
ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче паян ҫул ҫинче машинӑра метан сирпӗнни пирки пӗлтернӗ. Водитель суранланнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 7 сехет те 10 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫавраҫулӗнчен инҫех мар, «Патриот» УАЗра метан сирпӗннӗ. Юрать, салонра водительсӗр пуҫне урӑх никам та пулман. Унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ тухнине пула сирпӗнӳ пулнӑ. ҪҪХПИ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине хыпарлать. Ведомство асӑрханулӑх пирки аса илтерет: автомобиле тӑтӑшах тӗрӗслӗр!

Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шупашкарта ҪҪХПИ ӗҫченӗ Сергей Субботин троллейбус водительне, хӗрарӑма, уявпа саламласа чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кун пирки ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Людмила Иванова троллейбус рулӗ умӗнче 35 ҫул лурать. Ку – сахал мар, ҫапах вӑл ку таранччен ҫул-йӗр правилисене пӗрре те пӑсман.
Сергей Субботин Людмила Ивановӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннӑшӑн тав тунӑ, малашне те ҫаплах пулма суннӑ.

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав районӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Форд Транзит» микравтобуса чарнӑ. Унта вара 15 пассажир пулнӑ.
Водителӗн путевка тата тахограф пулман. Саккуна пӑсса пассажирсене илсе ҫӳрекен арҫынна Пӑрачкав районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене Улатӑртан Сергиев Посад хулине шапаша илсе кайма тухнӑ, вӗсенчен ҫул укҫи илмен имӗш.
Патшалӑх автоинспекцийӗ пассажирсене асӑрхануллӑ пулма сӗнет.

Ҫурҫӗр Осетинчи дальнобойщика, Чӑваш Ен урлӑ кайма тухнӑскере, Патшалӑх автоинспекцийӗн тата Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тем пек тӑрӑшсан та халӗ те пулӑшаймаҫҫӗ. Водитель фурӑпа кювета чӑмнӑ.
Комсомольски районӗнчи полицейскисем халӗ ятарлӑ техника шыраҫҫӗ. Фурӑна туртса кӑларма хӑтланнине видео ӳкерсе ҪҪХПИн Инстаграмри страницине вырнаҫтарнӑ. Паянхи видеора трактор пысӑк транспорта туртать, анчах кӑлӑхах.
Водителе фурӑна пушатма сӗннӗ – капла транспорт ҫӑмӑлланать. Анчах Ҫурҫӗр Осети ҫынни хирӗҫленӗ.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ: ГАЗель тата «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри паташалӑх автоиспекцийӗ пӗлтерет.
Инкек М-7 автоҫулӑн 586-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Шел те, авари ҫухатусӑр пулман: икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Унти водитель тата пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. ГАЗель водителӗ аманнӑ. Аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсем ҫамрӑк – 20-30 ҫулсенчисем.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ авари пирки те пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Патӑрьелтен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫине КамАЗ кӗрсе кайнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Яндекс. Такси» тесе ҫырнӑ «Гранта» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа ытти машинӑран иртсе кайнӑ, унтан Фучик тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленекен вырӑнта хӗрлӗ светофора пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ, кайран каллех хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, Эгер бульварӗнче ҫуран каҫмалли вырӑнта каллех светофора кӗтмесӗрех вирхӗннӗ. Водителе хулара алхасма ирӗк паман — ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем часах чарнӑ.
Таксист мӗншӗн ҫав тери васканине ӑнлантарнӑ: арӑмӗн вилме пуҫланӑ ашшӗ патне васканӑ-мӗн, ӑна ҫӑласшӑн пулнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне тунман. Инспекторсем ун тӗлӗшпе 4 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 12 пин тенкӗлӗх. Халӗ 20 кунра штрафа тӳлесен ҫуррине катаҫҫӗ, эппин, штраф 6 пин тенкӗпе те танлашма пултарать.
Таксист, хӑй каланӑ тӑрӑх, шел те, вилме пуҫланӑ хуняшшӗ патне ӗлкӗреймен…

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн.
Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ.
«Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман.

Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем М-7 ҫулпа утакан арҫынна тумӗ ҫумне светоотражатель ҫирӗплетменшӗн чарнӑ. Хайхискер Удмурт Республикин ҫынни-мӗн, Чулхуларан килелле ҫуранах утать.
Арҫын Дзержинск хулинче стройкӑра ӗҫленӗ, анчах ӑна шалу тӳлемен. Ҫавӑнпа вӑл киле, Удмурт Республикине, ҫуранах утнӑ. Хӑш чухне, телее, ҫула май каякан водительсем лартса кайнӑ.
Укҫа-тенкӗ ҫуккипе арҫын апатланайман та. Ҫитменнине, вӑл шӑнса хытнӑ. «Службӑра мӗн кӑна курмастпӑр… Выҫӑ тата шӑнса хытнӑ. Укҫа пухрӑмӑр, ҫимелӗх патӑмӑр, транспортпа Хусана лартса ятӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ Патшалӑх автоинспекцийӗн Инстаграмри страницинче.

Ҫак кунсенче республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ, юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май юр хыракан теника кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗ темелле. Шупашкарта трактор юр тасатнӑ чухне пӑтӑрмах пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче экскаватор Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫывӑхӗнче юр хырнӑ. 15 сехет те 15 минутра техника каялла чакнӑ чухне 18 ҫулти хӗр ҫине пырса кӗнӗ.
Юрать-ха, инкек пулман, ҫамрӑкскер чӗркуҫҫине кӑна суранлатнӑ. Юнашар вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницинче ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ, унтан хӗре киле янӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, экскаватор водителӗ каялла чакнӑ чухне ҫынна асӑрхаман. Хӗр вара транспорта хирӗҫ утнӑ.

Пӗр водитель ҫул ҫинче аварие лекнӗ ҫынна пулӑшас тенӗ те… хӑй штраф тӳленӗ. Хайхискер ҫул ҫинче пынӑ чухне пӗр машина кювета чӑмнине асӑрханӑ. Унта ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем те пулнӑ.
«Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чакаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ ҫӑмӑл машинӑна куртӑм. Малтанах эпӗ иртсе кайрӑм, анчах кайран таврӑнтӑм: тен, пулӑшу кирлӗ.
Хамӑн машинӑна ҫулӑн тепӗр енче лартса хӑвартӑм та ҫул урлӑ каҫрӑм. Тӳрех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патне пырса пулӑшу кирлипе кирлӗ марри пирки ыйтрӑм. Анчах вӗсем ман ыйтӑва хуравламарӗҫ кӑна мар, мана юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑшӑн штраф та ҫырса пачӗҫ. Япӑх пулас мар тесен ырӑ ан ту теҫҫӗ», — ҫапла каласа кӑтартнӑ пулӑшу сӗннӗ водитель.
