Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
«Шупашкар аэропорчӗ» республикӑн хысна пердприятийӗ «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен уҫӑ обществин пурлӑхне туяннӑ. Юлашкинчен асӑнни панкрута тухнӑскер пулнӑ. «Шупашкар аэропорчӗ» унта хальччен пурлӑхпа тара илсе пурӑннӑ.
Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑха малтанласа 49 миллион та 313 пин тенкӗпе хакланӑ. Пӗтӗмешле 1 558 тӗрлӗ пурлӑха пӗр лотпа кӑларнӑ.
Ӳлӗмрен Шупашкар аэропорчӗ тата вӑйлӑрах ӗҫлесе, тен, кайӗ те… Хальлӗхе атту самолетпа Шупашкартан вӗҫекенсем питех йышлӑ тенине илтсех каймӑн. Унтан та ытларах — Шупашкара вӗҫекен рейссене куҫарни пирки кӑмӑлсӑрланни хӑлхана кӗнӗччӗ...
Йӑлана кӗнӗ «Кайӑк ҫитеркӗчӗ» экологи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑтра Шупашкар шкулӗсенче вӗренекен ачасем 400 ытла сырӑш ӑсталанӑ.
Кӑҫал конкурса 1–5-мӗш классем хутшӑннӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 10-мӗшӗнче тытӑннӑ та кӑҫалхи пушӑн 10-мӗшӗнче ӗҫленӗ. Сырӑшсене парксенче, скверсенче, аллейӑсенче ҫакнӑ. Пурте йӗркелӳ комитетне заявкӑсем, хӑтлавсем ярса панӑ. Унта вӗсем хӗлле кайӑксене тӑрантарсси пирки каласа кӑтартнӑ.
Конкурс йӗркелӳҫисем «Шупашкарти экологи управленийӗ» тата регионти «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ пелтернӗ тӑрӑх, 1-мӗш вырӑна Шупашкарти 47-мӗш шкулти 1«м»-мӗш класс тивӗҫнӗ. Харпӑр ӗҫем хушшинче 40-мӗш шкулти 3«к»-мӗш класра вӗренекен Ева Игнатьева пӗрремӗш пулнӑ.
Ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарта унта хутшӑннисен пухӑвне ирттернӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме самай пулӑшнӑ. Кӗске вӑхӑтра 43 миллион гектар ҫӗре сухаласа акса-лартма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре уҫма Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Савӑнӑҫлӑ пухура вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ, «ҫӗре чунтан юратнӑшӑн» тав тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич паян та ҫӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине, унпа тӗллевлӗ усӑ курмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ирттернӗ пресс-конференцире ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех медицинӑра кадрсем ҫитменнине сӳтсе явнӑ.
Пульницӑсен штатне вӑтамран иккӗ-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ кӑна комплектланӑ иккен. Вӗсенче медаппасем, участокри терапевтсем, ансӑр специалистсем — офтальмологсем, кардиологсем, эндокринологсем — ҫитмеҫҫӗ. Хӑш-пӗр поликлиникӑра черет ҫук иккен, теприсенче виҫшер сехет тӑма тивет. Тухтӑра вӑрах кӗтме тивнипе халӑх кӑмӑлсӑрланать.
Министр шучӗпе ҫынсене хӑйсен участокри тухтӑрӗ патне ҫирӗплетсен ҫак ыйту татӑлмалла. Ансӑр специалистсем ҫитменнине хальхи сывлӑх учрежденийӗсенче консультаципе диагностика центрӗсем йӗркеленипе татасшӑн. Поликлиникӑра, сӑмахран, кардиолог е пульманолог пулмасан ҫын ятарлӑ центра кайма пултарӗ. Лайӑх тӗслӗх вырӑнне Алла Самойлова Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу пульниципе Ҫурҫӗр клиникӑна пӗрлештернине илсе кӑтартнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерствинче специалистсем медицинӑна таврӑнасса шанаҫҫӗ. Персоналӑн ӗҫ укҫи сисӗнмеллех хӑпарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле врачсен ӗҫ укҫине тата 10 процент хӑпартасшӑн.
Эх, чавса ҫывӑх та ҫыртаймӑн тесе ваттисем тӗрӗс каланӑ та ҫав. Шупашкарта пӑтӑрмаха лекнӗ каччӑсем те халӗ кулянаҫҫӗ пулӗ те, анчах…
18–25 ҫулти ҫамрӑксем, иккӗшӗ Шупашкар ачисем пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен, пӗрин ҫуралнӑ кунне паллӑ тума тесе пӗр талӑклӑха хваттер тара илнӗ. Уява вӗсем чейпе тата компотпа кӑна паллӑ туман, эрех те ӗҫнӗ. Ӳсӗр ҫынна тинӗс те чӗркуҫҫи таран кӑна теҫҫӗ те, ҫаплах-тӑр. Ҫурҫӗр иртсен хайхисем пневматика пӑшалне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Ӑна хайхисенчен пӗри Мускавра туяннӑ иккен. Пеме тытӑннӑ та вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнче ларакан виҫӗ машинӑна: «Фольксваген», «Киа», «Мазда» маркӑллӑскерсене — лектернӗ.
Ҫӗр хута хула варринче пӑшалтан пеме тытӑннӑ каччӑсене полицие пуҫтарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухнӑ та, явап та тытма тивет-тӗр ӗнтӗ вӗсен.
Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.
Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.
Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ.
Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |