 67 ҫулти хӗрарӑма суд тӑвӗҫ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе суд тӑвӗҫ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ӳсӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Сӑмахпа калани ҫитмен пек туйӑннӑ курӑнать — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Арҫынна вӑл темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хулинче лавкка ҫуннӑ. Щербаков урамӗнчи "Спектр" лавккан складӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ.
Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем, полицейскисем, электриксемпе газовиксем те ӗҫленӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ.
Юрать, пушарта шар курнисем пулман.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан виҫӗ тӑлӑха хваттер панӑ. Хваттер уҫҫне вӗсене ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республика шайӗнчи тӳре-шар тыттарнӑ.
Ҫав ятпа чӑвашла тумланнӑ пикесем пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑю карса хунӑ, ӑна тӳре-шара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каснӑ.
Хваттерлӗ пулнисем — Анастасия Кузьмина тата тепӗр икӗ ҫамрӑк.
«Мана хула администрацийӗнчен шӑнкӑравласа хваттер парасси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку вӑл маншӑн пысӑк парне пулчӗ. Хваттере юсаса ҫӗнетнӗ, кирлӗ сантехника вырнаҫтарнӑ», — тенӗ Анастасия.
Ҫӗмӗрлере ҫура хӗр шоу-бизнесра ӗҫлет.
Ҫав хӗр – Екатерина Решнова. Вӑл унччен «СТС» телеканалӑн фильмӗсенче вылянӑ, шоусене хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть Екатерина «Дети» камитри тӗп сӑнара калӑпланӑ.
2019 ҫулта Екатерина Герман Сидаковӑн Драма шкулӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫултанпа вӑл Антон Чехов театрӗнче актрисӑра ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Катя «Девушки с Макаровым» кинокартинӑра Марина сӑнарне калӑпланӑ, «Развод» фильмра – Олеся рольне, «Быть» фильмра – Варя.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ.
Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ. Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.
Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.
Кӑҫал республикӑри иккӗмӗш ҫемьере11-мӗш ача ҫуралнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.
Пӗрремӗш ҫемье Шупашкарта пурӑнать. Иккӗмӗшӗ вара Ҫӗмӗрле хулинче тӗпленнӗ. Икӗ ҫемьере те кӑҫал 11-мӗш ача кун ҫути курнӑ.
ЗАГС статистикине илес тӗк, кӑҫал 225 ҫемьере виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкесем ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |