Автосервисра ӗҫлекен ҫын клиент машинине ӳсӗрле ларса ярӑнса ҫӳренӗ, таксистра та ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Павлов мичман урамӗнче каҫхи клуб умӗнче «Киа Рио» ларнине курнӑ. Унӑн водителӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсен курсан часрах глушителе сӳнтернӗ те пассажир ларкӑчӗ ҫине куҫса ларнӑ.
Полицейскисем те чееленнӗ, курмӑш тунӑ. Лешӗ вырӑнтан тапрансанах ӑна чарнӑ. Руль умӗнче 23 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн машина докуменчӗсем те пулнӑ. Транспорт автосервиса илсе килнӗскер пулнӑ иккен. Хуҫи унӑн машинипе унти ӗҫчен ярӑнса ҫӳренине пӗлмен те. Ку кӑна мар, вӑл каҫхи клуб умӗнче ҫынсене таксипе турттарма та ӗлкӗрнӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Системпром» ҫывӑхӗнче «Лада Веста» водителӗ ӳсӗр пулни пирки хыпар килнӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ, медосвидетельствовани витӗр кӑларнӑ.
Руль умӗнче 6-мӗш полици пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Матросов пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 2019 ҫултанпа ӗҫленӗ, подполковник шайне ҫитнӗ.
Ӗҫтешӗсем служба тӗрӗслевӗ ирттернӗ те Матросова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӑна явап та тыттарӗҫ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем маршрут автобусӗ рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Шупашкара автосервиса кайма тухнӑ.
Паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫулӑн 698-мӗш ҫухрӑмӗнче 556-мӗш маршрутпа, «Шупашкар – Вӑрмар – Тӑвай» ҫулпа, ҫӳрекен автобуса чарнӑ. Водитель ӳсӗр пулнӑ. Салонра пассажирсем пулман.
Водитель тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпатне явап тыттарас тӗллевпе рапорт хатӗрленӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Николаев урамӗнче 12 ҫулти арҫын ача машина айне лекнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Паян 15 сехет те 15 минутра арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ӑна ҫӑмӑл машина ҫапса кайнӑ. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан ача чӑнах та ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухни курӑнать.
Кӳршӗ Мари Республикинче ҫухалнӑ ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Арҫын ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрать.
Ҫухалса кайнӑскере ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль служби Шупашкар районӗнче патрульте пулнӑ. Пакунлисем «Вятка» ҫул хӗррипе пыракан ҫынна курсан чарӑннӑ. Арҫын хӑй Мари Элта утнӑ пек калаҫнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн сывлӑхӗпе кӑлтӑксем пуррине асӑрхасан ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Арҫын камне палӑртсан унӑн арӑмӗпе, кӳршӗ республикӑри хӗрарӑмпа, ҫыхӑннӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Упӑшки килтен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ-мӗн, телефонне пӗрле илмен.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хыҫала ярӑнмалли пӳремеч кӑкарнӑ машинӑна чарнӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Руль умӗнче хӗр ларнӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Вӑл машина хыҫне пӳремеч кӑкарнӑ та унпа пӗлӗшӗсене ярӑнтарнӑ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче полицие машина вӑрласа тарни пирки хыпар килнӗ. Ку Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч ялӗнче пулнӑ.
Ӳсӗр арҫын лавккана эрех илме кайма тӑнӑ. Хайхискер машинӑпа каясшӑн пулнӑ. Тӑванӗсем ӳкӗтлесен те итлемен. Унтан тӑван мар хӗрӗнчен машина уҫҫине вӑйпах илнӗ те лавккана вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм ун чухне амӑшӗ патне хӑнана килнӗ пулнӑ.
Кӗҫех ҪҪХПИ тапратса тарнӑ машинӑна ял хӗрринче тупнӑ. 39 ҫулти ӳсӗр арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Фольксваген» ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫулӑн 3-мӗш ҫухрӑмӗнче, Тавӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна асӑрхаман, ун ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав ялтах пурӑннӑ 27 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилсе кайнӑ.
Водитель урӑ пулни паллӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пулнӑ аварире ҫынсем вилнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Авари ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ.
Орлов тата Вишнев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Хендай Солярис» тата «Лада Гранта» ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендай Соляриса» ирттерсе яман.
«Лада Грантӑри» ҫынсене машинӑра хӗстерсе лартнӑ. 80 ҫулти водитель ҫавӑнтах вилнӗ. 81 ҫулти пассажиркӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Хендай Солярис» машинӑри виҫӗ пассажира (иккӗшӗ – ача) пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |