«Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнинче, шучӗпе тӑваттӑмӗш хут пуҫтарӑннинче, Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Варкӑш» клубӑн черетлӗ вулав каҫӗ каллех Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явӗҫ.
Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗсене тишкернӗ. Юлашкинчен асӑннинче автор та пулнӑ. Литературӑри
лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ май вӑл: «Эпир пӗр-пӗрне кӳрентересрен хӑратпӑр тата, тӗрӗссипе каласан, ҫав тери кӳренетпӗр», — тенӗ.
«Акӑлчан каччи чӑвашла сывлӑх сунни пачах кӗтменлӗх пулмарӗ. Унпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе темиҫе кун маларах интернетри соцсетьре ҫыхӑннӑ чухне вӑл чӑвашла хуравланине, сӑмахсене чӑваш шрифчӗпе ҫырнине курсан питӗ тӗлӗнтӗм», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче Ирина Кошкина корреспондент.
Мускаври Аслӑ экономика шкулӗнче преподавательте тӑрӑшакан Францис Таерз маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурӑннӑ иккен.
Акӑлчан, испан, каталон, вырӑс, француз, норвег, турккӑ, баск, чӑваш чӗлхисене вӗреннӗ лингвист тата программист ултӑ ҫул каялла Эктор Алос-и-Фонт социолингвистпа паллашнӑ. Мускавра пурӑнма пуҫласан каччӑ чӑваш чӗлхин курсне ҫырӑннӑ.
Акӑлчан каччи аслӑ шкулсенче программиста вӗренекенсем чӑвашлӑхпа интересленменинчен тӗлӗнет иккен. «Пур чӑваш та интернетра тӑван чӗлхепе «калаҫсан» епле аван!» — тет-мӗн Телеграма «чӑвашлатма» тытӑннӑ акӑлчан каччи.
Шупашкарта ҫуралнӑ Сергей Чуплыгин программист халь Иннополисра тымар янӑ. Иннополис Хусанӑн спутник хули шутланать. Унта халӗ 2500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавсенчен пӗри — хайхи Шупашкартан куҫса кайнӑ Сергей Чуплыгин. «Хайтек» интернет-кӑларӑмра пирӗн ентешпе интервью пичетленнӗ. Шупашкар пирки каччӑ «депрессиллӗ хула» тет.
IT-специалистсем валли хута янӑ Тутарстанри ҫӗнӗ хулара Сергей «Открытая мобильная платформа» (чӑв. Уҫӑ мобильлӗ платформа) портировани пайӗн инженерӗ пулса ӗҫлет.
Хусанӑн ҫум хулине хӑпартнине Сергей Чуплыгин никӗс янӑранпах сӑнаса пынӑ иккен. Шупашкар программисчӗ ОС Sailfish Mobile операци системине тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлеттерсе ярассипе тӑрӑшать.
Шупашкар ҫыннине икӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Ӑна тара илсе пурӑннишӗн уйӑхне вӑл 10 пин тенкӗ тӳлет, коммуналлӑ пулӑшушӑн — 5 пине яхӑн. 73 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн ку вӑл питӗ йӳнӗ тесе хаклать.
1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.
Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле, 1 сехет тӗлӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни, ҫав аварире виҫӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлни, тӑваттӑмӑшӗ пульницари реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пиллӗкмӗшӗ пульницара сипленет. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ вӑтам шайрине палӑртнӑ.
«Хула пирки» (выр. «Про Город») кӑларӑм журналисчӗсем хӑрушӑ аварире чӗрӗ юлнӑ йӗкӗтӗн амӑшӗпе калаҫнӑ. Вӑл ывӑлӗнчен уйрӑлмасӑр пульницара ларать. «Ильяна ҫитес вӑхӑтра тепӗр операци тӑвӗҫ. Ун патне тӑвансем, юлташӗсем кашни кунах килеҫҫӗ, калаҫса кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна халь пӗрре те ҫӑмӑл мар, ҫав аварире вӑл чи ҫывӑх тусӗсене ҫухатрӗ», — тенӗ каччӑн амӑшӗ Елена.
Палӑртса хӑвармалла, авари пулнӑ вӑхӑтра Илья Афанасьев водитель хыҫӗнче ларнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ саманта вӑл астумасть.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.
Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ.
Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.