Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнӑ.
Олег Михайлович 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль шкулне ӗҫе вырнаҫнӑ. Каярах республикӑри ВЛКСМ тӑрӑшнӑ.
Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан Нурулла Резяпов авӑнӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, фронта 17 ҫулта лекнӗ. Кайран Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Нурулла Велиуллович киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: платникре, колхозра, склад заведующийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ялти туберкулез пульницинче 20 ҫул вӑй хунӑ. Паянхи кун вӑл 23 мӑнукӗпе, 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Василий Кервен аслӑ вырӑс поэчӗн Александр Пушкинӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадио компанийӗ пӗлтернӗ.
Куҫарнӑ ӗҫсене хаклама Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ. Кервен Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене «Асрах асамӗ ҫав самантӑн» ятпа кӗнекене пухса кӑларнӑ.
Василий Кервен Александр Пушкин пултарулӑхне шкулта вӗреннӗ чухнех тӗпчеме пуҫланӑ-мӗн. «Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене классике чӑвашла куҫарттарнӑ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ поэтӑн сӑввисем патне пӗрре мар таврӑннӑ Василий Гаврилович. Ҫакӑ ӑна каярах Коопераци институтӗнче студентсене вӗрентнӗ чухне те кирлӗ пулнӑ. Пӗлтӗр вара Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӑна Пушкин сӑввисене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Вӑл пысӑк яваплӑха туйса ӗҫе пикеннӗ», — хыпарланӑ телесюжетра.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, режиссер, сценограф, тӑлмач, профессор, СССР халӑх артисчӗ, патшалӑх премийӗне лауреачӗ, Шупашкар хулин тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев 85 ҫул тултарнӑ.
Сцена ӑсти Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Актер тата режиссер ӑсталӑхне Мускавра, Театр ӳнерӗн А.В. Луначарский ячӗллӗ патшалӑх институтӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 57 ҫул ытла ӗҫлет.
Паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан вӑҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ Муллахази Закиров 100 ҫул тултарнӑ.
Муллахази Закирович Тутарстанри пӗр ялта ҫуралнӑ. Сакӑр класс вӗренсе пӗтерсен авиаци заводне ӗҫлеме кӗнӗ.
Унта вӑл самолёт фюзельяжне тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ май салтака каймалла пулман. Анчах пиччӗшӗ Сталинград патӗнче пуҫ хунӑ хыҫҫӑн каччӑ хӑй кӑмӑлӗпе вӑрҫӑна тухса кайнӑ. Ҫарта вӑл мар После гибели брата в битве под Сталинградом он решил мотоцикл батальонне лекнӗ. Аманнӑ май тӗрлӗ госпитальте сипленнӗ.
1946 ҫултанпа Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Йӑлӑмра тӗпленнӗ. Вӑл сакӑрвунна ҫитиччен йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Халӗ те ирсерен зарядка тӑвать.
Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх писателӗ Александр Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш вулаканӗсене вӑл илемлӗ самай хайлав парнеленӗ. Ҫав шутра — «Салампи», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ан авӑн, шӗшкӗ!», «Симӗс ылтӑн». Вӗсене эпир шкул программи тӑрӑх та аван пӗлетпӗр.
«Салампие» 1954 ҫулта ҫырнӑ, тепӗр икӗ ҫултан вулакансем патне ҫитернӗ. Сӑмах май каласан, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӑна ҫӗнӗрен лартрӗҫ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче кӑтартрӗҫ.
Авӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарӗ. Ҫак куна культура учрежденийӗнче сумлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ. Анчах — ҫитес уйӑхра.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче театрта «Чӑваш кӗввипе» ятпа юбилей каҫӗ ирттерӗҫ.
Юпан 19-26-мӗшӗсенче Валерий Яковлев лартнӑ спектакльсен фестивалӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтра «Инкеклӗ телей» драма, «Уйрӑлу каҫӗ» мелодрама, «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драма, «Туя туй пек тӑвар-и?» камит, «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикамит, «Ялта» музыкӑллӑ драма кӑтартӗҫ.
Ҫитес ҫул Канаш хули 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май уява хатӗрленме правительство комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна ЧР вице-премьерӗ Дмитрий Краснов ертсе пырӗ. Сопредседателӗ - РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. Ушкӑнра пӗтӗмпе - 19 ҫын.
Палӑртмалла: 1925 ҫулччен Канаш сала пулнӑ. Халӗ вӑл - индустри хули, республикӑри транспорт чукун ҫул центрӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине, ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртессине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Шуршӑл ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаева (1929-2004) асра тытса Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пост вырнаҫтарнӑ май пӗр саманта аса илнӗ.
«Ӑна асра тытатӑп... «Чӑвашла калаҫ!..» Ҫакӑн пек вырӑна ларста илнӗччӗ вӑл Иван Яковлев патриархӑн юбилейне халалласа Чӑваш Ен Правительствинче ирттернӗ мероприятире пӗр пуҫлӑха», — тесе палӑртса хӑварнӑ журналист.
Шупашкар округӗнчи Аркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Серафима Филипповна Алексеева 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама вырӑнти тӳре-шара та ҫитнӗ. Вӗсем юбиляра парнесем, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
Серафима Филипповна мӗн ачаран тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. Амӑшӗ чирлени, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче аманнӑ салтаксене пулӑшас килни ҫак туртӑма тата вӑйлатнӑ. Шупашкарта медсестрасен курсне уҫсан вӑл тӳрех унта ҫырӑннӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк медсестра стоматологи пӳлӗмӗнче ӗҫленӗ, унтан эндокринологи диспансерне куҫнӑ. Унта аслӑ медсестра пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |