Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҪҪХПИ

Республикӑра

Республикӑра паян РФ ШӖМӗ ҫулсерен ирттерекен «Студент десанчӗ» акци старт илнӗ. Ҫамрӑсем хӑйсене кинолог вырӑнӗнче туйса курӗҫ, ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе участковӑйсене пулӑшӗҫ. Малтанах студентсем криминалистсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ.

Студентсем дактилоскопи ирттернине хӑйсем курнӑ. Пӳрне йӗрӗсем преступление уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Студентсене ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ.

Ҫамрӑксем суя укҫа палӑртмалли ӗҫпе те паллашнӑ. Лабораторире экспертсем акциз маркисене те тӗпчеҫҫӗ. Криминалистсен ӗҫӗ чӑнах та кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ студентсене.

«Студентсен десанчӗ» акци вӗҫленмен-ха. Ыран ҫамрӑсем кинологсем патне кайӗҫ. Эрнекун вара рейдсене хутшӑнӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑхавсем йышӑнма тытӑннӑ. Малашне видеосене унта ярса пама пулать.

Видео ҫинче ҫул-йӗр правилисене пӑсни пулмалла. Вӑл — видеорегистратор ӳкерни пулмалла. Водительсен ун пекки пур тӑк ӑна ҫул-йӗр инспекцине яма май пур.

Видео ҫинче ҫул-йӗре пӑсни кӑна мар, урапан регистраци палли те курӑнмалла. Кун пек видеона йӗрке хуралӗнче йышӑнаҫҫӗ.

Видеоматериалсене 2 уйӑх хушшинче ярса памалла. Ӑна ҫул-йӗре пӑснӑ йӗрке хуралӗн территори адресӗпе ярса парсан лайӑхрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66062
 

Раҫҫейре

Малашне Раҫҫей ҫыннисене хӗллехи шинӑсемпе раштав, кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче ҫӳреттермелле тӑвӗҫ. Вӗсене кашни урапа ҫине лартмалла пулӗ.

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Таможня союзӗн техника регламенчӗ вӑя кӗнӗ. Унта ҫак нормӑсене ҫырнӑ-мӗн. Регионсене хӗллехи шинӑпа ҫӳремелли срока пысӑклатма ирӗк парӗҫ.

Регламентра палӑртнӑ тӑрӑх, транспортсем хӗллехи шинӑпа ҫӳреме тивӗҫ. Документ ҫулла хӗллехи шинӑсемпе ҫӳреме чарать. Палӑртмалла: техрегламент союзӑн пур пайташӗ валли те пӗрех: Беларуҫ тата Казахстан валли те.

Ҫак вӑхӑтрах Правительство постановленийӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 4 миллиметртан пӗчӗкрех протекторлӑ хӗллехи шинӑпа ҫӳреме юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ.

Асӑрхӑр: ҪҪХПИ ӗҫченӗсем халех хӗллехи шинӑсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.

 

Хулара

Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа.

Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать.

ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

 

Хулара

Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ.

ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ.

Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Лантӑш ялӗн таврашӗ
Лантӑш ялӗн таврашӗ

Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет.

Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 19

1913
112
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
111
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
47
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
47
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
43
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
35
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ