Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хӗрарӑмсемшӗн кӑна мар, вӗсене савӑк парнелессишӗн кускалакан арҫынсемшӗн те уявран та уявӑн туйӑнать-тӗр. Анчах пурнӑҫра савӑнӑҫпа пӗрле хурлӑхӗ те пӗрлех ҫӳрет те, Шупашкарти пӗр ҫемьене ҫав кун хуйхӑ ҫитнӗ. Пролетари урамӗнчи 21/22-мӗш ҫуртра пурӑнакан 28 ҫулти каччӑ ҫав кун хӑй килӗ умӗнче ларакан машинӑра вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ-ха.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑка такам вӗлернӗ тесе каламан. Каччӑна «ВАЗ-2115» маркӑллӑ машинӑра кабининче тупнӑ. Вут тивсе илнӗскерте. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шутланӑ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗм тивнипе вилнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.
Ҫынна укҫа кивҫен парасси пулать-ха вӑл. Ара, кирлӗ чухне тус-юлташа пулӑшмаллах. Анчах палламан ҫынсене 100 тенкӗ те кивҫен пама хӑрамалла: шӑнман пӑр ҫине лартса ярӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан кинемей ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Ҫынна пулӑшас тенӗ те хӑйех ҫурӑк валашка умӗнче тарса юлнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей патне урамра тӗттӗмрех ӳтлӗ, ҫӳллех мар икӗ арҫын пынӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем пульницӑра пулнине, вӗсене васкавлӑ операци тумаллине пӗлтернӗ. Урӑх хуларан укҫа куҫарнӑ чухне вара пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ имӗш. Палламанскерсем кинемейрен кивҫен ыйтнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӑна процентсемпе каялла тавӑрма шантарнӑ. Ватӑскер ҫывӑхри банкран 190 пин тенкӗ илнӗ те ултавҫӑсене тыттарнӑ. Кинемей хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартнине лешсем кайсан ҫеҫ ӑнланнӑ.
«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.
Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ.
Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче аслӑ ҫулхисем валли темиҫе ҫул ӗнтӗ ретро ташӑ клубӗ ӗҫлет.
Ӑна кашни эрне кун вунӑ сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ирттереҫҫӗ. Ретро-клуба пӗтӗм хуларан ӳркенмен ватӑсем пухӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем чун туличчен ташлаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, кӑмӑлтан калаҫаҫҫӗ. Вӗсем валли конкурссем те йӗркелеҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе паллашма та май пур. Культура мероприятийӗсенче арҫынсем яланхиллех сахалтарах-мӗн-ха. Ҫапах та хӗрарӑмсем кичемленсе лармаҫҫӗ теҫҫӗ унта пулса курнисем — хуллен кӗвӗ янӑраса кайсан вӗсем хӑйсемех мӑшӑррӑн тӑрса ташлаҫҫӗ.
Ретро-клуб мероприятисене тӗрлӗ тематикӑпа йӗркеленине те палӑртмалла.
Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ «Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне» хатӗрленӗ. Унта 83 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче 9-мӗш вырӑна тухнӑ.
«Симӗс патруль» списока хатӗрленӗ чухне регионсене хакламашкӑн 15 индикатор илнӗ. Индикаторсем мониторингӑн виҫӗ сферине — промышленноҫпа экологи, ҫутҫанталӑк сыхлавӗн, социаллӑ экологи индексӗсене — палартнӑ. Пӗрремӗш ушкӑна атмосфера, шыв тата ҫӗр ресурсӗсен, биорессурсен кӑтартӑвӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнче — техносфера (продукципе пулӑшу, ӑслӑлӑхпа технологи, бизнес яваплӑхӗ, ЙХК (ТБО), промышленноҫ каяшӗсем). Виҫҫӗмӗш ушкӑна социум кӗнӗ (информаци-психологи климачӗ, вӗренӳпе культура, граждан обществи, влаҫ тата саккун).
Ҫавӑн пекех танлашӑма (рейтинга) регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пичетленнӗ статьясем, ӑслӑлӑх-тӗпчев организацийӗсен доклачӗсем лайӑх витӗм кӳнӗ. Регионта пурӑнакансем экологи тӗлӗшӗпе ӳпкелешнине те шута илнӗ.
Шупашкарти экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, индекссен пӗтӗмӗшле сумми Чӑваш Ене 9-мӗш вырӑна тухма май панӑ. Тамбов облаҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Герман Лебедев ячӗллӗ наци лицей-интернатӗнчи тӑрӑм пирки республикӑн прокуратури суда тавӑҫпа тухас шухӑшлӑ иккен. Ҫакӑн пирки «Справедливая Россия» (чӑв. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ку информацие «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ.
Лебедев ячӗллӗ лицей тавралли шӑв-шав 2012 ҫулхи ҫулла пуҫланнӑччӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ ишӗлсе пырать, йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пур тесе ӑна хупма йышӑннӑччӗ. Малтанласа ӑна юсама хупма пулчӗҫ. Кайран шкул-интерната Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи ҫумне туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫтарма йышӑнчӗҫ.
Лицей-интерната ырӑ тӗллевпе хупнине ӗнентернине ҫынсем шанмасӑртарах йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. «Лицей вырӑнӗнче пӗр-пӗр суту-илӳ ҫурчӗ хӑпартса лартӗҫ», — тесе иккӗлекенсем те пулнӑччӗ.
Халӗ ку ыйтупа Чӑваш Ен прокуратури кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Шупашкар админситарицийӗн ӗҫне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн асӑннӑ орган вӗренӳ, ҫемьене тата пултаруллӑ ачасене тӗкӗ кӳрессинче кӑлтӑксем палӑртнӑ иккен. Прокуратура шучӗпе «асӑннӑ органсем» лицей-интерната чылай вӑхӑт юсаман, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтермен.
Ку ыйту пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче темиҫе хут та ҫырнӑччӗ. Чӑвашра чарӑнӑвӗсем ӑҫта пулассине та асӑннӑччӗ ун чух. Кайран ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫула тума триллион тенкӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Мускавран Хусана ун пек ҫула тӑвас вӑхӑта каярах вӑхӑта куҫарасси пирки каланӑччӗ.
Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Ҫул пулать. Ӑна тума уйрӑм инвесторсене ирӗк парӗҫ. Инфраструктурӑна тума хайхисене патшалӑх укҫине те уйӑрас шанчӑк пур иккен.
Ҫак ыйту ҫӗнӗрен амаланнине кура Раҫҫейӗн Общество палатинче халӑх итлевӗ ирттересшӗн, ӑна пушӑн 12-мӗш кунне планланӑ. Унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме «Мускав–Хусан–Екатеринбург» маршрутпа ҫул тӑвас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта гражданла хӳтӗлев объекчӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун пирки тӗп хулара иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Гражданла оборонӑн хӳтлӗх сооруженийӗсене ҫынсене харӑссӑн пӗтерекен хӗҫ-пӑшалтан пытанма хӑй вӑхӑтӗнче тунӑ. Кӑҫал ҫавсене яваплисем тӗрӗслесе тухӗҫ. Ҫавсене халӗ мӗнле тӗллевпе усӑ курнине те палӑртӗҫ. Кайран ҫавсен паспорчӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Гражданла хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑрун объекчӗсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ревизилеме тытӑнӗҫ. Ӗҫе утӑ уйӑхӗччен вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла сооружение пахаламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |