Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫамрӑксем

Вӗренӳ
Валентина Мышкина
Валентина Мышкина

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри 25 ҫамрӑк вӗрентекен, Ҫамрӑк педагогсен канашӗн хастарӗсем, республикӑри Вӗренӳ профсоюзӗ пулӑшнипе Мускава ҫитнӗ. Вӗрентекенсене «Космос» хӑна ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ, унӑн чӳречисенчен Мускаври хитре вырӑнсем курӑннӑ: ВДНХ, Останкинӑри телебашня, В.Мухинӑн «Рабочи тата колхозница» скульптури…

Мускава кайнӑ педагогсен йышӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Мышкина та пулнӑ.

Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче кафере апатланнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем Патшалӑх Думине кайнӑ, унта Алена Аршинова депутатпа тӗл пулнӑ. «Ҫавра сӗтелре» вӗсем ҫамрӑк вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, педагогсен шалӑвне ӳстересси, класс ертӳҫин тӳлевӗ, отчетсене чакарасси…

Ҫулҫӳрев Мускав паллӑ вырӑнсене ҫитсе килнипе вӗҫленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ҫак кунсенче республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ, юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май юр хыракан теника кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗ темелле. Шупашкарта трактор юр тасатнӑ чухне пӑтӑрмах пулнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче экскаватор Республикӑри ача-пӑча клиника пульници ҫывӑхӗнче юр хырнӑ. 15 сехет те 15 минутра техника каялла чакнӑ чухне 18 ҫулти хӗр ҫине пырса кӗнӗ.

Юрать-ха, инкек пулман, ҫамрӑкскер чӗркуҫҫине кӑна суранлатнӑ. Юнашар вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницинче ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ, унтан хӗре киле янӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, экскаватор водителӗ каялла чакнӑ чухне ҫынна асӑрхаман. Хӗр вара транспорта хирӗҫ утнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/54812
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти икӗ ҫамрӑк суя мелпе генеральнӑй директор ятне илнӗ. Ҫирӗмрискерсен унсӑр пуҫне кашнин хӑйӗн организаци пур. Анчах ҫакӑ йӑлтах — хут ҫинче кӑна.

Вӗсем укҫашӑн хайсен ячӗпе суя фирмӑсем уҫма килӗшнӗ. Хӑйсем ҫавсенче ӗҫлемеҫҫӗ те, ӗҫлеме те шухӑшламан. Пуҫлӑх ячӗ те ячӗшӗн кӑна.

Пӑтӑрмаха Федерацин налук службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ, вӗсемех хутсене тӗпчевҫӗсене ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнине прокуратура тӗрӗсех тесе ырланӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тимлеҫҫӗ. Укҫашӑн суя ӗҫ тума килӗшнӗ ҫамрӑксен пӑтӑрмахӗ мӗнпе вӗҫленни каярах паллӑ пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.

Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.

Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑннӑ 51 ҫулти арҫын ҫухални пирки право органӗсене хыпарлакансем пулнӑ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май йӗрке хуралҫисем вӑл хӑй ирӗкӗпе таҫта тухса кайман тесе тӗшмӗртнӗ. Ӗҫе тӗпченӗ май ӑна вӗлерме пултарнӑ текен версие тишкерме пуҫланӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур ӗмӗр урлӑ каҫнӑ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ поселокри кафере хӑналаннӑ. Унпа пӗрле пӗр сӗтел хушшинче 24-ри ҫамрӑк та пулнӑ. Малтан бокспа аппаланнӑскер хӑйӗнчен ик хут аслӑрах этемпе чиперех эрех ӗҫсе ларнӑ-ха. Кайран пӗлӗшӗн дача ҫурчӗ патне утнӑ чух тавлашмалли тупӑннӑ. Ҫамрӑкки аслине пуҫӗнчен темиҫе хутчен кӗрӗслеттернӗ. Лешӗ часах тӑн та ҫухатнӑ. Бокс ӑсти арҫынна килне ҫитерсе хӑварма шухӑшланӑ. Унта хайхи тӑна кӗнӗ те ҫапнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ. Ҫамрӑкки каллех чышкӑласа пӗтернӗ. Кӗҫех арҫын ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Тепӗр талӑкран 24-ри ҫамрӑк вилене миххе ярса ҫывӑхри пӗчӗк вӑрмана йӑтса кайнӑ. Унта шӑтӑк алтса чике хунӑ. Йӗр ҫухатас тесе ҫиелтен кӑвайт чӗртсе ҫунтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.

«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.

«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.

Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 31-мӗшӗнче машинӑсене пӑшалтан пенӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ хӑйне ирӗке янӑ каччӑна право хуралӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.

Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер пулни палӑрнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ятарлӑ стипендине кӑҫал 1000 ҫамрӑк илсе тӑрӗ. Вӗсен списокӗ паллӑ ӗнтӗ. Уйӑхсерен 1830 тенкӗ паракан тӳлеве тивӗҫнисен шутӗнче — вӗренӳре, тӗпчевре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра, производствӑра, ертсе пырас ӗҫре, спортра, общество пурнӑҫӗнче, услам-проектсенче палӑртнӑ маттурсем. Пур организаци те чӑннипех те ҫавӑн пек маттурсене тӑратнипе тӑратманни пирки иккӗленекенсем пур та, анчах паянхи сӑмахӑмӑр ун пирки мар.

Элтепер стипендине тивӗҫнисен хушшинче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшакан 25 ҫамрӑк пур.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, ялан ҫиле хирӗҫ кастаракан Игорь Моляков полицейскисем стипендие тивӗҫ мар тесе шухӑшланӑран тӗрлӗ ҫӗре ҫыру шӑрҫаланӑ. Ун шучӗпе, стипенди социаллӑ пулӑшу шутланать. Регионти хыснаран вара обществӑри йӗркелӗхе тытса тӑма кӑна укҫа уйӑрмалла. Полицейскиесене стипенди пани федераци саккунне пӑсни пулать.

 

Спорт
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Иртнӗ ҫулта Чӑваш Енри 84 ҫамрӑк «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн Спорт министерстви хыпарлать.

Ҫак йышран сумлӑ ята вун улттӑшӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче илнӗ, раштаван 29-мӗшӗнче Раҫҫей спорт министрӗ Павел Колобков хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри Дарья Александровӑпа Анастасия Ахтямова, Данила Волковпа Михаил Павлов (пауэрлифтинг), Денис Гавриловпа Александр Николаев тата Александр Сорокин (куҫсӑррисен спорчӗ), Александр Даниловпа Ксения Махнева (ҫӑмӑл атлетика), Максим Никоноровпа Татьяна Рогова (спорт гимнастики), Михаил Николаевпа Полина Норкина (ташӑ спорчӗ), Эдуард Тябов (киокусинкай), Артем Микушкин (спорт аэробики) тата Игорь Чеблуков (спорт кӗрешӗвӗ) Раҫҫей спорт мастерӗсем пулса тӑнӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри, тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкарти Роза Максимова ятлӑ хӗр ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Дом 2» (чӑв. Пӳрт 2) проека хутшӑнать. Анчах нумаях пулмасть ӑна унтан кӑларса ярас патне ҫитнӗ. Ҫакӑ черетлӗ сасӑлав хыҫҫӑн палӑрнӑ. Ун вӑхӑтӗнче чылайӑшӗ, пурӗ 19 ҫын, Роза Максимовӑна хирӗҫ пулнӑ.

Шупашкар хӗрне ҫапах та ӑннӑ. Ӑна иммунитет текеннине туртса кӑларма сӗннӗ те — Розӑна хайхи лекнӗ. Малтанах вӑл хӑйне панӑ ҫав мелпе усӑ курасшӑн та пулман. Анчах Ольга Бузова ертӳҫӗ ӑна иммунитет туртса кӑларма хистенӗ. Вӑл (хӳтлӗх) лексен те, лекмесен те пултарать. Шупашкар хӗрне Роза Максимовӑна, ав, ӗнерхи телекӑларӑмра ӑннӑ. Апла пулсан «Дом 2» хӑйне евӗр проекта вӑл малалла та хутшӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, [58], 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, ... 113
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та