Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев халӑх ыйтӑвне хуравлама тӳрӗ лини ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫынсемпе ҫавӑн пек мелпе калаҫассине пирӗн республикӑра йӑлана кӗртсе янӑ ӗнтӗ. Элтепертен министрсем те юлмаҫҫӗ. Вӗсем те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче хуравлаҫҫӗ.
Олег Николаев тӳрӗ эфира утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене вӑл «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи https://vk.com/olegnikolaev21 тата Инстаграмри @oanikolaev1969 хӑйӗн страницисенче хуравлӗ.
Халӑхӑн ыйтӑвне ҫырса та, сӑн тата видео ӳкерсе илсе те ярса пама сӗннӗ.
Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Паянтан Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗнӗ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Илья Ионочкина шаннӑ. Илья Олеговича министерствӑри пысӑк пукана шанса парасси ҫинчен калакан хушӑва утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Илья Ионочкин камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ уҫӑ ҫӑлкуҫра хыпар шырарӑмӑр. Эпир асӑрханӑ ҫавӑн пек ятлӑ ҫын «Раҫҫей ертӳҫисем 2020» пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернине пӗлтӗмӗр. Вӑл «Россети Северный Кавказ» ятлӑ организацире ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Анчах вӑл министр ҫумӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе чару мерисем йышӑннӑ. Хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку юлашки вӑхӑтра каварлӑ вирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Унпа килӗшӳллӗн, кафесемпе ресторансене ҫур ҫӗр иртни 1 сехетрен пуҫласа ирхи 6-чен ӗҫлеме чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра апата урама илсе тухса пама ҫеҫ юрать.
Ҫавӑн пекех кафесемпе ресторансенче кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ е чирлеменнине ӗнентерекен справка илнӗ клиентсен зонисене тума палӑртнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 02 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ. «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ.
Аса илтерер: ракетӑна ҫавӑн пек илемлетесси пирки маларах Чӑваш Ен «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑччӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Ҫав кун Правительство ҫуртӗнчи чыслава 19 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче тӗрл сферӑра тӑрӑшакансем пур. Тӗслӗхрен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева Хисеп орденне тивӗҫнӗ. Ҫав наградӑпа ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин хисеп тума йышӑннӑ. Нина Яковлева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.
«Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне — илемлӗх ертӳҫине Морис Яклашкина панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе паян ҫулталӑк ҫитрӗ. 59 ҫулта вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупрӗ.
Яштака та ҫӳллӗ, хура, хитре ҫынччӗ вӑл. Спортпа туслӑскерччӗ тата. Анчах вилӗм никама та тиркесе-суйласа тӑмасть ҫав. Вӑйпитти те пурӑнмалли ҫыннӑн пурнӑҫӗ пӗлтӗр татӑлчӗ. Михаил Игнатьев чылай вӑхӑт чиртен сипленчӗ. Амак пӗр ҫулӑхсан уйрӑласшӑн мар-тӑр ав...
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Михаил Игнатьевӑн вил тӑпри ҫинче (ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пытарнӑ) хурлӑхлӑ митинг иртмелле тата палӑк уҫмалла.
Паян Чӑваш Енӗн Общество палатин пиллӗкмӗш йышне ҫирӗплетнӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисенчен 23 заявка йышӑннӑ, вӗсенчен 15-шӗ йӗрке ыйтнипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ. Палатӑн унччен ҫирӗплетнӗ пайташӗсем вӑрттӑн сасӑласа йыша тепӗр 11 ҫынна суйланӑ.
Ку йыша «МВФ-Групп» общества директорӗ, «Элит-тур» обществӑн коммерци директорӗ Михаил Фомичев, «Забава» общество директорӗ Марина Аниченкова, Социаллӑ проектировани центрӗн ертӳҫи Артем Йовенко, Телекоммуникацин актуаллӑ тытӑмӗсен директорӗ Альберт Комахидзе, Владимир Тимофеев уйрӑм усламҫӑ, Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Надежда Айвенова, Комплекслӑ стратегипе инновацисен институчӗн гендиректорӗ Левон Мардоян, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, «Артефакт» обществӑн гендиректорӗ Борис Корсунский, «ЖД-Транс» обществӑн гендиректорӗ Шарипжан Касанов тата Чӑваш Енре ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ӗҫлекен центрӑн директорӗн ҫумӗ Владимир Ежеев кӗнӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Общество палатин 33 пайташӗнчен 11-шне ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ палата йышне пуҫласа лекнӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ валли машинӑсем туянасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Администраци валли ултӑ «Тойота Камри» машина кирлӗ. Аукционри малтанхи хак – 12 миллион та 829 пин те 800 тенкӗ. Апла пӗр машина 2,1 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан машинӑсене 7 кунра илсе килмелле. Вӗсене Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлне илсе ҫитермелле. Унччен унта Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ. Халӗ вӑл – Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен служба.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре ҫуралнӑ, «Forbes» журнал малашлӑхлӑ тесе шухӑшлакан Георгий Соловьевпа тӗл пулнӑ.
Георгий Skyeng онлайн-шкул йӗркелесе янӑ. Проекта тӑван кӗтесре пурнӑҫа кӗртме каччӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейре физика учителӗ пулса ӗҫленӗ Валерий Горбенко хавхалантарнӑ.
«Валерий Викторович мана нумай вӗрентнӗ. Ӑна пула эпӗ физика енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтертӗм. Хӑй вилес умӗн вӑл мана кунта та физика вӗрентекен кирлӗ тесе каланӑччӗ, килсе пулӑшма ыйтнӑччӗ. Ҫавна май эпӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра ачасемпе преподавательсем валли курс йӗркелес шухӑш тытрӑм», — каласа кӑтартнӑ ҫамрӑк.
Георгий Соловьев Шупашкарти 3-мӗш лицейре вӗреннӗ. 2007 ҫулта Мускаври физикӑпа техника институтне вӗренме кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл программист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |