Канаш районӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакансен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫуркунне ҫанталӑк чӗрӗлнӗ чухне вӗсем пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑлса халтан каяҫҫӗ.
Муллаварта 130 пӳрт шутланать. Кашнин тенӗ пекех машина пур. Ял Канаш хулинчен инҫех мар, ҫавна май ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрсан ялта юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай ачаллисем валли 130 ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри стройка ӗҫне пуҫӑннӑ.
Ҫамрӑксем Канаша ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Аслӑрах ӳсӗмрисем вӗсемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксем ялтан кайма тытӑнсан мӗн пулӗ?
Хучел ял тӑрӑхне кӗрекен Муллавар ҫыннисене ку ыйту кашни ҫулах пӑшӑрхантарать. Анчах вырӑнти хыснара асфальт ҫул сарма укҫа ҫук. 1 ҫухрӑм сармашкӑн 6 миллион тенкӗ кирлӗ. Проекта хатӗрлесе ЧР Транспорт министерствине ярса панӑ. Ял халӑхӗ халӗ хурав кӗтет.
Нумаях пулмасть Сарӑту облаҫӗнче «Туриада – 2017» вӗҫленнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: спортпа туризм уйлӑхне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федерацинчи тулли праваллӑ Элчи Михаил Бабич пуҫарӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. «Туриада» кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртнӗ.
Кӑҫал унта Тӗп тата Урал округӗсенчи командӑсем те хутшӑннӑ. Виҫӗ кунра ҫамрӑксем спорт, пултарулӑх конкурсӗсенче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
Пирӗн ентешсем Артем Ваточкин тата Екатерина Витлейкина юниорсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ пирӗн командӑна пӗтӗмӗшле зачетра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма май панӑ.
Палӑртма камӑллӑ: «Чӗре кӗвви» автор юррисен конкурсӗнче Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен Дарья Салмина финала тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.
СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.
Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.
Улатӑр районӗнчи Чуварлей хӗрӗ Мускаври парада хутшӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пике Сарӑту облаҫӗнчи Вольск хулинчи ҫар институтӗнче вӗренет. Асӑннӑ аслӑ шкулта пӗлӳ илекен хӗрсем Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. Ҫар институтӗнче вӗренекен Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова та унта пулнӑ.
«Парада Вольскри ҫар институчӗн 88 курсанчӗ, ялав йӑтакан Гущина аслӑ лейтенантпа унӑн ассистенчӗ Дикунова ефрейтор ытти маттур ҫамрӑкпа пӗрле Хӗрлӗ лапамра стройпа мӑнаҫлӑн утнӑ», — хыпарланӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн паянхи кӑларӑмӗнче.
РФ Хӳтӗлев министерстви Кристинӑна «Ҫӗнтерӳ кунӗнчи ҫар парадне хутшӑннӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. Нумаях пулмасть СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑр вырӑнти шкулсенче, культура учрежденийӗсенче иртнӗ. Унтан ачасем районпа хула шайӗнче тупӑшнӑ. Кӑҫал пӗрремӗш тапхӑра 1 пин ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкара финала вара 168 шӑпӑрлана чӗннӗ.
Чи малтан чи пӗчӗккисем сцена ҫине тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри тин кӑна калаҫма вӗреннӗ. Ачасем сӑвӑ е калав сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Конкурсра вырӑсла хайлавсене те вулама юрать, анчах чылайӑшӗ чӑвашла сӑвӑ каланӑ.
Чи аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ — Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи Ольга Архипова. Палӑрмалла: ҫак конкурса Владимир Григорьев пуҫарса янӑ. Ӑмӑртӑва килнӗ кашни ача, ҫамрӑк Вера Кузьминапа сӑн ӳкерӗннӗ.
Нумаях пулмасть ППЭне маларах тытакансем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсен 5 проценчӗ ҫеҫ 80 балран ытларах пухма пултарнӑ.
94 ҫын вара чи сахал бала та пухайман. Ку ытларах математика предметне пырса тивет. Кӑҫал ку экзаменра сахалтан та 27 балл пухмалла. Ҫакна вара 29 ҫын пурнӑҫлайман. Обществознанипе истори предмечӗсем те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ППЭне 311 ҫамрӑк маларах тытнӑ. Аса илтерер: ку тапхӑр пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫланса ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Ун чухне вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, обществознанипе, историпе экзамен тытнӑ.
Экзамена ҫирӗп йӗркеленӗ. ППЭ пунктӗнче, шкулта, заданисене пичетленӗ. Каласа хӑварар: экзаменсен тапхӑрӗ пуҫланасси нумаях юлмарӗ. Пӗрремӗш экзамен ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗ. Кӑҫал ППЭне 6 пин ытла ҫын тытӗ.
Шупашкарти пӗр шкулта ҫамрӑк чӳречерен сикнӗ. Унта ӑс пухакан ачасем каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре пулнӑ. Ҫамрӑка, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Ҫав ача 11-мӗш класра ӑс пухать, вӑл 17 ҫулта. Унӑн ашшӗ-амӑшне шкул директорӗ патне чӗнмелли сӑлтав тупӑннӑ: ҫамрӑк ӳсӗр-мӗн. Аслисем кун пирки калаҫнӑ хушӑра яш туалета тухма ирӗк ыйтнӑ.
Анчах унӑн пачах урӑх шухӑш пулнӑ иккен. Вӑл пӗтӗм вӑйран чупса пырса иккӗмӗш хутри чӳречерен сикнӗ. Кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ, каччӑ крыльца ҫине кантӑк ванчӑкӗсемпе пӗрле ӳкнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑксем пӑр ҫинче выляма шухӑшланӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ахальтен каламан ваттисем. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет 35 минутра пулнӑ. Атӑл хӗрринче патрульте тӑракансем ултӑ ҫамрӑк пӑр катӑкӗсем ҫине кӗрсе кайнине, вӗсем унта вылянине асӑрханӑ. Пӑр катӑкӗ ҫинче тӑракан икӗ каччӑна юханшыв варрине илсе кайма тытӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав станцине тӳрех пӗлтернӗ.
Пӑр ҫинчен теприн ҫине сикме май пур чухне ҫамрӑксене вӑрӑм патак тӑсса панӑ. Анчах лешсем хытса тӑнӑ, мӗн тумаллине пӗлмен. Юрать, пӑр катӑкне ҫыран хӗрринерех шутарма май килнӗ. Ҫапла ҫамрӑксем ҫӑлӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри хӗре Мускаври хваттерте читлӗхри пек усранӑ. Мускавра ҫуралса ӳснӗ арҫын ӑна унтан кӑларса яман. Арҫын чӑваш хӗрне пӗрмай мӑшкӑлланӑ. Кун пирки www.mskagency.ru порталта пӗлтернӗ.
Чӑваш Енрен Мускава кайнӑ 20 ҫулти хӗре Мускаври пӗр пульницӑн нейрохирурги уйрӑмне илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланни, пуҫ мими чӗтренни паллӑ. Кӗлетки ҫинче пӗҫертнӗ, каснӑ вырӑнсем пулнӑ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа акан пуҫламӑшӗччен ӑна Мускавра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 26-ри арҫын хваттерте усранӑ. Вӑл хӗре мӑшкӑлланӑ вӑхӑтра вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем ӗҫтернӗ.
Полицисем ҫав арҫынна хваттерӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.