Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви обществӑлла транспорт водителӗсен кӑшӑлвирусран прививка тунипе туманнине малалла тӗрӗслет. Ведомствӑра ӗнентернӗ тӑрӑх, транспортра дезинфекци ирттернипе ирттерменнине те пӑхаҫҫӗ.
Тӗрӗслеве Шупашкарти «Раща», «Хулаҫум» тата «Тӗп вокзал» чарӑнусенче ирттернӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртман.
Специалистсем водительсем маска тӑхӑннине те тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл енӗпе йӗркене пӑсакансем пур. Маскӑсӑр водительсем тӗлӗшпе 359 акт ҫырнӑ. Административлӑ ӗҫсенчен 206-шне пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр водителе суд асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, теприсене штрафланӑ.
Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне Эмир Бедертдинова штрафланӑ. Ҫапла тума Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи миравай судья йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Резерв» организаци директорӗ Шупашкар шыв управҫин акваторийӗпе усӑ курма ирӗк ыйтса заявлени ҫырнӑ. Министерство кун валли аукцион ирттермелле тесе хуравланӑ. Анчах аукционп ирттермен, тепӗр 5 уйӑхран усламҫӑ суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Миравай суд шухӑшланӑ тӑрӑх, аукциона вӑхӑтра ирттерменшӗн министр яваплӑ. Ҫавна май Эмир Бедертдинова 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫын йытта пула вӑрҫса пӗтнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те йытӑ усраҫҫӗ иккен, хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе иккӗшӗ те хулари «Дорисс паркра» уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тата 45 ҫулти арҫын йытӑсемпе уҫӑлма тухнӑ. Икӗ йытӑ пӗр-пӗрне килӗштерменрен вӗсен хуҫисем ятлаҫса кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма усал сӑмахсемпе кӳрентерсе пӗтернӗ, ҫийӗнчен вӑл ӑна питӗнчен лачлаттарса сурса хунӑ.
Тавлашӑва хӗрарӑм телефон ҫине ҫырса илнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм пулӑшу ыйтса прокуратурӑна кайнӑ. Лингвистика экспертиза хӗрарӑма, чӑн та, кӳрентернине палӑртнӑ. Арҫынна административлӑ майпа 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Каҫал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Завод урамӗнчи ҫул япӑххишӗн сӑмах лекнӗ. Комсомольски ял администрацине суд ҫула юсама хушнӑ. Укҫана тӳре-шара ҫав тӗллевпе 2022 ҫулта уйӑрма палӑртнӑ.
Завод урамӗнчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта путӑк 14 сантиметр тарӑнӑш, 60 сантиметр тӑршшӗ.
Район центрӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе надзор органӗ асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑка кӑштах саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе йӗркеллӗ туса пӗтермен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ.
Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ.
Етӗрне хулинчи 1-мӗш гимназире чӳрече кантӑкӗсем ваннӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпех мар-ха. Йӗр кайнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп корпусӗнчи мӗнпур пӳлӗмре тата 2-мӗш корпусри кабинетсенче ҫавӑн пек иккен. Кӑлтӑка Роспотребназорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне классенче ачасем йышлине кура кашни вӗренекен пуҫне тивмелли лаптӑк йӗркепе килӗшсе тӑмасть. Спорт залӗнчи саланса тӑхӑнмалли пӳлӗмре душевой ӗҫлемест, санитари кӗтесӗсенче пӳлӗмсен алӑксем ҫук, раковинӑра вӗри шыв юхмасть.
Гимнази директорӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫе Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул директорӗ тӗлӗшпе те пуҫарнӑ.
Шкулта чӳречесен карри пулман. Хӑш-пӗр класра урай хӑми тата стенасем япӑхнӑ. Столовӑйӗнче апат хатӗрлеме алюмини савӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шкулти 3 ӗҫчене гигиена енчен вӗрентсе кӑларман тата аттестацилемен. Класра кашни ача пуҫне тивекен лаптӑк та ҫителӗксӗррине тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енри музейсене, вулавӑшсене тата архивсене те QR-кодсӑр е ятарлӑ справкӑсӑр кӗртмӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ учрежденисене кӗрес тесен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ пулӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтӗҫ.
Хальлӗхе ун пек документсене кафесемпе ресторансенче, бассейнсемпе мунчасенче тата ытти ҫавӑн пек организацисенче ыйтма тивӗҫ.
Хушнине итлеменнисене штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсене — 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 100 пинрен 300 пин тенкӗ таран.
Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем республикӑра вырнаҫнӑ колонисенчен пӗринче тӑрӑшакан ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колонин ӗҫе хӑнӑхмалли центрӗнче тӑрӑшакан икӗ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Маларах асӑннӑ икӗ ӗҫчен колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсене ӗҫе хӑнӑхтармалли центрта ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ. Подразделенире ҫӗвӗ ӗҫӗшӗн тата хатӗр продукци пахалӑхӗшӗн яваплӑскерсем ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫлекенсенчен пӗринчен штраф изоляторне хурса хурассипе хӑратса укҫа тапӑннӑ. «Кӗмӗле» вӗсем заказчик продукцие йышӑнмасан транспорт тӑкакӗшӗн пама ыйтнӑ.
Колонире айӑплава ирттерекен ҫын, чӑн та, хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсем тата тӑванӗсем урлӑ асӑннӑ ҫынсене пурӗ 27 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ.
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 60 ҫулти Вениамин Мамуткин хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын хӑйӗн ҫурчӗн почта адресне кӑтартма ыйтса хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленине ҫырупа тухнӑ. Ҫав справка хайхине тепӗр учреждение пама кирлӗ пулнӑ. Арҫын кӑштахран Венамин Мамуткин алӑ пуснӑ хурава илнӗ. Анчах вӑл хурав тивӗҫлӗскер пулман.
Ҫавӑншӑн прокуратура управлени пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче надзор органӗ суда ҫитнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна суд 5 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |