Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр арҫын машина чӳречисене ватнӑ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 18-мӗш ҫурт картишӗнче сиксе тухнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне полицейскисем всскаса ҫитнӗ. Чӳречесене ватакан ҫынна та вӗсем тупса палӑртнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тутарстанри 21 ҫулти каччӑ вӑрланӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Шупашкара вӑл паллаканӗсем хӑнана килнӗ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн баллон уҫҫи илсе урама тухнӑ. Унта вӑл малтан «ВАЗ-2110», кайран «ВАЗ-2109» машинӑсене ватнӑ. «Тӑххӑрмӗшӗнчен» куртка вӑрланӑ, машинӑна чӗртме хӑтланнӑ. Кайран вӑл «Toyota Rav 4» кроссовера ватма тытӑннӑ. Сасса илтсе автомобиль хуҫи сиксе тухнӑ, каччӑ вырӑнтан тапса сикнӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене 200 пин тенкӗ грант парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Гранта 20 вӗренӳ учрежденийӗ тивӗҫнӗ.
Ку хавхаланӑва Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш пуҫламӑш шкулӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, 40-мӗш шкул, 125-мӗш ача пахчи, 47-мӗш шкул, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ тата С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ илнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш тата 27-мӗш ача пахчисем грантлӑ пулнӑ. Етӗрнери «Росинка» ача пахчипе 3-мӗш шкул та 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Хӗвел» ача пахчи, Канашри 3-мӗш шкул, Элӗкри И.Я.Яколвев ячӗллӗ шкул, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази, Елчӗкри тата Тӑвайри шкулсем, Вӑрнар районӗнчи ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те грантлӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре 2 пин ытла ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Палӑртмалла: республикӑра ку чирпе нушаланакансен йышӗ ӳснӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта 165 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, халӗ республикӑра ку чирпе аптӑракан 2368 ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ытти регионти ҫынсем те пур.
Ку таранччен Чӑваш Енре 3095 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине шута илнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 228-шӗн СПИД стадине куҫнӑ. Ку чирпе нушаланакансем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта ытларах.
Республикӑра, 5 хулара, кӗҫех «Тест на ВИЧ: Экспедиция» ятлӑ акци иртӗ. Тест витӗр ҫурла уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче тухма пулать.
Шупашкар ҫыннине Сартура РФ Президенчӗн тулли полномочиллӗ полпречӗ пулма шаннӑ. Ҫав ӗҫе Григорий Сергеев пурнӑҫлӗ.
Григорий Витальевич 1983 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Сарту тӑрӑхӗнче полпред тивӗҫне шаннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна полпред пулма ҫирӗплетнӗ.
Григорий Сергеев 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗнче патшалӑх граждан службин тата кадрсен пайӗнче тӗп специалистӗнче, консультантра ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна маларах асӑннӑ пайри патшалӑх службин секторӗн заведующине лартнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл унта пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпредствинче кадр ыйтӑвӗ, патшалӑх награди тата патшалӑх служби енӗпе канашҫӑра тӑрӑшма тытӑннӑ. Чулхула облаҫӗн полпречӗ те пулнӑ.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен мэрӗсен черетлӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче вӗсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ.
Хальхинче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ 5 йӗрке аялалла аннӑ, ҫапла майпа вӑл 10-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи кӑтартусене илсен, 3 089-па танлашнӑ.
Танлаштарӑмра хальхинче Чулхула хула администрацийӗн, Сарӑту хула администрацийӗн, Ӗпхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нимеҫӗ Вера Дербенева Кӳкеҫри ача-пӑча ҫурчӗ валли пуканесем ҫӗлет. Вӗсем – пӳрне театрӗ валли.
Вера Дербенева каланӑ тӑрӑх, ал ӗҫӗпе аппаланасси ӑна амӑшӗнчен куҫнӑ. Вӑл «Мастерица» (чӑв. «Ӑстаҫӑ») клуба ҫӳрет. Хӗрарӑм ачалӑхне ҫапла аса илет: «Пирӗн вӑхӑтра лавккасенче пукане туянма йывӑрччӗ, эпӗ вӗсене хамах ҫӗлеттӗм. Вӗсем валли хитре кӗпесем хатӗрлеттӗм».
Кайран, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, каллех йывӑр тапхӑр пуҫланнӑ. Ун чухне Вера Дербенева хӗрӗпе ывӑлӗ валли тумтир ҫӗленӗ. Халӗ вара вӑл вырӑс халӑх юмахӗсенчи сӑнарсене хатӗрлет, вӗсене Кӳкеҫри тӑлӑх ачасене парнелет. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пӗр пукане хатӗрлемешкӗн 2-3 кун тухса каять.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырсарникун, пульницӑна хӑйне питӗ япӑх туякан пациента илсе ҫитернӗ. Арҫын сӑрӑ шӑршипе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна, комӑна кӗрсе ӳкнӗскере, реанимацие вырттарнӑ.
Ҫак 60 ҫулти арҫын Канашра гаража шал енчен сӑрланӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл, ахӑртнех, алӑкне уҫман, ҫавна май сӑрӑ шӑршипе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
ШӖМ пресс-служби ҫынсене сӑрӑсемпе ӗҫленӗ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Шал енчен сӑрланӑ чухне алӑка уҫмалла, пӳлӗме уҫӑ сывлӑш кӗтӗр.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне следстви изоляторне хупни пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер: 20 ҫулти каччӑ утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ҫул ҫинче пулнӑ аварире айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни «Ауди» водителӗ УАЗпа ҫапӑннӑ, кайран вырӑнтан тарнӑ. УАЗри водительпе пассажир аманнӑ, сурансенчен хӑшӗ-пӗри сывлӑха йывӑр сиен кӳнипе танлашнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суд Ладыков-кӗҫӗннине следстви изоляторне хупма йышӑннӑ. Анчах каччӑн ваккачӗ аппеляци панӑ. Нумаях пулмасть ЧР Аслӑ сучӗ ӑна пӑхса тухнӑ. Анчах вӑл та сити-менеджер ывӑлне СИЗОрах хӑварма йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Николай Енилин ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Моя любимая Родина» (чӑв. Манӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыв) курав уҫӑлнӑ.
Курава саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма хутшӑннисем сӑрӑ ӑстин пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Юрий Викторов искусствовед художник пейзаж ӳкернинчен тытӑнса тематика ӳкерчӗкӗсем патне куҫнине, ҫав вӑхӑтрах чӑваш теминчен пӑрӑнманнине палӑртнӑ. Николай Енилин культурӑпа тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ ҫынсене сӑнлама юратать. Вӑл Юрий Кудаков композитора, Марина Карягина тата Валери Туркай поэтсене, РСФСР халӑх артисткине Нина Григорьевӑна ӳкернӗ.
Михаил Кондратьев музыковед художник шӑплӑмӑлланине асӑрханӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Николай Енилининӑн музыка инструменчӗсем те чӗмср выртаҫҫӗ. Е хуллен сас кӑлараҫҫӗ.
Художник Алексей Трофимов, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова искуствоведсене, Атнер Хузангая, Михаил Воробьева, Юрий Яковлева тата ыттисене тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |