Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра

Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ҫакӑн пек документа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Валерий Андреев ордена «ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи хастра ӗҫшӗн тата квалификациллӗ специалистсене хатӗрленӗшӗн» тивӗҫнӗ.

Валерий Андреев 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи, 1994 ҫулта юридици факультечӗсенчен, 1999 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин академийӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 165 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 8 монографипе вӗренӳ пособийӗн, авторӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл пичет тата информаци политикин, ҫавӑн пекех ӗҫ, социаллӑ тата демографи политикин министрӗ пулнӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе аслӑ шкул ректорӗнче тӑрӑшать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри 30 ҫулти арҫынна контрабандӑшӑн тата наркотик хутӑшӗсене упранӑшӑн судпа айӑпланӑ. Приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ усӑ курма юраман япаласен пысӑк партине саккас панӑ, почта тӑкакӗсене тата тавара Чехирен Раҫҫее илсе килнӗшӗн укҫа тӳленӗ.

Саккас 30-ти арҫын патне чиперех ҫитнӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн патӗнче упранӑ. Анчах тавара полицейскисем тупнӑ та туртса илнӗ.

Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.

 

Хулара

Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн.

Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.

Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ.

Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ.

 

Спорт

Ӗнер Шупашкарӑн Атӑл акваторийӗнче «SUPSPOTSerf парад» иртнӗ. Спорт мероприятине йӗркелеме Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ.

Надежда Наумова инструктор ертсе пынипе спортсменсем старт йӗрӗнчен пуҫласа Атӑлӑн Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи ҫыран хӗррипе ӑмӑртнӑ. Ҫул ҫинче вӗсен сехет ытла иртнӗ.

Ҫанталӑк сулхӑннинчен те те, ҫумӑртан та, ҫил кастарнинчен те шикленмесӗр UP-хӑма ҫине 15 спортсмен тӑнӑ. Йышра Шупашкарти SUP-серферсем ҫеҫ мар, Сочи тата Мускав хулинчисем те пулнӑ. Парада хутшӑннисенчен чылайӑшӗ SUP-серфингпа ҫине тӑрсах аппаланаҫҫӗ иккен.

«SUP-серфинг эпӗ питӗ юрататӑп. Спортӑн ҫакна тӗсне эпир хӗрпе иксӗмӗр алла илетпӗр. SUP-парад Шупашкарта иртет тенине илтсен эпӗ те SUP-серферсен ретне тӑрас терӗм», – хавасланса каласа кӑтартнӑ парада хутшӑннисенчен пӗри, Владислав Григорьев.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти юханшыв хӗррине похода кайни пирки, вӑл унта ҫухални ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ку кӑҫалхи ҫуркунне пулнӑччӗ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ, ҫухалнӑ каччӑна тупайманччӗ-ха.

Ӑна тӑванӗсем, ҫӑлавҫӑсем шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Кайран водолазсем, тусӗсем ӑна шывра усӑ курмалли ятарлӑ хатӗрпе шыранӑ. Темиҫе кунран ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине кура ӗҫе чарма тивнӗ.

Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче унӑн виллине пулӑҫӑ тупнӑ. Ӳчӗ ҫухалнӑ вырӑнтах инҫех мар пулнӑ. Александр Пименова тепӗр кунхине Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50403
 

Хулара

Евразири ҫӗршывсен вырӑнти влаҫӗ конгресӗ кӗркунне Шупашкара пуҫтарӑнӗ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче нумаях пулмасть «Объединенные города и местные власти» (чӑв. Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем) Евразири уйрӑмӗн Хусанти тӗп ҫыруҫи Расих Сагитов пулнӑ. Пӗр кунлӑх визит вӑхӑтӗнче хӑна Шупашкар хула ертӳҫисемпе Евразири ҫӗршывсенчи вырӑнти влаҫсен конгресӗ «На пути к реализации целей устойчивого развития» (чӑв. Ҫирӗп аталанӑвӑн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли ҫул ҫинче ) ятпа пухӑнассине сӳтсе явнӑ.

Ҫапла вара Европӑри тата Раҫҫейри ҫӗршывсенчи ҫӗр ытла мэр кӗркунне пирӗн республикӑн тӗп хулине, Шупашкара, пуҫтарӑнӗ.

Шупашкар хулине конгресс ятарлӑ танлаштарӑм ирттернӗ хыҫҫӑн суйласа илнӗ иккен.

 

Хулара
Дарья Гаврикова тунӑ сӑн
Дарья Гаврикова тунӑ сӑн

Халӑх корреспонденчӗ Дарья Гаврикова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫумӑр час-часах ҫунӑран Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ҫӗр ишӗлет-мӗн.

Дарья хӑй унта пурӑнмасть-ха. Ермак урамӗнчи виҫҫӗмӗш лининче унӑн аслашшӗ кун кунлать. Шӑп ҫав вырӑнта ҫӗр ишӗлме пуҫланӑ.

«Чылай пайӗ ҫуркунне йӑтӑнса аннӑ, вӗсем хула администрацийӗнчен строительство ҫӳп-ҫапӗ е тӑпра илсе килме ыйтнӑ. Халӗ ҫумӑра пула ҫӗр малалла ишӗлет, ҫитменнине, питӗ хӑвӑрт. Асаттешӗн пӑшӑрханатӑп, унӑн пӳрчӗ таран темиҫе метр кӑна юлнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Дарья.

Анчах хальлӗхе никам та хӑнк та туман. Ҫӗр вара малалла йӑтӑнать, ҫынсен пӳрчӗ патне ҫитесси те инҫех мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50393
 

Хулара

Нумаях пулмасть «Образцовый детский сад» (чӑв. Тӗслӗхлӗ ача пачхи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта конкурс материалӗсене тӑратнисене тӗнче тетелӗнчи уҫа лапамра хакланӑ.

Ҫӗршыври чи лайӑх 1000 ача пахчи шутне пирӗн республикӑри 15 учреждени лекнӗ. Вӗсен хушшинче, пӗр енчен тӗлӗнмелле пек, тепӗр енчен темех мар-тӑр, ялтисем кӑна мар, районтисем те пачах та ҫук. Чӑваш Енрен чи лайӑххисен шутне кӗнисем пурте — хуласенчен.

Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийсенчен Раҫҫейри чи лайӑх пин ача пахчинчи шутне пирӗн республикӑран ҫаксем: Шупашкарти 10-мӗш, 11-мӗш, 23-мӗш, 73-мӗш, 78-мӗш, 103-мӗш, 105-мӗш, 112-мӗш, 113-мӗш, 128-мӗш, 134-мӗш, 201-мӗш, 206-мӗш; Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисем.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Владимир Антипов 28 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кунӗччен пӗр кун ҫеҫ пурӑнайман. Шел те, ҫамрӑк арҫыннӑн пурнӑҫӗ Сирире татӑлнӑ.

Владимир Антипов сержант Хомс провинцийӗнчи перкелешӳре пуҫ хунӑ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Антипов сержант хулана «зачистка» тунӑ чухне боевиксем ҫывхарнине асӑрханӑ, вӗсене пеме тытӑннӑ. Ушкӑн командирне ванчӑк лекнӗ, Владимир ӑна ҫапӑҫуран йӑтса тухнӑ, кайран каллех таврӑннӑ. 4 сехете пынӑ ҫапӑҫура салтаксен патронсем, ҫар припасӗсем пӗтнӗ, вара Антипов сержант ушкӑна хӑрушсӑр вырӑна янӑ, хӑй вара хӳтӗлеме юлнӑ. Вӑл нумай суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна патшалӑх наградине пама тӑратнӑ.

Владимир Антипов 1990 ҫулта Канашра ҫуралнӑ, унтан унӑн ашшӗ-амӑшӗ Шупашкара куҫса килнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн арӑмӗ тата икӗ ачи юлнӑ.

 

Ҫул-йӗр

«Шупашкар — Семферополь» тата «Симферополь – Шупашкар» маршрутпа самолетсем вӗҫме тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ хулана «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпани самолетсем ҫӳретеймессине /news/19239.html|хыпарланӑччӗ__. Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви ҫав авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑччӗ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтарнӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинчен кӑнтӑр енне самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. «Нордвинд» авикомпани ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче самолетсене ҫӳреттерме тытӑннӑ. Крыма тата унтан Шупашкара самолетпа юнкунсерен ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 20 сехет те 20 минутра хускалать. Кунсӑр пуҫне «Нордавиа» авиакомпани эрнекунсерен хутлать. Унӑн самолечӗ Шупашкартан 13 сехет те 35 минутра хускалать.

 

Страницӑсем: 1 ... 542, 543, 544, 545, 546, 547, 548, 549, 550, 551, [552], 553, 554, 555, 556, 557, 558, 559, 560, 561, 562, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 27

1911
114
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
107
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
75
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
47
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ