Пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксем ҫулсерен ЧР Элетеперӗн стипендине тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна 1 пин ҫамрӑк илсе тӑрать.
Халӗ унӑн виҫи 1830 тенкӗпе танлашать. Стипенди виҫи 13 ҫул ӳсмен. Ӑна 2009 ҫултанпа индексацилемен. Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ӑна 670 тенкӗ таран ӳстересси пирки каланӑ. Ҫапла ҫитес ҫул стипенди 2500 тенкӗпе танлашӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ку стипедие 35 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем илме пултарасси пирки йышӑннӑ. Унччен ку ӳсӗм 30 ҫулпа танлашнӑ.