Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗренме май туса парасшӑн. Ку шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
«Эпир республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн культура эткерлӗхӗпе тата халӑх ӳнерӗн йӑли-йӗркипе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш чӗлхине аталантарассипе ҫыхӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Унпа пӗрлех Чӑваш Енре пурӑнакан ытти халӑхӑн чӗлхине вӗренме те услови туса памалла», —тенӗ Олег Николаев Ҫырура.